Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралса (тĕпĕ: хурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтака кайнӑ ҫын чирлесен ҫав укҫа хуралса каять тет, чирлемесен — ҫуттипех выртать тет.

Если солдат заболеет или что с ним случится, эта монетка потускнеет; если жив-здоров — будет блестеть как новая.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗпи умӗсем яшка тӑкӑннипе хуралса, сӑранланса ларнӑ.

Рубашка у него на груди заскорузла от засохших остатков пиши.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑкӑрӗнче пит тӑвӑрланчӗ Тӗнче ҫухалчӗ хуралса

Куҫарса пулӑш

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫитменнине, ҫуна ҫулӗ кунсерен хуралса пырать, Лашасем ҫӑмӑл лавах пӳлӗнсе туртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах ун ывӑҫӗнче нимле панулми те пулман, хуралса, ҫӗрсе кайнӑ шӑршлӑ япаласен муклашкисем ҫеҫ выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗвел ытларах хӗртнӗҫемӗн, уй-хир юртан тасалса, хуралса пынӑҫемӗн Липа агроном сӑмахӗсене аса илет.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сахвине инкен куҫӗсем хуралса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пахчасенчи юри лартса ӳстернӗ пилешсемпе хурӑнсем, урамсенчи ӗлӗкхи вӑрмантан юлнӑ хурамасемпе ҫӳҫесем йӑлтах ӗнсе, хуралса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫсерен кунта чылаях сулхӑн — ҫырмасенче, хӗвел ӳкмен ҫӗрте, юр хуралса выртать, йывӑҫсен айӗнче унта та кунта шыв кӳлленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫутӑ хӗвел те хуралса курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шурӑ лаша Танук-нойона инҫетре хуралса ларакан вӑрман еннелле сӗтӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Атӑл юнпа хуралса юхсан эпир пӗлӗпӗр вӗсем хӑйсен ӗҫне лайӑх тунине.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кашкӑр шӑлӗсене шӑтӑртаттарсан куҫӗсем хуралса, пуҫӗ ҫаврӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Атӑл шывӗ хуралса, юнланса юхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Инструменчӗ, чӑнахах та ӗнтӗ, пит кивӗскер: тӗксӗмленсе, хуралса ларнӑ, хӗлӗхӗсем пушанса кайнӑ, чи ҫинҫи татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫитменнине тата, сасартӑк кӑкӑрта темскер йӗппе чикнӗ пек чикрӗ, Урасметӑн куҫ-пуҫ хуралса килнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун уҫлӑхне ытла ҫывӑха килсе ларнӑран вӑл Атӑлпа иртсе ҫӳрекенсенчен чӑлӑш-чалӑш мӑрьеллӗ, ҫӗтӗк ҫи виттиллӗ пӳрчӗсене ҫеҫ мар, ӳкме пуҫланӑ картисене те, хуралса ларнӑ мунчисене те, ҫыран хӗррипе сапаланса тухнӑ вӗтӗ киммисене те, ним йӗркесӗр купаланса выртакан вут-шанкӑ шаршанӗсене те пытараймасть.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытла васкаса утма ҫук, мӗншӗн тесен ҫири тум хӑвӑртах хуралса пӗтӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫтан эс чыкан пек хуралса килне, кил-ха кунта, Коля, — каларӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пушар хуллен сӳнчӗ, арпалӑх ҫийӗн пӗр кӗтесси кӑна хуралса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех