Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралса (тĕпĕ: хурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн каллех куҫӗсем хуралса килчӗҫ, кӗҫех тӑнне ҫухатрӗ…

Виктор снова провалился во мрак…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑваттӑмӗш страницӑри фельетона вулама пуҫласанах куҫ хуралса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Чӳречерен Паккань пуҫӗ курӑнчӗ: унӑн пӗчӗк пичӗ типӗтнӗ пан улми пек пӗркеленсе пӗтнӗ, тӑнлавӗсем шурала пуҫланӑ, хура сухалӗ виҫӗ-тӑватӑ пӗрчӗ кӑна, ҫӑварӗнче шӑл тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ; ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпи ҫухине ярханах янӑ, ырхан мӑйӗ ҫинче тарпа хуралса пӑнтӑхнӑ хӗрес ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Уй хапхинчен кӗрсенех, тӑкӑрлӑк хӗрринче, хурал пӳрчӗ хуралса ларать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Наҫтук хытӑ пулӑшрӗ пулин те, каччӑ пӗтӗмпех вӑйран кайрӗ, унӑн темиҫе хут куҫӗ хуралса килчӗ, пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, ури-алли чӗтрене ерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ун хыҫҫӑн юман ҫулҫисем, пушар чухнехи пек, хуп-хура хуралса тӑкӑнчӗҫ, ытти йывӑҫсем ҫакна сисмерӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Шурӑ теме ҫук ӗнтӗ ӑна, хуралса тӗссӗрленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пичӗ хуралса, ҫӗр тӗслӗ пулса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӳрчӗ йӑлтах тӗтӗм хӑрӑмӗпе хуп-хурах хуралса ларнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Мавра патӗнче ҫухалса юлнӑ чӗрҫиттийӗ упӑшки аллинчине курсан, Лукарье куҫӗ хуралса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр хапха уҫса лашине кӑларса ячӗ те каялла хупма тӑнӑччӗ — куҫӗ хуралса килнипе кӗҫех кайса ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата ҫамки ҫинче тилхепепе кастарнӑ йӗр хуралса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнасене сӗтел ҫывӑхнерех иртсе ларма сӗнчӗ, хӑй хуралса кайнӑ кивӗ кӑмака хыҫне кӗрсе, темскер кӑштӑртатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрринче мӗн тӗпне ҫитиех витӗр курӑнать, шаларах вара, тарӑнланса пынӑҫемӗн, тӗксӗмленсе, хуралса пырать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене илтсен Эрнепин куҫӗсем хуралса килчӗҫ, вӑл сулӑнса кайрӗ, лутра тенкел ҫинчен кӑшт ҫеҫ ҫӗре шуса анмарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пичӗ тӗссӗрленнӗ унӑн, юн тымарӗсем хуралса, кӑвакарса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав вӑхӑтра хыҫалта ура сасси пулчӗ, Ахтупай ҫаврӑнса пӑхрӗ те тимерҫӗ лаҫҫине хуралса кайнӑ ырхан ҫын кӗрсе тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

91-мӗш ҫаврашка темшӗн каллех хуралса, пуринчен те ансӑр ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Унӑн хуралса хӑрнӑ варри ҫӗрӗк шӑл тӗпӗ пек курӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех