Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аталанӑвӗ (тĕпĕ: аталану) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Казначействӑна туса хуни тата унӑн аталанӑвӗ те патшалӑх хыснине ҫирӗп тытса пырса туллин усӑ курассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн «Медицинӑпа санитарин малтанхи пулӑшӑвне кӳрес тытӑмӑн аталанӑвӗ» регионти проектпа килӗшӳллӗн уҫӑлнӑ вӗр-ҫӗнӗ ФАПсем хӗвел ҫинче хӑйсем те хӗвел пекех ялтӑртатса, куҫа илӗртсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Ку пӗтӗмпе те чир аталанӑвӗ кӑна.

Это просто болезненный процесс.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫавӑнтах эпӗ хӗрсемпе хӑш-пӗринпе паллашрӑм; Вера Павловна эпӗ мӗншӗн пынине каласа пачӗ; хӗрсен аталанӑвӗ, вӗренни пӗр пек мар; хӑшӗсем вӗреннӗ общество чӗлхипе калаҫаҫҫӗ, пирӗн евӗрлӗ хӗрсем пекех, литературӑна пӗлеҫҫӗ, ют ҫӗрсене те, историе те ҫителӗклех чухлаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн обществӑри хӗрсем мӗн илтнӗ-курнӑ, вӗсем ҫавсене пурне те пӗлеҫҫӗ; иккӗшӗ вара ытлашширех те вуланӑ.

Я тут же познакомилась с некоторыми из девушек; Вера Павловна сказала цель моего посещения; степень их развития была неодинакова; одни говорили уже совершенно языком образованного общества, были знакомы с литературою, как наши барышни, имели порядочные понятия и об истории, и о чужих землях, и обо всем, что составляет обыкновенный круг понятий барышень в нашем обществе; две были даже очень начитаны.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Саша математикӑна ҫав тери лайӑх пӗлнӗ, ун историйӗ, аталанӑвӗ ҫинчен питӗ интереслӗ каласа пама пултарнӑ.

Саша блестяще знал математику, он мог много и интересно говорить о любимой науке, об ее истории и путях развития.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ, аталанӑвӗ пӗчӗк ҫемьерен пуҫланать, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Спорт залӗ, актовӑй зал, спорт площадки – пӗтӗмпех ачасен аталанӑвӗ валли.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Вӑрманхӗрри Шӑхаль аталанӑвӗ, капӑрлӑхӗ, пуласлӑхӗ — пурте пирӗн алӑра.

Куҫарса пулӑш

Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Нумай пулмасть Треньелӗнчи Николай Положин старостӑпа ял аталанӑвӗ, ҫӗнелӗвӗ, капӑрлӑхӗ пирки сӑмах пуҫартӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Авалхи Шумерпа Египет патшалӑхӗсен саманипе пӗр вӑхӑтрах ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ытти территорисенче те чӗлхе аталанӑвӗ енӗпе шумерсемпе египтянсенчен чухӑнрах первобытный ҫынсем пурӑнман-и-ха?

Эпохой государств древних Шумеров и Египтян во одно и то же время на земном шаре и на других территориях разве не жили первобытные люди, которые в отношении развитости языка беднее шумеров с египтянами?

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Ача ҫураласлӑха хавхалантармалли тухӑҫлӑ мерӑсем йышӑннине пула Чӑваш Енре демографин тӗп кӑтартӑвӗсен кал-кал аталанӑвӗ палӑрмаллах улшӑнчӗ.

Благодаря принятым эффективным мерам, направленным на стимулирование рождаемости, в Чувашии существенно изменилась динамика основных демографических показателей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн кал-кал аталанӑвӗ пайӑр инвестици укҫи-тенки тӑтӑшах хушӑнса тӑмасӑр, ӳсӗм вырӑнӗсене туса хуракан инновациллӗ, пысӑк тухӑҫлӑ проектсене пурнӑҫламасӑр йӗркеленеймест.

Динамичное социально-экономическое развитие республики невозможно без постоянного притока частного инвестиционного капитала, реализации инновационных, высокоэффективных проектов, формирующих точки роста.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Эпир кашни кунах ҫӗр-шыв аталанӑвӗ пирки, ҫӗнӗ программӑсем ҫинчен калаҫнине илтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Ҫӗнӗ виҫесен шутӗнче – пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма юрӑхлӑ пулни, пӗтӗм регион продукчӗн кал-кал аталанӑвӗ, регионӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн налук тупӑшӗсен калӑпӑшӗ.

Среди новых критериев — доступность жилья, динамика валового регионального продукта, объем налоговых доходов консолидированного бюджета региона.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Виктор Горбунов Шупашкар аталанӑвӗ, хула хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлӗ.

Виктор Горбунов будет работать в сфере развития Чебоксар, городского хозяйства.

Шупашкар мэрне икӗ ҫум пулӑшӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/14852.html

Колхозсен йӗркеленӗвӗпе аталанӑвӗ, вӗсенче ӗҫлесе чапа тухнисем - уйрӑм залра.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Ю. Петров вӗсене вырма ӗҫӗсем епле пынипе паллаштарчӗ, «АПК аталанӑвӗ» наци проектне пурнӑҫлассипе йышӑнакан мерӑсем пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май регион ертуҫи ҫакна аса илтернӗ: 2006 ҫултанпа, «АПК аталанӑвӗ» наци проекчӗ вӑй илнӗренпе, Чӑваш хутлӑхӗнчи аграрисем 26 миллиард тенкӗлӗх кредитпа усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Паянхи кун хуласен вӑйлӑ аталанӑвӗ ӗмӗрхи культура эткерлӗхне ҫӑмӑлах амантма пултарать – ку пӗтӗм тӗнчери тенденци.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Акӑ 2006 ҫул хыҫҫӑн (юлашки ҫырав ун чухне иртнӗ - авт.) «АПК аталанӑвӗ» наци проекчӗ хута кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех