Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӑрлачӑн 17-мӗш тӗлне эпир 2500 ҫеҫ кирлӗ пулин те пурӗ 2680 алӑ пусни пухрӑмӑр, — тенӗ Комарова.

— На 17 января мы собрали 2680 подписей вместо необходимого минимума 2500, — сказала Комарова.

Шупашкарти Ксения Собчак штабӗ алӑ пуснисене вӑхӑт тухиччен пуҫтарнӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/18045.html

Ятарласа тытӑнсан, ӗҫ пулатех, тенӗ ваттисем.

«Работа получится, если специально за нее взяться», – говорили предки.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Паян физкультурӑпа спорт валли вӑхӑт уйӑрасси кашни ҫемьешӗн тенӗ пекех кулленхи пурнӑҫ йӗрки пулса тӑчӗ.

Сегодня занятия физкультурой и спортом стали неотъемлемой частью жизни почти каждой семьи.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Азамат Габдинова, комсомолецсен вожакне, ҫар чаҫӗсем тӑрӑх вӗҫсе тенӗ пек ҫӳрекен йӗкӗте, «коллективсен ҫулӑмлӑ чун-чӗри» тесе килӗштеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Авторӗ ӑна эпопейӑ тенӗ, анчах унта, паллах, эпос анлӑшӗпе витӗмӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

«Ҫӗр пус пуличчен ҫӗр тус пултӑр», – тенӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Авалхи чӑнлӑх: укҫа чыспа сывлӑх хыҫҫӑн ҫеҫ тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Пушӑ алӑпа пӗр ҫын та ҫук, пурте тенӗ пекех хаклӑ парнепе килнӗ — телевизорсем, ноутбук, пылесос е тата ытти техника хатӗрӗсем пуҫлӑхӑн ҫӑмлӑ аллине кӗрсе выртма хатӗр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ӗҫлеме тытӑннӑранпа кашни ҫул тенӗ пекех тӗрлӗрен выставкӑсене хутшӑнса призлӑ вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ, хаклӑ парнесене тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

«Кадрсем пур ӗҫе те татса параҫҫӗ», - тенӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Ҫын тымарӗ тенӗ чухне кунта сӑмах ҫав ҫын хӑйӗн йӑх-несӗлне туйнипе туйманни пирки пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

«Ултавӑн ури кӗске», — тенӗ халӑхра, темшӗн манаҫҫӗ ҫакна хӑшӗ-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

«Пуҫра ӑс пултӑр, алӑра ӗҫ пултӑр», «Ӑсна ҫухатиччен пуҫна ҫухат», — тенӗ ӗлӗк ваттисем.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Чӑваш ачин хӑрах ури сӑпкара, тепӗр ури акара», «Виҫҫӗри ывӑл ашшӗне, виҫҫӗри хӗр амӑшне пулӑштӑр», — тенӗ пирӗн мӑн асаттесем.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Матушка лень старше нас», — каларӑша куҫарас тенӗ чухне шалт аптӑрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Тутар халӑхӗн лингвокультурологи словарьне хатӗрлесен лайӑх пулӗччӗ», — тенӗ хӑйӗн монографийӗнче Радиф Рифкатович.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Алтай крайӗнче пурӑнакан чӑвашсем ҫӗре тата ун ҫинче ӗҫлеме юратаҫҫӗ. Сирӗн республикӑра интереслӗ нумай проект пурнӑҫа кӗрет, сирӗн опытӑрпа, уйрӑммӑн илсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствинчипе, тӗплӗнрех паллашмалла», - тенӗ Алтай крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ахальтен мар ваттисем: «Юрӑсӑр мӗнле пурӑнан, пурнӑҫ ҫук, савӑнӑҫ ҫук», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку эрнене Ф. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӑпӑр // О.В.Семенова. http://www.niskas-morgau.edu21.cap.ru/?t ... ews=309300

«Пирӗн колхоз 1936 ҫулта кашни гектартан 10 центнер ыраш, 12 центнер сӗлӗ пухса илме сӑмах парать», – тенӗ Василий Коротков.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Тен, сасартӑк тӗл пулсан, илсе килӗр вӗсене ман пата, — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех