Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Алтайри тӗлпулусем

Автор: ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хушнӑ: 2017.03.18 13:44

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 260

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

Апрелӗн 29-мӗшӗнчех Барнаулта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа Алтай крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗн Александр Карлинӑн ӗҫлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Унта регионсем килӗштерсе ӗҫлесси мӗнлерех аталанса пырассине сӳтсе явнӑ.

Александр Карлин Алтай крайӗпе Чӑваш Ен хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ 500 млн яхӑн тенкӗпе танлашнине, регионсем суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата гуманитари сферисенче вӑрах вӑхӑтлӑх партнер хутшӑнӑвӗсене йӗркеленине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, «Алтай мотор завочӗ» АУО «Трактор завочӗсем» концерн йышне кӗрет, Шупашкарта кӑларакан техника валли двигательсем хатӗрлет. Алтай крайӗн энергетикӗсене Чӑваш Енри электротехника кластерӗн предприятийӗсен продукцийӗ питех те кирлӗ, ҫав вӑхӑтрах ЧР агропромышленноҫ комплексӗн организацийӗсем Алтай крайӗнче тырӑпа комбикорм туянаҫҫӗ.

А.Карлин ҫавӑн пекех Алтай крайӗнче 140 наципе халӑх пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Столыпин реформисен тапхӑрӗнче ҫак тӑрӑха ҫӗршер-ҫӗршер чӑваш килсе тӗпленнӗ. Вӗсем паянхи кун та край территорийӗнче компактлӑ пурӑнаҫҫӗ, хӑйсен тӑван чӗлхипе культурине упраҫҫӗ. «Алтай крайӗнче пурӑнакан чӑвашсем ҫӗре тата ун ҫинче ӗҫлеме юратаҫҫӗ. Сирӗн республикӑра интереслӗ нумай проект пурнӑҫа кӗрет, сирӗн опытӑрпа, уйрӑммӑн илсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствинчипе, тӗплӗнрех паллашмалла», - тенӗ Алтай крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ӗҫтешне хӑнасене тарават Алтай ҫӗрне килсе курма май туса панӑшӑн тав тунӑ. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле Алтай крайне республикӑри икӗ министрпа темиҫе предприяти ертӳҫи килнине пӗлтернӗ. Визит тӗллевӗ - тӗрлӗ сферӑри чи лайӑх управлени практикипе паллашасси, тивӗҫлӗ хак парасси тата малашне унпа ӑнӑҫлӑ усӑ курасси.

— Чӑваш Енпе Алтай крайне ҫыхӑнтараканни нумай, вӗсем икӗ регионшӑн та ӳсӗм саманчӗсем пулма пултараҫҫӗ. Пирӗн тӗлпулусем пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ ҫыхӑнусене ҫирӗплетме тата ӗҫтешлӗхе аталантарма ҫӗнӗ хӑват хушасса шансах тӑратӑп. Эпир Алтай тӑрӑхне юрататпӑр, сирӗнпе малашне те туслӑ тата ӗҫлӗ ҫыхӑнусем тытӑпӑр, — палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

Ҫав кунах Михаил Игнатьевпа Александр Карлин Алтайри В.С.Золотухин ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрне тата «Сибирь» концерт залне ҫитсе курнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех