Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑнатпӑр та пурӑнатпӑр эпир ҫав хайхи вырӑнта, вӑл вӑхӑтра ӗҫсем ӑнса пыратчӗҫ.

Живем мы да живем на том месте, дела у нас о ту пору хорошие были.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Икӗ ялӗнче те шкул ҫурчӗсене И.Я.Яковлев тӑрӑшнипе пӗр вӑхӑтра туса пынӑ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра темиҫе те пулнӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Чӑваш Республикинче хальхи вӑхӑтра нумай ачаллӑ 13000 яхӑн ҫемье пурӑнать.

В настоящее время в Чувашской Республике проживают около 13000 многодетных семей.

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Массӑллӑ информацин пичет хатӗрӗсен халӑха социаллӑ пӗлтерӗшлӗ информацисемпе тивӗҫтерес ӗҫри пӗлтерӗшӗ хальхи вӑхӑтра та пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Анчах унӑн карчӑкӗ, юри тунӑ пекех, вӑл ӑна хӗрхеннине, унсӑр пурӑнма пултарайманнине, ун умӗнче пит те айӑплине туйса илнӗ вӑхӑтра вилсе кайрӗ.

И, как на зло, старуха умерла как раз в то самое время, когда он почувствовал, что жалеет ее, жить без нее не может, страшно виноват перед ней.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Ӑҫтан вӑхӑтра ҫитетӗн-ха, мехер турӑ…

Где ж тут к сроку поспеть, ежели господь…

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

— Мӗншӗн, вӑхӑтра килмерӗн?

— Почему не вовремя приехал?

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

— Ҫуллахи вӑхӑтра, ҫанталӑкӗ йӗпе-сапа тӑрсан, кӑмпи те пулать.

— Ежели лето дождливое, то и гриб бывает.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

Ҫӗр ӗҫченӗсене акана вӑхӑтра ирттернӗшӗн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16

«Ӑна пӗр вӑхӑтра «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗ Николай Мранькка редакциленӗ, — терӗ район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Валентин Константинов.

Куҫарса пулӑш

Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16

Чӗкеҫсем, ҫуллахи вӑхӑтра карнис айӗнче пурӑннӑскерсем, паян сахалах пӑшӑрханмарӗҫ: мӗн иртенпех шкул картишӗнче ачасем ҫӳрерӗҫ, тем пирки шавласа тавлашрӗҫ, йывӑҫсем ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ.

Ласточки, прижившиеся за лето под карнизом, сегодня были немало встревожены: все утро в школьном дворике толпились ребята, шумно о чем-то спорили и с любопытством поглядывали на их гнезда.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак кунсенче, пӗтӗм районӗпех пӑрахӑҫа тухнӑ ҫӗрсене сухалама пуҫланӑ вӑхӑтра, вӗсен колхозӗ те Кивӗ Пушҫӗрте ҫерем пусма шутларӗ.

В эти дни, когда по всему району начался подъем запущенных земель, их колхоз решил наконец взяться за Старую Пустошь.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санькӑпа Федя, кӑнтӑрлахи шӑрӑх вӑхӑтра, участокри ӗҫсем чарӑнсан, пӗр-пӗр сулхӑнрах вырӑн тупса, кӗнекисене уҫа-уҫа лараҫҫӗ.

В жаркий полдень, когда работа на участке прекращалась, Санька с Федей забирались куда-нибудь в тень и открывали книжки.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫак вӑхӑтра вырӑн ҫинчи Феня енчен енне ҫаврӑнчӗ, Никитка ыйӑх тӗлӗшпе шыв ыйтрӗ.

Но тут заворочалась в постели Феня, Никитка спросонья попросил пить.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катеринӑшӑн вара ывӑлӗ юлашки вӑхӑтра улшӑнни, ҫамрӑк пулин те шухӑша кайса ҫӳрени, пурте, пурте паллӑ пулчӗ.

И Катерине многое стало понятным, так вот почему сын так изменился за последнее время, стал не по годам серьезен…

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачисем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вӑл вӗсем тумӗ-юмӗсене пӑхма шутларӗ.

Потом решила, пока ребята спят, посмотреть их одежду.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашки вӑхӑтра Санька хӑй патне яхӑна та ямасть те.

К Саньке за последнее время и так не подступишься.

29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кутамккине мӑлатукпа калӑп чикнӗ вӑхӑтра пӳрте Никитка чупса кӗчӗ.

Только когда он засовывал в мешок молоток и колодки, в избу вбежал Никитка.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак вӑхӑтра уншӑн Федя Черкашин та, учитель пекех, ҫулҫӑ витӗр ун ҫинелле пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.

И тут ему показалось, что Федя Черкашин, так же как и учитель, старается высмотреть его среди листьев ивы.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Федя, сасӑ илтӗннӗ енне чупас тенӗ кӑна, ҫав вӑхӑтра сар кайӑк хурлӑхлӑн та вӑрӑммӑн юрласа янӑ.

Федя бросился было на шум, но тут до него донесся протяжный и грустный посвист иволги.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех