Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей Грицько сӗннипе пӗрене юхтарма ҫӗрлехи смена туни ҫинчен Кушнарева тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

И Сергей подробно рассказал Кушнареву о том, как, по предложению Грицька, была создана ночная смена.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Улттӑмӗш кунӗнче икӗ ту хушши шӑпах пулчӗ — савӑнӑҫлӑн ҫухрашни, кулни, шӳт туни пӗтрӗ, шыва ӳкекен пӗренесен сасси анчах илтӗнсе тӑрать.

На шестой день в ущелье стояла тишина — не было ни шуток, ни смеха, ни веселых выкриков, слышались только звуки падающих бревен.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗрене ҫӗре ахлатса ӳкрӗ те кӑшт кусса кайрӗ Варенькӑпа Глаша вӑкӑрсене ҫавӑтса пычӗҫ — мӑйрака сӳсменӗнчен урапа вырӑнне алӑ туни хулӑнӑш сӑнчӑр сӗтӗрӗнсе пырать.

Бревно со стоном упало на землю и немного откатилось, Варя и Глаша подвели быков — вместо дышла от ярма протянулась длинная, в руку толщиной, цепь.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун хыҫҫӑн пыракан лав ҫинче туллиех хӗрарӑм пулнӑ, вӗсем патне тинерех ҫеҫ Митька Кушнарев куҫса ларнӑ та, кунта вара хӗрӳ калаҫу, кулӑ, шӳт туни пӗр самантлӑха та шӑпланмасть.

На соседней подводе, где ехали одни женщины и куда недавно перебрался Митька Кушнарев, не умолкал веселый разговор, шутки и смех.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сире эпӗ кирлӗ, эпӗ кайса ҫӳрени, эпӗ ӗҫ туни — вӑл сире кирлӗ-и?

Я вам нужен, а то, куда я ездил и что сделал, — вас это не касается?

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗнтӗ вырӑнта ӗҫлӗр, мӗн-мӗн туни ҫинчен мана пӗлтерсех тӑр.

Так что ты теперь на месте форсируй дело и меня держи в курсе всего, что вы там будете проворачивать.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурте пӗлеҫҫӗ, Терентий Игнатьевичӑн килнӗ ҫынна хисеп туни ҫук, — жалобӑсем йӑтӑнса выртаҫҫӗ, кабинетӗнче те пӗр йӗркеллӗ диван ҫук, пӗр чипер кавир ҫук.

У Терентия Игнатьевича — это все знают — к посетителям нет должного уважения, жалобы маринуются, да и в кабинете не видно ни одного приличного дивана или ковра.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла туни питӗ тӗрӗс пулать тетӗп, — тесе Кондратьев тин кулса илчӗ.

Я думаю, это и будет самое правильное.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кунта шӳт туни вырӑнсӑр!

— Какие здесь могут быть шутки.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара йӑмӑкӗнчен ашшӗ мӗн туни ҫинчен ыйтрӗ.

Потом спросил сестру, что делает отец.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑнланса та илеймерӗ вӑл, те тӑлӑххӑн тӑракан анра ҫарӑк туни хӑй ачалӑхне аса илтерчӗ ӑна; те телейсӗр ҫамрӑк казак шӑпи ҫинчен юрланӑ юрӑ пӑсрӗ ун кӑмӑлне; е илӗртсе тӑракан шухӑ куҫлӑ Хуракуҫ хӗр пирки пӑшӑрханчӗ-и, — ҫук, ахальтен мар-тӑр вӑл ӑна шӑлтӑрти урапа ҫинче тӗл пулчӗ!

И он не мог понять, был ли тому причиной одиноко-печальный стебелек на крыше, навеявший воспоминания о детстве; а может быть, настроение испортила песня, оплакивавшая горькую судьбу молодого казака; или же всему виной была Смуглянка с ее озорно-ласковыми глазами, — нет, нет, видно, совсем не случайно он встретил ее на этом скрипучем возу!

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каллех, паҫӑрхин пек, пӳрт тӑрринче анра ҫарӑк курӑнса кайрӗ, уйӑх ҫутипе унӑн туни кӗмӗл туя пек курӑнать…

Снова, как и днем, увидел на гребне крыши стебелек сурепки — при свете луны он был похож на серебряную палочку…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хаклӑ ҫыннӑм, ӗҫне туни кирлех те мар вӑл, — ҫав-ҫавах вӑрттӑн каларӗ Рубцов-Емницкий.

— Дорогой мой, дело даже не в конкретной должности, — все с той же таинственностью продолжал Рубцов-Емницкий.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей приемнике епле туни, унпа вӑрҫӑра епле усӑ курни ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Сергей рассказывал, как устроен приемник, как используется радио на войне.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сире, паллах, эпӗ ҫавӑн пек туни тӗлӗнтерет пулас, анчах эпӗ ӑна ҫапла ӑнлантарса паратӑп: мана хам ку таранччен пурӑннӑ обстановка тертлентерсе ҫитерчӗ.

Вас, по всей вероятности, удивит принятое мною решение, но я объясняю его следующим образом: меня тяготила та обстановка, в которой приходилось вращаться.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

ӗнтӗркесе тӑракан шӑплӑха ут таврашӗсем чӑнкӑртатни, ӑнсӑртран йӗнер йӑрани ҫумне хӗҫ ҫапӑнса сас туни, ут чӗрнисем айӗнче чӑрӑш лӑссисем чӑштӑртатни кӑна хускантарать.

Дремная тишина прерывалась звяком конской сбруи, случайным стуком шашки о стремя, хрустом хвои под копытами лошадей.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Садсенче саралаҫҫӗ ҫулҫӑсем, сарӑ ҫулҫӑ туни тӗпӗсем хӗрелсе шупкаланаҫҫӗ, аякран пӑхсан, шӑлт суранланса таткаланса пӗтнӗ йывӑҫсем вилес умӗн юнӗсене юхтарса лараҫҫӗ, тейӗн.

В садах жирно желтел лист, от черенка наливался предсмертным багрянцем, и издали похоже было, что деревья — в рваных ранах и кровоточат рудой древесной кровью.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вахмистрсемпе офицерсем ырлаҫҫӗ ку йӗркене, вӗсем ҫапла туни казаксене хӑйсенчен аслисене, чин енчен ҫеҫ мар, ҫулӗ енчен те ытларах хисеплеме вӗрентет тесе шутлаҫҫӗ.

Вахмистры и офицеры поощряли такой порядок, считая, что этим внедряется в казака понятие о почитании старших не только по чину, но и по возрасту.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫаралса юлнӑ хӗвелҫаврӑнӑш туни евӗр курӑнакан вӑрӑм сӑнӑсем (пикӗсем) енчен-еннелле сулкаланаҫҫӗ.

Колыхались пики, похожие на оголенные подсолнечные будылья.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сывлӑшпа, хӗвелпе ҫӗкленет ҫӗре таптаса лӳчӗркенӗ тырӑ туни; малтан авӑнать, вӑй ҫитейми йывӑр ҫӗклесе лутӑрканнӑ ҫын манерлӗн, унтан тӳрленет, пуҫне ҫӗклет, вара яланхи пекех ӑна кун ҫути ҫутатать, яланхи пекех хумхантарать шухӑ ҫил…

От росы, от солнца поднимается втолоченный в землю стебель; сначала гнется, как человек, надорвавшийся непосильной тяжестью, потом прямится, поднимает голову, и так же светит ему день, и тот же качает ветер…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех