Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Тӑр, ҫӗрӗпе тархасла, хурал сехечӗ ҫитмессерен йӑлӑн; Ҫӳлхуҫамӑр сӑнӗ умӗнче пӗтӗм чунна шыв тӑкнӑ пек уҫса пар; кашни урам кӗтесӗнче выҫӑпа вилекен ачусен чунӗсемшӗн аллуна Ун еннелле тӑс.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсенӗн чӗри Ҫӳлхуҫана тархасласа йӗрет: эй Сион хӗрӗн хӳми! шыв юхнӑ пек чарӑнмасӑр, кунӗн-ҫӗрӗн куҫҫулӗ юхтар, хӑвна канӑҫ ан пар, куҫ хупмасӑр сӑнаса тӑр.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑншӑн йӗретӗп те эпӗ; куҫӑмран, манӑн куҫӑмран, шыв юхнӑ пек, куҫҫулӗ юхать, чунӑма хал кӳрсе лӑплантараканӑм манран аякра; манӑн ачамсене тустарса пӗтернӗ, мӗншӗн тесен тӑшман ҫиеле тухрӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Лешӗсем хула варрине ҫитсенех Нафания ывӑлӗпе Исмаилпа унӑн ҫыннисем вӗсене вӗлерсе тухнӑ та виллисене шыв тытмалли шӑтӑка пӑрахнӑ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ ӗшеннисене Эпӗ шыв ӗҫтерӗп, халтан кайнисене ҫӑкӑр ҫитерӗп.25. Ибо Я напою душу утомленную и насыщу всякую душу скорбящую.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа пророксем ҫинчен ҫапла калать: Эпӗ вӗсене армути ҫитерӗп, ват хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп: ӗнтӗ Иерусалим пророкӗсене пула ҫӗр ирсӗрленчӗ.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл шыв хӗррине лартнӑ, тымарне юхӑм еннелле янӑ йывӑҫ пек пулӗ; вӑл шӑрӑхран хӑрамасть, ҫӑра ҫулҫӑллӑ вӑл, типӗ ҫул килесрен те шикленмест, ҫимӗҫ пама та пӑрахмасть.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ маншӑн ултавлӑ ҫӑлкуҫ пек, шанчӑксӑр шыв пек пулӑн-и вара?Неужели Ты будешь для меня как бы обманчивым источником, неверною водою?
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Васкаччӑр вӗсем, пирӗншӗн хӳхлеме пуҫлаччӑр, пирӗн куҫран куҫҫуль юхтӑр, куҫ хупанкинчен шыв пек тӑкӑнтӑр.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ панӑ саккуна, хӑвӑра панӑ саккуна, пӑрахнӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, ӑна уяса пурӑнманшӑн, 14. хӑйсен ашшӗсем вӗрентсе хӑварнӑ пек, тӳрккесленсех хӑйсен еккипе Ваалсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн 15. Эпӗ вӗсене, ҫак халӑха, армути ҫитерӗп те ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри; 16. вӗсене хӑйсем те, хӑйсен ашшӗсем те пӗлмен халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп та хыҫҫӑн хӗҫ ярса тӗппипе пӗтерсе тӑкӑп.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. «Мӗн туса ларатпӑр эпир? пуҫтарӑнӑр та — тӗреклӗлетнӗ хуласене каяр, ҫавӑнта вилер; ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ пире вилме палӑртса хунӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Вӑл пире ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерет».
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӑлкуҫӗнчен шыв тапса тӑнӑ пек, ҫак хуларан усал ӗҫ палкаса тухать: унта пусмӑрпа вӑрӑ-хурах сасси илтӗнсе тӑрать, Ман куҫӑм умӗнче яланах ӳпкев те суран.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Раава эсӗ пӗтерменччӗ-и, шыв хӑратмӑшне эсӗ тӗп туманччӗ-и?
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Эпӗ хӑтӑрса илнипех тинӗсе типӗтетӗп, юханшывсенчен пушхир тӑватӑп; вара пулӑсем шыв ҫитменнипе ҫӗреҫҫӗ, типпе юлса вилеҫҫӗ.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тимӗрҫӗ тимӗртен пуртӑ тӑвать, кӑмрӑкпа ӗҫлет, ҫапкӑчпа туптаса пуртӑ ӑсталать, ӑна туса ҫитересехчӗ тесе вара вӑйлӑ аллипе выҫса ҫитичченех, халран кайичченех ӗҫлет, шыв та ӗҫмест, ӗнтӗ йӑшсах ҫитет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара курӑксем хушшинче шыв хӗрринчи хӑва пек ӳсӗҫ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа — сана пултарнӑ, сана пӑхса ӳстернӗ, сана аннӳ варӗнче чухнех пулӑшса тӑракан Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ савнӑ [Израиль], ан хӑра: 3. Эпӗ ӗҫессишӗн антӑхаканӗ ҫине шыв, типсе хӑрӑннийӗ ҫине юхӑм тӑкӑп; санӑн йӑху ҫине Хамӑн сывлӑшӑма, санӑн ӑрӑву-тӑхӑму ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хирӗн тискер кайӑкӗсем, шакалсемпе страуссем мухтавлӗҫ Мана, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пушхирсене шыв ярӑп, Хамӑн суйласа илнӗ халӑхӑма ӗҫтермешкӗн типӗ ҫеҫенхирте юханшывсем уҫӑп.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Ҫӳлхуҫа — тинӗс урлӑ ҫул уҫнӑ, кӑра шыв ҫийӗн сукмак хывнӑ, ҫар ураписемпе утсене, ҫар эшкерӗпе вӑй-хӑвата илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: пурте пӗрле ӳкрӗҫ, тӑраймарӗҫ; ҫунайми пулчӗҫ, хӑйӑ пек сӳнчӗҫ.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Чурусем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех, хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, чи ҫӳллӗ вырӑнне, ытарайми йывӑҫ пахчине, ҫитсе кӗтӗм; 25. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, шыв ӗҫрӗм; хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.