Шырав
Шырав ĕçĕ:
Геннадий Леонидович, Раҫҫей Федерацийӗн Халӑх вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, чун киленӗҫӗпе хӑйӗн тулли аташне — Раҫҫейри паллӑ режиссера, сценариста Геннадий Леонидович Васильева — ҫывӑх: ӳнер тӗнчине, сцена ҫинчи хайлавсене ҫав тери юратать.
Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Пӗрлешнӗ кунранпах ҫав тери туслӑ пурӑнатпӑр ҫак ҫемьепе /хушамат пӗр пулсан та тӑвансем мар эпир/.
Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Вӑл партишӗн аграри политики ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварчӗ.
Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑхлатасси тата социаллӑ инфраструктура объекчӗсем патне транспортпа ҫитме май туса парасси ҫав тери пӗлтерӗшлӗ.
Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Ҫав тери хытӑ чӗтренчӗ!
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӑвӑрах шухӑшласа илӗр: Моисей саккунне пӑсакан ҫынна — унӑн айӑпне икӗ е виҫӗ кӳнтелен кӑтартса парсассӑн — пӗр хӗрхенмесӗр вӗлереҫҫӗ пулсан, 29. Турӑ Ывӑлне хисепе хуман ҫын, ҫӗнӗ халал Юнне — хӑйне тасатнӑ Юна — нимӗн вырӑнне хуман ҫын, тивлет паракан Сывлӑша хурлакан ҫын мӗн тери йывӑр асап курма тивӗҫлӗ!
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ангелсем урлӑ пӗлтернӗ сӑмах хӑватлӑ пулнӑ пулсан, ӑна итлемесӗр-тумасӑр хӑварнӑшӑн ялан тивӗҫлипе тавӑрнӑ пулсан, 3. ҫав тери пысӑк ырӑлӑхшӑн — аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн — тӑрӑшмасан, эпир епле хӑтӑлса юлӑпӑр?
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хамӑн кӗллӗмсенче яланах, — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, — сана аса илнӗ чухне Турра тав тӑватӑп, эпӗ Ӑна, аттемӗрсем пек, таса чун-чӗререн ӗҫлесе тӑратӑп, 4. санӑн куҫҫульне аса илетӗп те — манӑн ҫав тери сана курас килет, вара темӗн тӗрлӗ савӑнӑттӑм.
2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мана — чи ҫылӑхлӑ ҫынна — каҫарса, Иисус Христос Хӑй мӗн тери вӑрах тӳсӗмлӗ пулнине кӑтартса пачӗ, ку ӗнтӗ Хӑйне ӗненес, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ тупас ҫынсене тӗслӗх кӑтартниех пулнӑ.
1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл ҫав тери сире курасшӑнччӗ; хӑй чирли ҫинчен сирӗн пата хыпар ҫитнӗшӗн те питӗ хуйхӑрчӗ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри, мухтавлӑ Атте Турӑ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан, пӗлекен тӑвакан Сывлӑшне патӑрччӗ; 18. сирӗн чӗрӗр куҫне уҫинччӗ, эсир вара Вӑл хӑвӑра мӗнле шанчӑк патне чӗннине, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисем валли хатӗрленӗ ҫав ырӑлӑх мӗн тери тулӑххине 19. тата пирӗнте — Унӑн пурне те тытса тӑракан вӑйӗ пулӑшнипе ӗненсе тӑракансенче — Унӑн хӑвачӗ тем тӗрлӗ аслине пӗлсе тӑракан пулинччӗҫ тесе кӗлтӑватӑп.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чулсем ҫине ҫырнӑ вилӗм кӳрекен саспаллисемшӗн ӗҫлениех ҫав тери мухтавлӑ пулнӑ пулсассӑн, ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем мухтав ҫутипе — иртсе каяс мухтавпа — ялтӑртатса тӑракан Моисей сӑнӗ ҫине пӑхма та пултарайман пулсассӑн, 8. Сывлӑшшӑн ӗҫлени вара тата ытларах мухтавлӑ пулмалла мар-и?
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ сирӗн пата питӗ хурланса, чунӑм тӑвӑрланса ҫитнипе темӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхтарса ҫырса ятӑм, сире кулянтарас тесе мар, сире хам мӗн тери юратнине пӗлтересшӗн ҫыртӑм.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Апла ҫеҫ мар-ха, ӳт-пӗвӗн чи вӑйсӑртарах пек туйӑнакан пайӗсем ҫав тери кирлӗ; 23. хамӑрӑн хисеплех мар пайсене эпир ытларах та хисеплетпӗр; 24. хамӑрӑн илемсӗр пайсемшӗн ытларах тӑрӑшатпӑр; илемлисене апла туни кирлӗ мар.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Курӑр-ха, Атте Турӑ пире мӗн тери юратать: пире Турӑ ачисем тесе ят панӑ, эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем.1. Смотрите, какую любовь дал нам Отец, чтобы нам называться и быть детьми Божиими.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11-12. Ҫакӑ пӗтӗмпе ҫапла пӗтмелле пулсассӑн, сирӗн, Турӑ килес Куна кӗтсе ӗмӗтленсе тӑракансенӗн, Турра парӑнса мӗн тери таса пурӑнас пулать! ҫав Кун ялкӑшса ҫунакан тӳпе ишӗлсе анӗ, вут хыпнӑ тӗп пайӑрӑмсем шӑранса пӗтӗҫ.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫав тери хӑватлӑланса, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑхӑт ҫитсен Иисус ҫиме ларнӑ, Унпа пӗрле вуникӗ апостолӗ те ларнӑ, 15. Вӑл вӗсене каланӑ: Эпӗ ҫак пасхӑна Хамӑн асапӑм ҫитиччен ҫав тери сирӗнпе пӗрле ларса ҫиесшӗнччӗ; 16. калатӑп сире: вӑл Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитиччен Эпӗ ӗнтӗ ӑна урӑх ҫимӗп, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сасартӑк вӗсен умне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ; вӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ.9. Вдруг предстал им Ангел Господень, и слава Господня осияла их; и убоялись страхом великим.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Кӳршисемпе тӑванӗсем, Ҫӳлхуҫа ӑна ҫав тери пысӑк ырӑлӑх кӑтартни ҫинчен илтсен, унпа пӗрле савӑннӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.