Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен кӗҫӗн хӗрӗ чӑтайман — кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ та эх! тустарнӑ та тустарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Юрать, кӗҫӗн хӗрӗ юнашар пулнӑ.

Хорошо, что младшая дочь оказалась рядом.

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Хамӑр ялти Александр Лазаревичӑн чи кӗҫӗн хӗрне — кӑвак куҫлӑ Зояна, Укахвин йӑмӑкне, самай вӑхӑт хушши юратса пурӑннӑскере – качча илчӗ.

Женился на младшей дочери односельчанина Александра Лазаревича - голубоглазой Зое, сестренке Агафьи, любившего долгие годы.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Валентинӑн кӗҫӗн йӑмӑкӗ — Улька — Шупашкарта артисткӑна вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Энтрипе Евтук кӗҫӗн арҫын ачине, Валяна, ытти ачисемпе пӗр тан таса чунлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ пулма, ӗҫе, аслисене, ҫӗршыва хисеплеме вӗрентсе ӳстерни пӗр самантрах супӑнь хӑмпи пек сирпӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

9 мӑнукӗпе, 7 кӗҫӗн мӑнукӗпе тата кӗҫӗн-кӗҫӗн мӑнукӗпе куҫ тулли савӑнать.

9 внуками, 7 правнуками и праправнуками не нарадуется.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Эпир кашни ачана хисеплесе, унӑн пултарулӑхӗсене палӑртса кӗҫӗн классенченех аталантарма тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Чӑн та, кӗҫӗн класра вӗренекен ачасемпе ҫӑмӑлах пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Манӑн ҫырас ӑсталӑх кӗҫӗн класра вӗреннӗ чухнех палӑрма пуҫланӑччӗ.

Моя писательская способность начала проявляться в начальных классах.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Аня — Фроловсен чи кӗҫӗн ачи.

Аня - самая младшая у Фроловых.

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче кӗҫӗн командирсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Нумаях пулмасть кӗҫӗн хӗрӗ Надя йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлчӗ.

Недавно младшая дочь Надя из-за тяжёлой болезни ушла из жизни.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

«Пасар, Байдуков, Бассейн, Белинский, Дзержинский – мӑшӑр енри ҫуртсем, мӑшӑр мар ен 1 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 21 №-лӗ ҫурт таран, И.С. Тукташ, Карл Маркс – мӑшӑр мар енри ҫуртсем, Колхоз, Воробьев композиторсен, Коопераци – мӑшӑр мар ен 1 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 3 №-лӗ ҫурт таран, мӑшӑр ен 2 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 6 №-лӗ ҫурт таран, Тимӗрҫӗ, Ленинград – мӑшӑр ен 2 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 26 №-лӗ ҫурт таран, мӑшӑр мар ен1 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 29 №-лӗ ҫурт таран,Кӗҫӗн Ярославль, Маяковский, Николай Смирнов, Пионер, Пушкин, Харьков, Чапаев – мӑшӑр мар ен 1 №-лӗ ҫуртран 13 №-лӗ ҫурт таран, мӑшӑр ен 2 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 8№1 №-лӗ ҫурт таран, Чапаев 1-мӗш, Электрозавод, Энгельс – мӑшӑр енри ҫуртсем, Ярославль.»;

"Базарная, Байдукова, Бассейная, Белинского, Дзержинского – дома четной стороны, нечетная сторона с дома № 1 по № 21, И.С. Тукташа, Карла Маркса – дома нечетной стороны, Колхозная, Композиторов Воробьевых, Кооперативная – нечетная сторона с дома № 1 по № 3, четная сторона с дома № 2 по № 6, Кузнечная, Ленинградская – четная сторона с дома № 2 по № 26, нечетная сторона с дома № 1 по № 29, Мало-Ярославская, Маяковского, Николая Смирнова, Пионерская, Пушкина, Харьковская, Чапаева – нечетная сторона с дома № 1 по № 13, четная сторона с дома № 2 по № 8/1, Чапаева 1-я, Электрозаводская, Энгельса – дома четной стороны, Ярославская.";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

г) «Муниципалитет службинчи кӗҫӗн должноҫсене йышӑнма лартакан квалификаци требованийӗсем» V сыпӑкӑн иккӗмӗш абзацӗнче «(патшалӑх службин)» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

д) в абзаце втором раздела V "Квалификационные требования, предъявляемые для замещения младших должностей муниципальной службы" слова "(государственной службы)" исключить;

Чӑваш Республикин "Чӑваш республикинчи муниципалитет служби ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Малтанах чӗмсӗрччӗ, ерипен кӑмӑлӗ уҫӑлса пырать. Класри ачасемпе унти мероприятисене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ», – кӗҫӗн ачасен ӳсӗмӗсем пирки каласа пачӗ Вячеслав Степанов.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

1943 ҫулхи сентябрьте курса вӗренсе пӗтерсен кӗҫӗн лейтенант звани парса малалла ҫапӑҫма иккӗмӗш Прибалтика фронтне направлени параҫҫӗ.

В сентябре 1943 года завершив учебу на курсах с присвоением звание младшего лейтенанта, дают направление для дальнейшего сражения во второй Прибалтийский фронт.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Госпитальте сывалнӑ хыҫҫӑн ӑна кӗҫӗн офицерсем хатӗрлекен курса вӗренме яраҫҫӗ.

После лечения в госпитале его отправляют на курсы по подготовке младших офицеров.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Кунта 45 ҫул ӗҫлесе тарӑн йӗр хӑварнӑ, кӗҫӗн класри ачасене вӗрентнӗ Иван Павлович Федотов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ.

Здесь отметили 100 лет со дня рождения учителя начальных классов Ивана Павловича Федотова, оставившего глубокий след проработав 45 лет.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Кӗҫӗн класра вӗреннӗ чухне хӗл кунӗсенче киле саланас умӗн пире, шӑпӑрлансене, шӑнса ан чирлеччӗр тесе Клара Борисовна тумтирӗн ҫӳлти тӳмисене тӳмелесе яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ каҫ асра юлӗ // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Асӑннӑ конкурсра район чысне муниципаллӑ тапхӑр ҫӗнтерӳҫисем, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи Евграфовсен ҫемйи хӳтӗленӗ.

В упомянутом конкурсе честь района защищала победитель муниципального тура семья Евграфовых из Старочелны-Сюрбеево.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех