Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим енне хӗрхенекен кӑмӑлпа ҫаврӑнатӑп; унта Манӑн Ҫуртӑм ӳссе ларӗ, ҫӗр виҫмелли вӗрен Иерусалим тӑрӑх тӑсӑлса выртӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑрӑн аҫӑрсем пек ан пулӑр, ун чухнехи пророксем вӗсене: «Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: усал ҫулӑрсенчен, усал ӗҫӗрсенчен пӑрӑнӑр» тесе тархасланӑ пулин те, вӗсем итлемерӗҫ, Мана тӑнламарӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑ кун, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана, Зоровавель, Салафиил ывӑлӗ, Манӑн чурам, тет Ҫӳлхуҫа, Хам патӑма илӗп, сана пичет пек усрӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ сирӗн тыррӑр-пуллӑра ӑрша ярса тата шурӑхтарса пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн аллӑрсем тунӑ пӗтӗм ӗҫе пӑр ҫаптарса пӗтерсе пытӑм; анчах эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫак юлашки Ҫуртӑн чапӗ унчченхин чапӗнчен пысӑкрах пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫак вырӑнта Эпӗ канӑҫлӑх парӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Манӑн кӗмӗлӗм, Манӑн ылтӑнӑм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр хут, — ӗнтӗ ҫакӑ часах пулӗ, — Эпӗ тӳпепе ҫӗре, тинӗспе типҫӗре кисрентерӗп, 7. пур халӑха та кисрентерӗп, вара пур халӑх та Кӗтекенни килӗ, ҫак Ҫурта вара мухтавлӑхпа тултарӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах хӑюллӑ пул паян, Зоровавель, тет Ҫӳлхуҫа, хӑюллӑ пул, Иисус — Иоседек ывӑлӗ, аслӑ иерей! хӑюллӑ пул, ҫӗршыври пӗтӗм халӑх, ӗҫӗрсене тӑвӑр: Эпӗ сирӗнпе, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн чухне Аггей, Ҫӳлхуҫа хыпарҫи, Ҫӳлхуҫа янӑскер, халӑха каланӑ: Ҫӳлхуҫа «Эпӗ сирӗнпе!» тет, тенӗ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Нумая кӗтетӗр те — сахал тухать; килӗрсене мӗн илсе килнине те Эпӗ сапаласа ярӑп. — Мӗншӗн-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Хамӑн Ҫуртӑмшӑн, вӑл юхӑнса ларать, эсир вара кашниех хӑвӑр ҫуртӑр патне васкатӑр.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ту ҫине хӑпарӑр та йывӑҫ йӑтӑр, Турӑ Ҫурчӗ тӑвӑр; Эпӗ ӑна кӑмӑл туса тӑрӑп та мухтава тухӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, улттӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна пӑхса тӑракана — тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — Аггей пророк урлӑ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: ҫак халӑх акӑ мӗн калать: «вӑхӑт ҫитмен-ха, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тумалли вӑхӑт мар-ха» тет, тенӗ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑн чухне сире илсе килӗп те ҫавӑн чухнех пӗр ҫӗре пуҫтарӑп: сире хӑвӑр куҫӑр умӗнчех тыткӑнран илсе килсессӗн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх хушшинче сире хисеплӗ те ятлӑ-сумлӑ тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫамӑр.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫапла ӗнтӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ пӗтерме тытӑнас кунччен кӗтӗр Мана: Эпӗ халӑхсене пухма, патшалӑхсене чӗнме палӑртса хутӑм — Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑма, Хамӑн ҫиллӗмӗн пӗтӗм хаярлӑхне ярӑп; пӗтӗм ҫӗр Манӑн кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунса кайӗ.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ пур! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри: Моав Содом пекех пулӗ, Аммон ывӑлӗсене те, Гоморра пек, вӗлтӗрен пусӗ, вӗсем тӑвар лакӑмӗ пулӗҫ, ӗмӗрлӗхе пушхир пулса юлӗҫ; Манӑн йӑлкӑм вӗсене тупӑш вырӑнне илӗ, Манӑн ҫыннӑмсенчен чӗрӗ юлнисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑма пуҫлӗҫ.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Пулӑ хапхи умӗнче ҫухӑрни, ытти хапхасем умӗнче ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрӗ, сӑртсем хӑрушшӑн ишӗле-ишӗле анӗҫ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа: 3. ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗтерсе тӑкӑп, вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, йӗркесӗр пурӑнакансемпе ултава та пӗтерсе тӑкӑп; ҫынсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пӑхӑнман халӑхсене ҫиллӗмпе, тарӑхса тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.15. И совершу в гневе и негодовании мщение над народами, которые будут непослушны.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.