Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Вара хӑватлӑран хӑватлӑ патша ҫӗкленӗ, вӑл анлӑ ҫӗрсене ярса илӗ те мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах чӗри мӑнаҫлӑланса кайсассӑн, кӑмӑлӗ чӑрсӑрланмаллах хытса ҫитсессӗн, ӑна патшаран сирпӗтнӗ, чысӗ-мухтавӗсӗр тӑратса хӑварнӑ; 21. ӑна ӗнтӗ этем ывӑлӗсенчен уйӑрнӑ, унӑн ӑсӗ-тӑнӗ тискер кайӑкӑнни пек пулса кайнӑ; вӑл хир ашакӗсемпе пӗрле пурӑннӑ; ӑна, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарнӑ, унӑн ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ — этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл патшалӑха кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса иличчен ҫапла пурӑннӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — нимӗн те мар; тӳпери вӑйсем хушшинче те, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хушшинче те Вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша каласа та пӗтереймен-ха, тӳперен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Навуходоносор патша, итле! эсӗ патшалӑхусӑр тӑрса юлтӑн. 29. Сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарӗҫ. Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн!» 30. Ҫапла калани Навуходоносора ҫийӗнчех ҫитнӗ: ӑна ҫынсенчен уйӑрнӑ; выльӑх пек, курӑк ҫинӗ вӑл; ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ, ӗнтӗ ҫӳҫӗ-пуҫӗ арӑсланӑнни пекех, чӗрнисем вӗҫен кайӑкӑнни пекех ӳссе кайнӑ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те 11. хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр; 12. анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр. 13. Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ. 14. Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫак ҫӗр — эсир шӑпа ярса Израиль йӑхӗсене валеҫсе памалли ҫӗр, ҫакӑ вӗсен пайӗсем, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ют ҫын хӑш йӑхра пурӑнать, ӑна ҫавӑнта еткерлӗх ҫӗр парӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.23. В котором колене живет иноземец, в том и дайте ему наследие его, говорит Господь Бог.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аслӑ пуҫлӑх халӑхӑн еткер ҫӗрӗнчен, ҫынсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӗссе кӑларса, касса илме пултараймасть; вӑл хӑйӗн ачисене хӑй ҫӗрӗнчен ҫеҫ уйӑрса пама пултарать, ҫапла вара Ман халӑхӑм хушшинчен никама та хӑй ҫӗрӗнчен хӑваласа ярасси пулмӗ, тет.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: аслӑ пуҫлӑх хӑй ывӑлӗнчен хӑшне те пулин ҫӗр уйӑрса парас пулсан, ҫакӑ ҫав ывӑлӗн ывӑлӗсен еткерлӗхӗ те пулмалла; ҫак ҫӗр ӗмӗрлӗхе вӗсен еткер ҫӗрӗ пулмалла, тет.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аслӑ пуҫлӑха сирӗн акӑ мӗнле хырҫӑ парса тӑмалла: пӗр хомер тулӑран ефан улттӑмӗш пайне, пӗр хомер урпаран ефан улттӑмӗш пайне парас пулать; 14. йывӑҫ ҫӑвӗ памалли йӗрке: пӗр кор чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗнчен батӑн вуннӑмӗш пайне памалла; вунӑ бат пӗр хомер пулать, мӗншӗн тесен пӗр хомерта вунӑ бат шутланать; 15. Израилӗн тулӑх кӗтӳлӗхӗнче ҫӳрекен икҫӗр пуҫ сурӑх кӗтӗвӗнчен пӗр сурӑх памалла: ҫакӑ пурте — тырӑ-пулӑ парни валли, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни валли, ку сире тасатма пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Израиль пуҫлӑхӗсем, ҫитӗ ӗнтӗ сире! кӳрентерме, пусмӑрлама пӑрахӑр, тӗрӗс сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, Манӑн халӑхӑма хӑй ҫӗрӗнчен хӗстерсе кӑларма чарӑнӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сӑваплӑ пӳлӗме кӗлӗ тума, шалти картишне сӑваплӑ пӳлӗм патне кӗмелли кун ҫитсессӗн, унӑн ҫылӑх парни кӳрес пулать, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Левий йӑхӗнчи священниксем вара, Садок ывӑлӗсем, Израиль ывӑлӗсем Манран уйӑрӑлса кайнӑ вӑхӑтра пӗрмай Манӑн Сӑваплӑ вырӑнӑма сыхларӗҫ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Мана ӗҫлесе тӑмашкӑн, Ман патӑма ҫавсем ҫывӑхарӗҫ, Мана ҫупа юн памашкӑн, ҫавсем Ман умӑмра тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем йӗрӗхсене иленнӗ халӑха ӗҫлесе тӑчӗҫ, Израиль килне йӗркесӗрлӗх енне илӗртрӗҫ, ҫакӑншӑн Эпӗ вӗсем ҫине аллӑма ҫӗклерӗм, ӗнтӗ вӗсене хӑйсен айӑпӗшӗн хаса ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; 13. вӗсем Ман патӑма ҫывӑхараймӗҫ, апла Ман умӑмра кӗлӗ тӑваймӗҫ, Манӑн сӑваплӑ япаламсем патне, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пыраймӗҫ, хӑйсен намӑсне, хӑйсем тунӑ йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене хӑйсемех йӑтӗҫ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫав ҫичӗ кун иртсен, саккӑрмӗш кунне тата малашне те, священниксем сирӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисене парне сӗтелӗ ҫине ҫӗклесе хурӗҫ; Эпӗ сирӗншӗн ырӑлӑхлӑ пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Левий йӑхӗн Садок ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксене, Мана ӗҫлесе тӑма Ман патӑма ҫывӑхаракансене, ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру пар, тет Ҫӳлхуҫа.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсене халӑхсем хушшине сапаланӑ хыҫҫӑн каллех хӑйсен ҫӗрне пӗрле пухсассӑн, вӗсене унтан пӗр ҫын юлмиччен илсе килсессӗн, вӗсем Эпӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ; 29. ӗнтӗ урӑх вӗсенчен Хамӑн сӑнӑма пытармӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль килӗ ҫине Хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ман сӗтелӗм хушшинче утсемпе те юланутҫӑсемпе, вӑйпитти арсемпе те тӗрлӗ ҫар ҫыннисемпе тӑранӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑка, хирти пӗтӗм тискер кайӑка кала: пуҫтарӑнӑр та кайӑр, Манӑн парнем патне, Израиль тӑвӗсем ҫинчи аслӑ парне патне, пур енчен те пухӑнӑр, Эпӗ ӑна сирӗн валли пусӑп; эсир аш ҫийӗр, юн ӗҫӗр.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.