Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Аммон ывӑлӗсен шӑпине улшӑнтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.6. Но после того Я возвращу плен сыновей Аммоновых, говорит Господь.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ Эпӗ сан ҫине мӗнпур тавраран хӑрушлӑх ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Турӑ, сире хӑваласа ярӗҫ, сапаласа ярӗҫ, сире, ҫапкаланчӑксене, кайран никам та пуҫтараймӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ ӗнтӗ аммонсен хулинче, Раввӑра, ҫапӑҫу шӑв-шавӗ кӗрле пуҫларӗ, тет Ҫӳлхуҫа; вӑл ишӗлчӗк купи пулса юлӗ, ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем вутра ҫунса кайӗҫ, Израиль вара хӑйӗнпе кам хуҫаланнӑ, ҫавсемпе хуҫаланӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Анчах пулас кунсенче Эпӗ Моав шӑпине улшӑнтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.47. Но в последние дни возвращу плен Моава, говорит Господь.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Хӑрушлӑхран тараканни шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканни мӑйкӑча ҫакланӗ: Эпӗ Моав ҫине тавӑру ҫулталӑкне ҫитерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Сан валли, Моав ҫынни, — хӑрушлӑх, тарӑн шӑтӑк та мӑйкӑч, тет Ҫӳлхуҫа.43. Ужас и яма и петля - для тебя, житель Моава, сказал Господь.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Моаври мӗнпур ҫурт тӑрринче, унӑн урамӗсенче пӗтӗм халӑх йӗни илтӗнет: Эпӗ Моава юрӑхсӑр савӑт пек аркатса тӑкрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Моавӑн тӳпем вырӑнӗсенче парне кӳрекенсене, унӑн туррисене тӗтӗрекенсене пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.35. Истреблю у Моава, говорит Господь, приносящих жертвы на высотах и кадящих богам его.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ ун чарусӑрлӑхне пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, ку вӑл — шанчӑксӑр япала; унӑн сӑмахӗсем пушӑ: апла тумаҫҫӗ.30. Знаю Я дерзость его, говорит Господь, но это ненадежно; пустые слова его: не так сделают.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Моав мӑйракине касса пӑрахнӑ, унӑн вӑйӗ пӗтсе ларнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.25. Отсечен рог Моава, и мышца его сокрушена, говорит Господь.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моав пушанса юлчӗ, унӑн хулисем ҫунаҫҫӗ, чи лайӑх ҫамрӑкӗсене тураса тӑкрӗҫ, тет Патша, Унӑн ячӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ан хӑра, Иаков чурам: Эпӗ — санпа пӗрле; Эпӗ сана халӑхсем хушшине сапаласа янӑччӗ, ҫав халӑхсене пӗтӗмпех пӗтерӗп, сана пӗтермӗп, анчах сана тивӗҫлипе хаса кӑтартӑп; хаса кӑтартмасӑр хӑвармӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Но хулинчи Аммон патне, фараон патне, Египета тата унӑн туррисемпе патшисем патне, фараона шанса тӑракансем патне пырса пӑхӑп та 26. вӗсене хӑйсенӗн чунне шыракансен аллине, Вавилон патшин Навуходоносорӑн тата унӑн чурисен аллине парӑп; анчах та кайран Египет унчченхи пекех пурӑнма пуҫлӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Египет ҫӗлен пек чашкӑрать; тӑшманӗсем ҫарпа килеҫҫӗ, вӑрман касакансем пек, пуртӑсемпе килеҫҫӗ; 23. унӑн вӑрманне, чӑтлӑх вӑрмана, касса тӑкрӗҫ; вӗсем хӗрлӗ шӑрчӑкран та нумайрах, вӗсенӗн имӗ-сумӗ те ҫук, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ пур, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа ятлӑ Патша: чӑнах, сирӗн пата килекенӗ — тусем хушшинчи Фавор пек, тинӗс хӗрринчи Кармил пек.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, каялла тараҫҫӗ, паттӑррисем те пӗтрӗҫ, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тараҫҫӗ, пурин те сехри хӑпнӑ! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ вара хӑвна валли шутсӑр нумай ыйтатӑн; ан ыйт, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пур этем ҫине те хӗн-асап ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, санӑн чунна вара ху ӑҫта кайсассӑн та чӗрӗ хӑварӑп, ку сана тупӑшу вырӑнне пулӗ.
Иер 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне тимлесе итлӗр: Эпӗ Хамӑн аслӑ ятӑмпа тупа турӑм, тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те Ман ятӑма асӑнакан пӗр иудей те пулмӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те: «Ҫӳлхуҫа Турӑ чӗрӗ!» тесе калаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сире, Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа: «Египета ан кайӑр» тет; эпӗ паян хӑвӑра асӑрхаттарнине лайӑх пӗлсе тӑрӑр — 20. эсир хӑвӑра хӑвӑр ҫылӑха кӗртрӗр: эсир мана Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр патне ҫапла каласа ятӑр: «пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӗлту, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр мӗн каланине пурне те пире пӗлтер, эпир Вӑл каланине тӑвӑпӑр» терӗр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑвӑр хӑраса тӑракан Вавилон патшинчен ан хӑрӑр; унран ан шикленӗр — сире ун аллинчен хӑтармашкӑн Эпӗ сирӗнпе пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.