Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районти (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑра ӗҫ пуҫаракансене грант формипе хресченпе фермер хуҫалӑхне йӗркелеме, аталан- тарма патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме тытӑн-нӑранпа, 2012 ҫултанпа, районти пилӗк фермер пӗрер миллион тенкӗ илме тивӗҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫемье кунне халалланӑ уявра Толстовсем Пенси фончӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫин Алина Ежеева аллинчен амӑшӗн капиталӗн сертификатне тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Майӑн 13-мӗшӗнче районти ЗАГС пайӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.

13 мая в отделе ЗАГСа проло радостное мероприятие посвящённое Всемирному дню семьи.

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Савастьяновсем пӗр вӑхӑт пирӗн районти больницӑра та ӗҫленӗ: 1998-2000 ҫулсенче Сергей Николаевич - хирургра, 1995-2000 ҫулсенче Лариса Гурьевна - фтизиатрта.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

2013 ҫултанпа Эльза Валерьевна Сидорова (Костякова) районти поликлиникӑн заведующийӗнче тӑрӑшать, Татьяна Валерьевна Костякова Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче стоматологи ка-федринче тата тӗп хулари 3 № поликлиникӑра ачасен шӑл тухтӑрӗнче тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ӗҫ династийӗсен 12-мӗш слетне 26 династи хутшӑнчӗ, вӗсен йышӗнче пирӗн районти Кчетковсен ҫемйи те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Халӗ районти райпо тата ветерансен совечӗсен членӗ, «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн ӑста юрӑҫи.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пӗр вӑхӑт халӑх контролӗн районти комитечӗн председателӗнче вӑй хурать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене епле пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслес, пушарсен сиенӗ пирки асӑрхаттарас тӗллевпе районти патшалӑх надзор уйрӑмӗн начальникӗ Димитрий Кузьмин, 31-мӗш пушар чаҫӗн ертӳҫи Сергей Алексеев ҫак кунсенче ача сачӗсенче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кун йышши лагерьсем районти кашни шкултах пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Районти кӑтартусемпе Зоя Леонидовна паллаштарчӗ – ӗнерхи кун тӗлне районти пушарсен шучӗ 26-а ҫитнӗ, вӗсенче 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр урлӑ ҫул ҫитмен 401 ачана ӗҫпе тивӗҫтерме планланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кредит илес йӗркепе вулакансене ӑнлантарса пама «Россельхозбанк» акционерсен обществин пирӗн районти хушма офисӗн управляющинчен А.МАКСИМОВАРАН ыйтрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫак ятпа вӗсене районти ЗАГСра чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

50 ҫул — паллӑ ҫул // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Маларах палӑртнӑ кун кӑҫал шкул пӗтерекенсем районти пур ялтан центрти пӗр-пӗр шкула е культура ҫуртне пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме кӑмӑл тунисен йышӗнче - районти парти организацийӗн ҫур йышӗ, ҫӗр-ҫӗр комсомолец.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ӑна уҫма вӑрҫӑ ветеранӗн ывӑлне Василий Прохорова, районти «Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурс ҫӗнтерӳҫине Елена Светопольскаяна, вӑрҫӑ участникӗн тӑлӑх арӑмне Серафима Смирновӑна шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Майӑн 8-мӗшӗнче районти кашни ялтах Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ митингсем иртнӗ.

8 мая на территории района прошли торжественные митинги, посвященные 71 годовщине Победы в Великой Отечественной войне.

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Районти ҫутӗҫ пайӗпе комсомол райкомӗ пулӑшнипе шкул ачи Хура тинӗс хӗрринчи «Артек» лагерьте сипленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех