Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Патша вара пулни-иртнине ҫырса пыракана Рафима, Веелтефма, Самеллий ҫыруҫӑна тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене — Самарире, Сирире, Финикийӑра пурӑнакансене — ҫапла хуравласа ҫырса янӑ: 26. «ман патӑма янӑ сирӗн ҫырӑва вуласа тухрӑм та тӗрӗслеме хушрӑм; вара ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ку хула авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑрать, 27. ҫыннисем те кусем унта пӑлхавпа вӑрҫӑ ҫӗклесех тӑраҫҫӗ, Иерусалимра вӑйлӑ та хӑватлӑ патшасем те пулнӑ, вӗсем Келе-Сирие, Финикийӑна хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ, вӗсенчен хырҫӑ пуҫтарнӑ. 28-29. Патшасене ан канӑҫлантарччӑр тесе, урӑх нимӗн те ан туччӑр, вӗсен усал шухӑшлӑ ӗҫӗ-тӗллевӗ ӑнӑҫуллӑ ан пултӑр тесе, халӗ эпӗ ҫав хулана юсакансене чарса лартма, вӗсене сӑнасах тӑма хушрӑм».
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. «Эсир пирӗн пата янӑ ҫырӑва ман умӑмра ӑнланмалла вуласа пачӗҫ; 19. хушрӑм та — шыраса тупрӗҫ, пӗлчӗҫ: чӑнах, ку хула мӗн авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑнине, унта пӑлхавсемпе пӑтравсем пула-пула иртнине, 20. Иерусалимра хӑватлӑ патшасем пулнине, вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗре тытса тӑнине, вӗсене хырҫӑ, куланай тата ытти тӳлев парса тӑнине пӗлтӗмӗр. 21. Апла ҫав ҫынсене ӗҫлеме чарӑр, эпӗ каламасӑр вӑл хулана ан туччӑр. 22. Астӑвӑр, пурне те тӗплӗ тӑвӑр, тимлӗ пулӑр; ҫав сиене пула патшалӑхӑн шар курмалла ан пултӑр».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоав ӗнтӗ халӑх йышне шута илнӗ ҫырӑва Давида панӑ, израильсем мӗнпурӗ пин хутчен пин ҫын пулнӑ, хӗҫ тытма пултараканӗсем ҫӗр пин ар пулнӑ, хӗҫ тытма пултаракан иудейсем вара тӑватҫӗр ҫитмӗл пин ар пулнӑ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Езекия элчӗсен аллинчи ҫырӑва илсе вуланӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, Езекия ҫырӑва Ҫӳлхуҫа умне уҫса хунӑ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑнах Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынна вӗлерме е сыватма эпӗ Турӑ-им? мӗн-ма ман патӑма тилҫеллӗ ҫынна сиплеме ярать вӑл? халь акӑ пӗлсе-курса тӑрӑр: вӑл манпа хирӗҫме сӑлтав шырать, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Иоав халӑх йышне шута илнӗ ҫырӑва патшана панӑ; ун тӑрӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ, вӑйпитти израильсем сакӑрҫӗр пин ар, иудейсем пилӗкҫӗр пин пулнӑ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кам та кам хӗр илсе унӑн упӑшки пулать, кайран арӑмӗ ҫумӗнче мӗн те пулин йӗрӗнмелли тупнипе унран сивӗнет пулсассӑн, упӑшкийӗ уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫыртӑр, ҫырӑва арӑмне алӑран парса ӑна килӗнчен кӑларса ятӑр, 2. арӑмӗ вара унӑн килӗнчен тухса кайӗ те урӑх ҫынна качча тухӗ, 3. анчах ҫак юлашки упӑшки те ӑна, курайми пулса, уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫырса килӗнчен кӑларса ярсассӑн е ӑна качча илнӗ ҫав юлашки упӑшки вилсе кайсассӑн, 4. унӑн пӗрремӗш упӑшки, ӑна кӑларса янӑскер, ҫапла чыссӑрланнӑ арӑмне тепӗр хут арӑм тума илеймест: ку вӑл Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче йӗрӗнчӗк ӗҫ пулать, хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе парас ҫӗре ан ирсӗрлет.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамӑн Ҫырӑва вӗҫленӗ май, тӑван кӗтес шӑпишӗн пӑшӑрханакан, унӑн пуласлӑхӗшӗн вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫлекен мӗнпур ҫынна чун-чӗререн тав тӑватӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Ҫак Ҫырӑва хатӗрленӗ ҫӗре йӑлана кӗнӗ пекех политика партийӗсем, общество организацийӗсем, Чӑваш Енре пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945