Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку ӗҫре ҫакӑ курӑнать: асӑннӑ генерал-аншеф Троекуров иртнӗ 18… ҫулта июнӗн 9-мӗшӗнче ҫак суда килсе прошени пачӗ, унта вӑл хӑйӗн вилнӗ ашшӗ Коллежски ассесор тата кавалер Ефим ывӑлӗ Петр Троекуров 17… ҫулта август уйӑхӗн 14-мӗш кунӗнче, вӑл вӑхӑтра … наместнически правленире провинциальнӑй секретарь пулса ӗҫленӗскер, дворян ҫемйинчен тухнӑ канцеляристран — Егор ывӑле Фадей Спицынран — К … округӑн асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи, ун чухнехи ревизи тӑрӑх Кистенӗвка выселки тенӗскерӗнчи, 4-мӗш ревизи тӑрӑх … чун арҫынлӑ имение — ҫуртйӗрӗ, паҫми, акакан тата ахаль выртакан ҫӗрӗ, улахӗ-ҫаранӗ, вӑрманӗ, Кистенӗвка ятлӑ ҫырминчи пулӑ тытмалли вырӑнӗ, ҫак имени ҫумне ҫырнӑ мӗн пур ҫӗршывӗ, улпут хӑй пурӑнакан ҫурчӗ-мӗнӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн ашшӗ дворян хушшинчен тухнӑ урядникран — Теренти ывӑлӗнчен Егор Спицынран халал йӗркипе юлнӑ пурлӑхне пӗтӗмпех — ҫыннисенчен пӗр чун хӑварми, ҫӗрне те пӗтӗмпех 2500 тенкӗ сутӑн илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Пирӗн пурӑнӑҫ, турӑпа улпут ырлӑхне пула, ӳпкелемелле мар; чӑнни чӑн ӗнтӗ, тӗрӗссипе каласан, тепӗр дворянинӑн хӑйӗн усадьбине кунти йытӑ витипе улӑштарсан та начар пулмӗччӗ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пачӗҫ, тет, вара сана — кукка улпут патӗнче ҫисе курнӑ чӑх тукмакӗ.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
27. Патша ӳпкелешӗ, улпут сехӗрленсе ӳкӗ, ҫӗршыв халӑхӗн алли чӗтрене ерӗ.27. Царь будет сетовать, и князь облечется в ужас, и у народа земли будут дрожать руки.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа, патша чӗри те, улпут чӗри те тапма чарӑнӗ; священниксем хӑраса ӳкӗҫ, пророксем сехӗрленсе ӳкӗҫ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Турӑ ҫынни ун чухне патшана ҫапла каланӑ пулнӑ: «ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ» тенӗ; 19. ҫавӑн чухне ҫав улпут Турӑ ҫыннине ҫапла хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши?» тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— «Шухӑ вырӑнта» /А.Островский/ спектакльте Миловидов улпут рольне вылятӑп.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Варькӑна аван, вӑл ҫӳлте ҫывӑрать, витӗннӗ, улпут майри пек, кунта вара — пуҫ айӗнче чӑштӑртатать, айккисенче чӑштӑртатать, урасем айӗнче чӑштӑртатать, мӗн чӑштӑртатнине кам мур пӗлет-ха ӑна?
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.