Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах унӑн кӑмӑлӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнмарӗ, кил-ҫуртри мӗнпур ҫынсемпе, уйрӑмах аттепе, ҫав-ҫавах йӗркене пӑхӑнса мӑнаҫлӑн калаҫать; вӑл ҫаплах сӑмахсене тӑсса калать, куҫхаршисене ҫӗклет те: «Савнӑ чунӑм» — тет.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мана пурте кураймаҫҫӗ, ун ҫинчен пӗлетӗп эпӗ, анчах, туршӑн та, итлесем эсӗ ман сӑмахсене, хӳтӗле мана е килтен хӑваласа кӑлар.— Все ненавидят меня, я это знаю, но, ради бога, ты выслушай меня, защити меня или выгони из дома.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ку сӑмахсене пурте илтмелле хытӑ каларӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Катя ҫак сӑмахсене каланӑ-каламан Сережа пӗшкӗнчӗ те Соньӑна чуптуса илчӗ.Едва успела Катенька произнести эти слова, как Сережа нагнулся и поцеловал Сонечку.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗншӗн Иерусалима кайма шут тытнӑ-ха вӑл? — терӗ учитель, ман сӑмахсене тепӗр хут каласа.— Зачем же он вздумал идти в Иерусалим? — сказал он, повторяя мои слова.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑри кӗнекене пӑрахмасӑр, урай хӑмисен хушӑкӗ тӑрӑх кӑна пусса пыма тӑрӑшса, пӳлӗм тӑрӑх ҫӳренӗ, е мӗнле те пулин тӗлсӗр-йӗрсӗр кӗвве тӑснӑ, е сӗтел хӗррине чернилпа варласа ларнӑ, е тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсене пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр темиҫе хут каланӑ самантсенчен пӗринче — пӗр сӑмахпа, ӗҫлесшӗн мар пулса тӑнӑ ӑс-хакӑл, туйӑмсене парӑнса, асра юлмалли сӑнарсем шыранӑ минутсенчен пӗринче эпӗ класс пӳлӗмӗнчен тухрӑм та пӗр тӗллевсӗр пусма тӑваткӑлне антӑм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак сӑмахсене каласан, Филипп сылтӑм еннелле ӳпӗнет те, тилхепине мӗнпур вӑйӗпе турта-турта, мӗскӗн Тиечука хӳринчен тата урисенчен темле хӑйне манер аялтан ҫатлаттарма пикенет, Тиечук мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшнине те, пӗччен пекех туртса пынине те пӑхмасть, хӑй ывӑнсан тин ҫапма чарӑнать, вара унчченех питӗ чипер, ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ларакан шлепкине тем пирки пӗр айккинерех куҫарса лартать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку сӑмахсене мана каларӗ тесе шутласа, эпӗ ҫывӑхарах пытӑм, анчах вӑл ман ҫине пӑхмарӗ.Я думал, что она обращается ко мне, и подошел ближе, но она смотрела не на меня.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак сӑмахсене аташнӑ май каларӗ пуль тесе шутласа, эпӗ паян ирччен кӗтрӗм, уҫса пӑхма шутларӑм.Думая, что она сказала это в бреду, я ждала до сегодняшнего утра и решилась его распечатать.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Чӗн… ӗр, — терӗм эпӗ, шӑпах музыкӑпа шав ман сӑмахсене илтӗнми тума пултарнӑ вӑхӑтра.— Давай…те, — сказал я в то время, когда музыка и шум могли заглушить мои слова.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мазурка вӗҫнелле ҫывхарать: ватӑрах арҫынсемпе хӗрарӑмсем кукамай патне пырса сывпуллашрӗҫ те кайрӗҫ; тарҫӑсем, ташлакансенчен пӑрӑна-пӑрӑна, савӑт-сапана хыҫалти пӳлӗмсене ҫӗклерӗҫ; кукамай самаях ывӑннӑ, сӑмахсене тӑсарах, ирӗксӗртен калаҫать, музыка калакансем те вӑтӑрмӗш хут та пулӗ ҫав кӗвве ӳркенчӗклӗн пуҫлаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир тата эсӗ сӑмахсене вӑл йӑлана кӗнӗ пек мар калать пулин те, ун чӗлхинче ҫак сӑмахсен уйрӑмлӑхӗсем пачах урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кукамай ман сӑвва сасӑпа вулама тытӑнсан, хӑшпӗр сӑмахсене вулаймасӑр, йӗкӗльтӳллӗ кулӑпа (мана ҫапла туйӑнатчӗ) атте ҫине пӑхса илме сӑвӑ варринчех чарӑна-чарӑна тӑрсан, сӑмахсене эп калаттарас тенӗ пек мар каланӑ вӑхӑтра тата куҫӗ витӗрех мар пирки сӑвва вуласа пӗтермесӗрех аттене парса, йӑлтах ҫӗнӗрен вулама ыйтнӑ хушӑра эпӗ мӗн тери асапланнине епле каласа парам-ха?
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗҫех ӗнтӗ хӑйсем манран кӗтнӗ ӳкерчӗк вырӑнне пурин умӗнче те эпӗ аннене нихҫан та юратман тата часах ӑна маннӑ пек кӑтартакан ниҫта юрӑхсӑр сӑвва тата «аннемӗр вырӑнне хурса» сӑмахсене вулӗҫ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Калама ҫук ыррӑн туйӑнатчӗ ҫав сӑмахсене каланӑ чух.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл яланах мӗн те пулин тӑвать: е чӑлха ҫыхать, е хӑйӗн пӳлӗмне тултарса ларакан арчасенче чакаланать, е кӗпе-йӗм шутне ҫырать тата эпӗ: «генерала тухас пулсан, ытарма ҫук хитре хӗре качча илетӗп, хам валли ҫӳрен лаша туянатӑп, кӗленче ҫурт туса лартатӑп та Карл Иваныч тӑванӗсене Саксонирен ҫырупа чӗнсе илетӗп» тенине е ҫавнашкал пули-пулми сӑмахсене итленӗ май: «ҫапла, улпутӑм, ҫапла» текелетчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне ырӑ тӑвакан мӗнпур ҫынсемшӗн (вӑл хӑйне йышӑнакансене ҫапла калать), ҫав шутра аннешӗн, пирӗншӗн, хӑйӗншӗн кӗлтурӗ, турӑран хӑйӗн йывӑр ҫылӑхӗсене каҫарма ыйтрӗ, ҫине-ҫинех: «Турӑҫӑм, каҫар ман тӑшмансене!» — тесе каларӗ, ӗхлетсе тӑчӗ те каллех ҫав сӑмахсене ҫине-ҫинех асӑнчӗ, урайне перӗннӗ май чӑкӑртатакан асап кӗпи йывӑррине пӑхмасӑр, темиҫе хут та пӗшкӗне-пӗшкӗне илчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗн, ывӑлӗн тата ҫветуй сывлӑшӗн ячӗпе… — сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, ҫав сӑмахсене пӗрмаях калакан ҫынсем пек кӗскеткелесе, кӑмӑл хусканӑвӗпех мӑкӑртатрӗ вӑл.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗринчи шухӑшне палӑртакан ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене вӑл калама ҫук хытӑ савӑнса, сассине тем тӗрлӗ те улӑштарса, темиҫе хут вуларӗ; унтан пире историпе вӗренме пачӗ те чӳрече умне ларчӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч кӳренӳпе ҫакнашкал япаласем ҫинчен вӑрахчен калаҫрӗ: ӗлӗк хӑй пурӑннӑ темле генерал патӗнче унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хаклани ҫинчен аса илчӗ (кунашкал сӑмахсене илтме мана питӗ йывӑр), Саксони, хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑйӗн тусӗ Schönheit ҫӗвӗҫ ҫинчен те — тем те, тем те каларӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.