Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Прегабалин» текен эмеле пӗлтӗр 1 пин ытла чӗркем сутнӑ иккен — ҫулталӑк маларахринчен 3 хут /!/ ытларах.
Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Ҫын пуҫне уйӑхсерен 6,3 пин тенкӗ ытла тӳлемелле. Тӗрӗссипе, сывлӑшшӑн тӳлемелле. Кун пирки ҫур ҫул калаҫатпӑр — улшӑну ҫук», — кӑмӑлсӑрланчӗ вӑл.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Тӗслӗхрен, Шупашкарти электромеханика техникумӗн дипломӗллӗ яшсемпе хӗрсен 93 проценчӗ ытла ӑнӑҫлӑ вырнаҫать.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Иртнӗ 15 ҫул хушшинче ҫуллен 580 тоннӑран ытла пуҫтарман.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Халӗ ав 600 ытла юрӑ валли кӗвӗ хатӗр, вӗсем сӑввисене кӗтсе, пулӑҫ тытнӑ пулӑсем пекех, «морозильникре» выртаҫҫӗ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Вӑл — 400 ытла юрӑ кӗввин, «Пӑлхарсем ҫинчен хывнӑ сӑмах» симфони поэмин, квартет, трио валли хайланӑ музыка произведенийӗсен, романссен, «Ташӑ кӗввисем», «Эй, тӑван, тус-тӑван», «Туссем юрлар-ха савӑнса» юрӑ пуххисен авторӗ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫамрӑксене наука тата тӗпчев ӗҫне явӑҫтарас тӗллевпе ҫулсерен 200 ытла тӗрлӗ ӑслӑлӑх мероприятийӗ пулса иртет, талантлӑ яш-кӗрӗме ҫамрӑксен республика премийӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Премийӗсене, пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендийӗсене парса хавхалантарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196
Республикӑри аслӑ шкулсем ҫумӗнче студентсен 50 ытла ӑcлӑлӑх кружокӗ ӗҫлет.При вузах республики успешно функционируют более 50 студенческих научных кружков.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инвали-чӗсене илес-тӗк - 5,7 пин ытла ҫын пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ.
Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
10 ытла наука ӗҫӗн авторӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫак майпа районти 310 ҫемье, пурӗ 6 миллион ытла тенкӗлӗх, усӑ курнӑ.
Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне ҫак правилӑсене ҫирӗп пӑхӑнмалла: - кил-ҫуртра е мунчара пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене тивӗҫтермен кӑмакасене хӑвӑр тӗллӗн ан лартӑр; - кӑмака ҫинче тата ҫумӗнче ҫунакан хатӗрсене ан тытӑр; - кӑмака хутнӑ чухне хӑвӑрт тивсе илекен шӗвексемпе усӑ ан курӑр; - йывӑҫ ҫуртсем ҫумне сӳнмен кӗлпе кӑмрӑка ан пӑрахӑр; - ҫунакан кӑмакана никамсӑр ан хӑварӑр, ӑна пӑхса тӑма ҫул ҫитмен ачасене ан шанӑр; - кӑмакана ытла хӗртсе ан ярӑр.
Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫав хушӑрах Ҫӗмӗрле енче пурӑнакансем темпе айӑпа кӗнӗ, вӗсен чӗртаварӗшӗн 15 тенкӗрен (1 литрӗ) ытла паман.
Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Республикӑра вӗсемпе хамӑр ҫынсенчен ытла ютран килекенсем тата пуҫтарса ҫӳрекен усламҫӑсем сутӑ тӑваҫҫӗ.
Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Чӑваш Енри, Мари Элри, Тутарстанри ҫитмӗл ытла хурт-хӑмӑр ӑсти Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче иртнӗ регионсен хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ.
Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Унта 20 ҫул ытла вӑй хунӑ.
«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Ҫӑмартана 10 минутран ытла вӗретмелле мар.
Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№
Ҫӑмарта йӑлтах пиҫтӗр тесен 7-8 минут вӗретмелле, калакла — сарри пиҫменле — пӗҫерес тесен — 4-5 минутран ытла мар.
Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№
Кӗске ҫак вӑхӑтра пӗр миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ, — уҫӑмлатрӗ вӑл.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Приставсем тӑрӑшнипе вӗсенчен 5 пинӗшне вӗҫне ҫитернӗ, парӑмҫӑсенчен 227 пин тенкӗ ытла шыраса илнӗ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №