Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ыйтӑвӑрсене ӑнкарса илме йывӑр, вӗсем историпе ҫыхӑнман пек пулса тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа эсир мӗн ыйтнине пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем те чиперрӗн тавӑрса парайман пулӗччӗҫ…

Ваши вопросы недостаточно ясны; они носят отвлеченный характер, и ответить на них было бы трудно даже ученицам пятого класса…

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн полицийӗр виҫӗ пус кӗмӗле те тӑмасть…

— Ваша полиция гроша ломаного не стоит…

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мана ҫӗр варринче тытса кайрӗҫ, сирӗн патӑртан таврӑнсанах эппин, ну, конака ҫитерчӗҫ.

Забрали меня ночью из моего дома, только я вернулся от вас, и повели в конак.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир вӗсенчен хӑтӑлма пултарнӑшӑн турра шӗкӗр… хулара сирӗн пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.

Слава богу, что вам удалось от них ускользнуть… и что в городе о вас вообще ничего не слышно.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн, Марко чорбаджи, ҫак киревсӗр ӗҫе хутшӑнмасан та юрать.

— А вам, чорбаджи Марко, лучше бы не вмешиваться в то грязное дело.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Итле, Марко бай, ҫав сирӗн хӳмӗр ҫинелле хӑпаракан ҫын пӗр-пӗр хурах пулман-ши, — ыйтрӗ Иванчо, — шавӗ-ҫуйӑхӗ ахальтен ҫӗкленмен иккен-ха.

— Уж не он ли и есть тот разбойник, что карабкался на вашу ограду, дядя Марко? — спросил Иванчо, — пропаганда была не всуе.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла эпир сирӗн тӗле ҫитсен, эп унран уйрӑлтӑм.

Так мы дошли до вашего дома, и я с ним расстался.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗретӗп хайхискер, унта-кунта пӑхкалатӑп та, сирӗн пата хурахсем кӗнӗ, картишӗнче чӑх-чӗп урнӑ пек янӑрашать тесе ним шикленмесӗр каласа патӑм.

Вхожу, осматриваюсь и дерзновенно заявляю онбаши, что у вас разбойники и куры носятся по двору как угорелые.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн картишӗрте сӗм-тӗттӗм…

во дворе у вас темно…

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫапла ҫав, — терӗ вӑл, — манӑн Лала сӗтел ҫи пуҫтарма та, чашӑк-тирӗк ҫума та ӗлкӗреймерӗ, сасартӑк сирӗн картишӗрте, Марко бай, акӑш-макӑш ҫуйхашу хускалнине илтетӗп, пулсан та пӑлхану пулӗ-ши, е каварланнӑ пропагандӑ-ши, тетӗп.

— Так вот, — говорил он, — не успела моя Лала убрать со стола, и все такое прочее, как слышу я у вас на дворе страшнейшую пропаганду.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арсенӑр мӗнлерех халь сирӗн? — хапха патне ҫитиччен ыйтрӗ вӑл.

Скажите, Асену лучше? — спросил он, еще не дойдя до ворот.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта сирӗн нимӗн хӑрамалли те ҫук.

Здесь вы в полной безопасности.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн эпӗ кам иккенне те пулин пӗлмелле.

Вам надо знать хотя бы, кто я.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ирпе курнӑҫӑпӑр акӑ; халь тесен, ҫакна ҫеҫ калам: нимӗн пирки те ан пӑшӑрханӑр, — тияккӑн кирек хӑҫан та сирӗн хута кӗме хатӗр…

Утром увидимся, а сейчас скажу лишь одно: не беспокойтесь ни о чем, — дьякон Викентий весь в вашем распоряжении…

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн кӗҫӗрхи паттӑр ӗҫӗре нимӗнле хисеп сӑмахӗ те ҫитес ҫук.

Ваше геройское поведение сегодня ночью красноречивее слов.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн халӗ итлес килмест пулсан, эпӗ, паллах итлес кӑмӑл пуличчен пӑрахатӑп.

— Если вам теперь не угодно слушать, я, разумеется, должен отложить продолжение моего рассказа до того времени, когда вам угодно будет его слушать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Нивушлӗ итлес килмест вара сирӗн?

— Неужели вам не угодно?

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Апла пулсан, Вера Павловна, мана мӗн те пулин юрласа парӑр: мана сирӗн сассӑр лайӑх терӗҫ.

Но если так, Вера Павловна, спойте мне что-нибудь: мне говорили, у вас хороший голос.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Мesdames, сирӗн историйӗрсем питӗ интереслӗ, анчах эпӗ нихӑшне те лайӑххӑн илтмен-ха, вӗсем чӗрене хускатакан тата пӑртак кулӑшларах япаласем пулнине те лайӑхпа пӗтнине ҫеҫ пӗлетӗп, ҫакна юрататӑп эпӗ.

— Mesdames, ваши истории очень любопытны, но я ничего хорошенько не слышала, знаю только, что они и трогательны и забавны, и кончаются счастливо, я люблю это.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн, ман пек, ура ҫине тӑмалла пулнӑ; вара лакӑм-тӗкӗмсем те ним те мар.

Вы бы встали, как я; тогда ухабы — ничего.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех