Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Джимӑн ура лаппи те, ура туни те шутсӑр хытӑ шыҫса кайнӑччӗ; эрех майӗпен-майӗпен пулӑшрӗ пулас.

Ступня у него здорово распухла, и вся нога выше ступни тоже; а потом мало-помалу начала действовать водка.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫапла туни ӑнӑҫлӑ тарӑп тесе шаннинчен лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

Это было бы куда верней, чем полагаться на удачу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ вӑрмана кайрӑм та тахҫанччен каллӗ-маллӗ шухӑшласа ҫӳрерӗм, апла та, капла та шухӑшласа пӑхатӑп, пурпӗр ӑнланаймастӑп: ун пек тунинчен мӗн усси пур — ҫынна ырӑ туни ҫеҫ, юлашкинчен пуҫ ватам мар-ха терӗм, унсӑрах пурӑнма пулӗ.

Я пошел в лес и долго раскидывал умом и так и этак и все не мог понять, какая же от этого польза, разве только другим людям, и решил в конце концов не ломать над этим голову, может, как-нибудь и так обойдется.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Арабсене тапӑнма засада туни

Мы садимся в «секрет» и нападаем на Арабов

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫапла туни чи лайӑххи.

Это самое лучшее.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кун пек туни тупнӑ лаша таканне ҫухатнӑшӑн пулакан инкекрен ҫӑлӑнма пулӑшаканччӗ, анчах эрешмен вӗлернӗшӗн тивекен инкекрен те ҫав меслетпе хӑтӑлма пулать тенине илтмен эпӗ.

Это помогает, когда найдешь подкову и, вместо того чтобы прибить над дверью, потеряешь ее; только я не слыхал, чтоб таким способом можно было избавиться от беды, когда убьешь паука.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вара килӗшӳ-тивӗҫӳ туни ҫинчен хут ҫырса, пуриншӗн те Михха аслашшӗне шанса, хут ҫине алӑ пустарнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Елена вара Шубин ҫинчен, Курнатовский ҫинчен, хӑй икӗ эрне хушшинче мӗн туни ҫинчен, хаҫатсем ҫырнӑ тӑрӑх пӑхсан, вӑрҫа пулмасӑр иртме пултарайманни ҫинчен, ҫавӑнпа та Инсаров сывалса ҫитсенех, пӗр минут та ахаль ирттермесӗр тухса кайма укҫа-тенкӗ хатӗрлемелли ҫинчен калаҫрӗ…

Она начала говорить ему о Шубине, о Курнатовском, о том, что она делала в течение двух последних недель, о том, что, судя по газетам, война неизбежна и что, следовательно, как только он выздоровеет совсем, надо будет, не теряя ни минуты, найти средства к отъезду…

XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ун пек туни кирлӗ мар, эпӗ сиртен ыйтасшӑнччӗ… ан ҫиленӗр, Андрей Петрович… ыран ан пырӑр-ха ун патне!

— Это не нужно, а я хотела вас попросить… не сердитесь на меня, Андрей Петрович… не приходите завтра к нему.

XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, — терӗ Берсенев, сӑмах хушса, — Дмитрий Никанорович хӑй мӗн туни ҫинчен каласа пама юратмасть.

— Вы знаете, — промолвил Берсенев, — что Дмитрий Никанорович не любит отдавать отчета в своих поступках.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Турӑҫӑм! ӑна вӗлермелле суд туни ҫинчен, ӑна амантни ҫинчен шухӑшлатӑп та…)

Боже мой! когда я подумаю, что он уже был приговорен к смерти, что он едва спасся, что его изранили…).

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫапла туни ӑна кӳрентерме пултарнӑ пек туйӑнать.

Мне кажется, это его огорчит.

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл кашни уроках хатӗрленнӗ, ҫав тери тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленӗ, анчах мӗн туни пӗри те ӑнман: вӑл ӗмӗтленме, кӗнекесем вулама юратнӑ; леш тӗнче пур, вӑл ытти вӑйсемпе хутшӑнса тӑрать, тесе шутланӑ, тытӑнчӑклӑ сасӑпа хыттӑн калаҫнӑ, ытларах танлаштарусемпе, ҫийӗнчех ӑнланса илмелле мар сӑмахланӑ, ҫав тери юратакан ачинчен те ютшӑннӑ.

Он подготовлялся к каждому уроку, трудился необыкновенно добросовестно и совершенно неуспешно: он был мечтатель, книжник, мистик, говорил с запинкой, глухим голосом, выражался темно и кудряво, всё больше сравнениями, дичился даже сына, которого любил страстно.

X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ман чӗрере пурте — ҫурри ячӗшӗн кӑна туни, тетӗр, мӗншӗн тесен эпӗ художник; нимле ӗҫе те пултараймасть, тесе шутлатӑр, — кун пирки эсир, тен, тӗрӗс те тӑватӑр пуль, — анчах чӑн-чӑн тӗрӗслӗх те, тарӑн туйӑм та манра ҫук: эпӗ чӗререн татӑлса макӑрма пултараймастӑп, пакӑлти те, элекҫӗ те, ку пӗтӗмпех эпӗ художник пулнӑран килет, тесе шутлатӑр.

Вы воображаете, что во мне всё наполовину притворно, потому что я художник; что я не способен не только ни на какое дело, — в этом вы, вероятно, правы, — но даже ни к какому истинному, глубокому чувству: что я и плакать-то искренно не могу, что я болтун и сплетник, — и всё потому, что я художник.

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ҫакӑн пек туни пачах кирлӗ мар, — терӗ те Николай Артемьевич каллех пӳлӗм тӑрӑх уткалама пуҫларӗ.

— И нисколько это всё не нужно, — проговорил сквозь зубы Николай Артемьевич и снова принялся шагать по комнате.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Куҫса пырӑр пирӗн пата, ун пек туни тата лайӑхрах, тупата та.

А еще лучше, переселяйтесь к нам, право.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Чӑн-чӑннисем ҫине, ваттисем туни ҫине, авалхисем ҫине пӑхрӑм та, хамӑн ӑнман япалана ҫапса салатрӑм.

 — Посмотрел на настоящих, на стариков, на антики, да и разбил свою чепуху.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Йӗпрен пӗрене туни ҫеҫ ку.

Ерунда одна.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Бутерброчӗсем вара сырпа та, «любительски» текен кӑлпассипе туни те пур!

Бутерброды с сыром и любительской, настоящей любительской колбасой!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Шӗл, мана тӑрӑ шыв ҫине кӑларнипе эсир Гарри Грантӑн йӗрӗсене тупма пултараймастӑр, ҫавӑнпа та, куратӑр ӗнтӗ, манпа сӑмах татса килӗшӳ туни сире нимӗн усӑ та памарӗ.

К несчастью, мои разоблачения не помогут вам найти следы Гарри Гранта, и вы видите теперь, что, вступив в соглашение со мной, вы совершили невыгодную сделку.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех