Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Шӑрӑх пулнипе ун пуҫне юн кайнӑ пулӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗлӗннипе шӑхӑрмаллаччӗ ӗнтӗ, анчах ку хыпар кӗтмен ҫӗртен пулнипе, Санька чейпе чыхӑнса ларса питӗ вӑйлӑн ӳсӗрме пуҫларӗ, хӑраса ӳкнӗ Феня ун патне чупса пырса ҫурӑмӗнчен тӳнлеттерме тытӑнчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах хальхинче ачасем, Федя Черкашин килни кӗтмен ҫӗртен пулнипе, Семушкина ӗненсех итлесе тӑчӗҫ.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Перебродра… ҫилӗ килнипе те намӑс пулнипе хӑратрӑм…
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сӗтел хушшинче камӑн та пулин юратӑвӗ ҫинчен, Ольга юратӑвӗн историйӗ евӗрлине каласа панӑ чухне, Ольга хӑйне шанса ларать пулсан та, тепӗр чухне, сасартӑк хӗрелсе каять; юрату историйӗсем ҫав тери пӗр-пӗрин евӗрлӗ пулнипе, ӑна тӑтӑшах хӗрелме лекет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне унӑн сӑмахӗсенче чуна пырса тивекен кулӑ ялкӑшса илет, анчах ҫав кулӑра илемлӗх, йӑваш та кӑмӑллӑ ӑс пулнипе кирек кам та ҫырлахать!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир ҫырура ирӗксӗртен каласа хунӑ: эсир, Илья Ильич, хӑвӑра юратакан ҫын мар, эсир ӑна пачах манран уйрӑласшӑн пулнипе ҫырман — эсир ҫапла тӑвасшӑн пулман, мана улталасран хӑранипе ҫапла ҫырнӑ… ҫакна совесть каланӑ, урӑхла пулнӑ пулсан, ҫыру мана кӳрентернӗ пулӗччӗ тата хам мӑнаҫлӑхшӑн эпӗ макӑрман пулӑттӑм!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ сире ҫакна ҫеҫ кӑтартса парасшӑн: эсир чӑнласах юрататӑп тени хальхи юрату мар, вӑл малашнехи кӑна; ку шухӑшласа пӑхмасӑр юратасшӑн ҫунни пулать, вӑл чӑн-чӑн апат ҫителӗксӗр пулнипе, вут-хӗм ҫуккипе, суя та ӑшӑтман ҫутӑпа хӗмленет, тепӗр чухне хӗрарӑмсен ҫак туйӑмӗ ачине е тепӗр хӗрарӑма ачашланинче кӑна мар, ун куҫҫулӗнче е юри туса хӑтланнинчен палӑрать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кашни минутрах ҫавӑнпа пурӑнасшӑн пулнипе: паян, ҫӗрле ҫӗрӗпех, ыран — тепре куриччен…— Чтоб поминутно жить этим: сегодня, всю ночь, завтра — до нового свидания…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайӑксем халь мар чӑрӑлтатса чӗвӗлтетеҫҫӗ, яланах пӗр-пӗринпе темӗн калаҫаҫҫӗ иккен; йӗри-тавралӑх пӗтӗмпех калаҫать, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле пулнипе килӗшсе тӑрать; чечек сарӑлать, Ольгӑна вара вӑл сывланине илтнӗ пек туйӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга лампа айӗнче, чей ӗҫекен сӗтелтен аяккарах, кресла ҫине таянса ларнӑ та, таврара мӗн пулнипе сахал интересленет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун вырӑнне ҫуртра, князьпа княгиньӑсӑр пуҫне, ҫав тери тулли, хавас та чӗрӗ тӗнче пулнипе, Андрюша ачалла симӗс куҫӗсемпе пӗр вӑхӑтрах виҫӗ е тӑватӑ еннелле пӑхать, хӑйӗн ҫивӗч ӑсӗпе ҫӑткӑннӑн тата шухӑшламасӑр, маскарадра улшӑнса тӑракан курӑнӑва пӑхнӑ пек, ҫак ушкӑнти тӗрлӗ ҫынсен сӑнарӗсене сӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нянька упа сӑмахӗсене салхуллӑ сассипе: «Чӗриклет, чӗриклет, йывӑҫ ура; эпӗ саласем тӑрӑх ҫӳрерӗм, эпӗ ялсем тӑрӑх ҫӳрерӗм, хӗрарӑмсем пурте ҫывӑраҫҫӗ, пӗр карчӑк ҫывӑрмасть, ман тирӗм ҫинче ларать, ман ашӑма пӗҫерет, ман ҫӑма арлать», теме пуҫласан, унтан, упа пӳрте кӗрсе хӑй урине вӑрлакана ярса илме хатӗрленнӗ тӗле ҫитсен, ача чӑтса тӑраймасть: вӑл, ҫӳҫенсе тата йынӑшса, няни аллисем ҫине ӳкет, хӑранипе унӑн куҫҫуль шӑпӑртатса тухать, ҫав хушӑрах ача хӑй тискер кайӑкӑн чӗрнисем хушшинче мар, кутник ҫинче, няни ҫумӗнче пулнипе хавасланса ахӑлтатса кулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов сӑнӗ сасартӑк телейлӗн ҫуталса каять, ӗмӗт ҫав тери ҫутӑ, чӗрӗ, илемлӗ пулнипе, вӑл самантрах минтер ҫине пичӗпе выртрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫуралнӑранпах кахал пулнӑскер, вӑл ӗлӗкренпе лакейра пулнипе татах кахалланса пынӑ.Ленивый от природы, он был ленив еще и по своему лакейскому воспитанию.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан вӑл урай варрине шӑлса каять, ӑна та кашни кунах мар, пушӑ ларакан сӗтел ҫинчи тусана сӑтӑрать, япаласене хускатасшӑн мар пулнипе ытти сӗтелсене тасатмасть, пӳрт кӗтессисене пырса та тӗкӗнмест.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫхине, ялан тенӗ пекех ҫиччӗ таврашнелле, чир ҫӗнӗрен хускалса каять те мана тӑвӑл евӗррӗнех килсе сӑптӑрать, эпӗ вара, е сивӗ пулнипе витӗнкӗҫ айӗнчех сиксе чӗтӗресе, е чӑтмалла мар вӗриленсе кайнипе кӑварла ҫунса, пӗтӗм ӗмӗр вӑрӑмӑшне тӑсӑлакан хӑрушӑ ҫӗре вырӑн ҫинче нушаланса ирттеретӗп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кирлӗ-тек, эпӗ ҫакӑнта пулнипе сире курнине те пӗр никама каламӑп.Если хочешь, я даже никому не скажу, что был здесь и видел вас.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫурт стени хыҫӗнче, ҫарамас пулнипе шӑнса ӗнтӗркенӗ ватӑ шуйттан евӗр, ҫил харкашса тулашать.Ветер за стенами дома бесился, как старый озябший голый дьявол.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ку ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе, тӗлӗннипе Женьӑн куҫӗ чарӑлсах кайрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив