Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Темиҫе сăмах пирĕн базăра пур.
Темиҫе (тĕпĕ: темиҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та пӗр темиҫе сӑмах хушма хӑю ҫитерем-ха.

Куҫарса пулӑш

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Паянхи пек ас тӑватӑп: интернационалиствоинсем «хура тюльпан» тесе ят панӑ самолет Шупашкара пуш уйӑхӗн 22мӗшӗнче Афганистан вӑрҫинче ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа, паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнӗ темиҫе салтакӑн ӳтне цинк тупӑкра илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Аслӑ классенче вӗреннӗ чухне вӑл районти ӑмӑртусенче шкул чысне спортӑн темиҫе енӗпе хӳтӗлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Хӑйӗнчен ирӗк ыйтса вӑл ҫук чухне хваттере темиҫе те кӗрсе тухма тиврӗ: ваннӑйри крана улӑштарма, хӗл умӗн чӳрече каррисене, кантӑксене ҫуса тасатма.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Рецепчӗ: теркӑланӑ чӗрӗ кӑшмана пӑчӑртаса сӗткенне юхтармалла, темиҫе сехете холодильнике лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Ача кӗтекен хӗрарӑмсене симӗс пӑрҫан ҫамрӑк хутаҫне кунне темиҫе ҫини усӑллӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.

2005 ҫулта никӗсленӗренпе GSoC 107 ҫӗршыври 13000 ытла студента 607 уҫӑ-ҫӑлкуҫлӑ (open-source) проектпа ӗҫлеме тата темиҫе миллион код йӗрки ҫырма май панӑ.

С момента основания программы в 2005 году GSoC дал возможность более 13000 студентов из 107 стран поработать над 607 open-source проектами и написать миллионы строк кода.

Кодӑн кашни йӗркипе тӗнчене лайӑхлатма пулӑш! // Google. https://github.com/ftyers/gsoc-flyers/bl ... er.chv.odt

Депутатсемпе пӗрле эпир «Земство тухтӑрӗ» программӑн мероприятийӗсене анлӑлатасси ҫинчен калакан пуҫарупа федераци шайне темиҫе хутчен те тухрӑмӑр.

Совместно с депутатским корпусом мы неоднократно выходили на федеральный уровень с инициативой о расширении мероприятий программы «Земский доктор».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Вӗренӳ тытӑмӗшӗн приоритетлӑ шутланакан ҫакнашкал тӗллеве эпӗ темиҫе ҫул каяллах палӑртнӑччӗ.

Такую задачу в качестве приоритетной для системы образования я обозначил еще несколько лет назад.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Унта темиҫе 100 пин вольт та пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

- Пур темелле-и, ҫук темелле-и - яла темиҫе ҫул килсе те курмаҫҫӗ, - терӗ карчӑк.

- Сказать, есть, или сказать, нет - в деревню уже сколько лет не заглядывают, - сказала старуха.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Е пӗр хваттер вырӑнне темиҫе пама тивет.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Вӑл Чӑваш наци конгресӗн ӗҫне хӑй пурӑнакан вырӑнти ентешӗсемпе пӗрле темиҫе хут та хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Хӑй те темиҫе хут та курав йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Темиҫе кунран ҫурхи тулӑ пусси те хатӗр пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Темиҫе ҫул каялла вара пултарулӑхне ҫӗр ӗҫӗнче тӗрӗслесе пӑхас килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Предприниматель Бакура темиҫе хваттер туянма вӑй ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Хир карапне ҫӗрле такамсем юсавсӑра кӑларнӑ, темиҫе болтне кӑларса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Унӑн тӗп хулара темиҫе сӗтмат.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Сутуҫӑпа калаҫнӑ хушӑра пенсионерка темиҫе теҫетке ҫӑмарта тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех