Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтрӗ (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Конкретлӑрах, — ыйтрӗ Коробин, ун пит-куҫӗ хытса ларнӑ пек пулчӗ.

— Конкретнее, — попросил Коробин, и лицо его отвердело, стало жестковато-непроницаемым.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ксения Корнеевна, сирӗн шутпа, обком секретарӗ мӗншӗн-ха нимӗн пирки те хӑйӗн шухӑшне пӗлтермерӗ? — ыйтрӗ вӑл.

— А как по-вашему, Ксения Корнеевна, почему так нейтрально отнесся ко всему секретарь обкома? — спросил он.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сире Сергей Яковлевич темиҫе хут та ыйтрӗ!

Вас несколько раз спрашивал Сергей Яковлевич!

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗлетӗр-и, мӗншӗн ҫапла пулать вӑл? — ыйтрӗ Пробатов, сӗтел патне пырса, пысӑк та хитре аллине симӗс пустав ҫине хурса.

— А знаете, почему это происходит? — спросил Пробатов и подошел к столу, положив на зеленое сукно свою красивую большую руку.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗҫ укҫи ҫитет-и сире? — ҫине тӑрсах, ӑшшӑн ыйтрӗ Пробатов.

Хватает вам зарплаты? — настойчиво и мягко спрашивал Пробатов.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов стаканран темиҫе сыпкӑм ӗҫрӗ те сасартӑк ыйтрӗ:

Пробатов отпил несколько глотков из стакана и неожиданно попросил:

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кунта мӗнрен начар? — ыйтрӗ Пробатов.

— А тут чем плохо? — спросил Пробатов.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Чей хатӗрленӗ вӑхӑтра, тен, райкомпа утса тухар та кӑшт та пулин работниксемпе паллашар, э? — ыйтрӗ Пробатов.

— Пока будет готовиться чай, может быть, пройдем по райкому и хотя бы бегло познакомимся с работниками, а? — спросил Пробатов.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗншӗн вара праҫник чухнехи пекех? — Вершинина сывлӑх сунса, чӳречесем еннелле пуҫне сӗлтсе, ыйтрӗ вӑл.

— Это по какому случаю так празднично? — здороваясь с Вершининым, спросил он и кивнул на окна.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн шавласа кайрӑр ҫак эсир, Корней Иванович? — ыйтрӗ кил хуҫи аптраса.

— И чего вы разбушевались, Корней Иванович? — озадаченно спросила хозяйка.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ах сан мӗн ӗҫ-и-ха кунта? — хӗрӗ патнелле утса, лӑпсӑркка куҫ харшисене хаяррӑн пӗркелентерсе, тӑрӑхласа ыйтрӗ ашшӗ.

— Ах, ты тут ни при чем? — язвительно допытывался отец, наступая ни нее и угрожающе сдвигая лохматые брони.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Сан ӗҫ-и ку? — ыйтрӗ вӑл хӑйӑлтатса.

— Твоя работа? — хрипло спросил он.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, тавҫӑрса илнинчен тӗлӗнсе кайнӑ пек, сасартӑк ӑнланмасӑр, хурлӑхлӑн ыйтрӗ:

Корней передохнул и вдруг, словно пораженный внезапной догадкой, спросил с недоумением и горечью:

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кирлӗ кӗленчене тупсан, Пробатов ҫаврӑнмасӑрах ыйтрӗ:

Найдя нужный пузырек, Пробатов, не оборачиваясь, спросил:

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн хӑтланатӑн эсӗ, Дашӑ? — ыйтрӗ Бахолдин.

— Ты что это надумала, Даша? — спросил Бахолдин.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Калӑр-ха, Сергей Яковлевич, — ыйтрӗ вӑл кӗтмен ҫӗртен.

— Скажите, Сергей Яковлевич, — неожиданно спросил он.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Унта хӑвӑр пулнӑ пулсан, канашлӑва мӗншӗн ун айӑпӗпе путланнӑ тетӗр-ха эсир? — ыйтрӗ Пробатов, Коробин ку йывӑр ӳпкеве тивӗҫлипе виҫсе пӑхрӗ те нимӗн калама та пӗлмерӗ.

— Почему же вы считаете, что оно сорвалось по его вине, если вы сами там присутствовали? — спросил Пробатов, и Коробин, по достоинству оценив этот тяжелый упрек, не нашелся, что ответить.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, врачсем мӗн теҫҫӗ? — ыйтрӗ Пробатов, халтан кайнӑ юлташӗн начарланнӑ пит-куҫӗ ҫине ӑшшӑн пӑхса, ун аллине хӑйӗн аллинчен ямасӑр.

— Ну, что говорят врачи? — спрашивал Пробатов, с улыбчивой приветливостью глядя на исхудалое, изможденное лицо товарища и не отпуская его руки.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кама кӳренмелле-ха пирӗн, эпир уншӑн авторитетлӑ пулса тӑман пулсан? — ыйтрӗ Бахолдин куҫӗсене ывӑннӑн хупса.

— На кого же нам обижаться, если мы не стали для него авторитетны? — спросил Бахолдин и утомленно закрыл глаза.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗнле, Алексей Макарович? — ыйтрӗ Коробин, чӑрсӑррӑн кӑшкӑрса тӑкнине асӑрхаманҫи пулса, вӑл хӑйне вак-тӗвекшӗнех шӑртланма юратман ҫын пек кӑтартма тӑрӑшрӗ.

— Что с Алексеем Макаровичем? — сухо осведомился Коробин, как бы не придав значения ее грубой выходке и ставя себя выше мелочной придирчивости.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех