Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳксе (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта, юрпа кӗмӗлленсе, сухаласа пӑрахнӑ уйсем шӑнса хытнӑ хумсем пек мӑкӑрӑла-мӑкӑрӑла тӑсӑлаҫҫӗ, кӗркунне сӳрелесе хӑварнӑ ҫӗр вилнӗ пек хускалмасӑр кӑтрашкаланса выртать, — унта ӳксе пӗтнӗ кӗрхи калча саралса выртать.

Там, где как замерзшие волны, бугрится серебряная от снега пахота, где мертвой зыбью лежит заборонованная с осени земля, — там, вцепившись в почву жадными, живучими корнями, лежит поваленное морозом озимое жито.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шуҫӑм килнӗ тӗле тӑм ӳксе йывӑҫсен йӗпе тураттисене ҫӳхе пӑрпа витет.

К заре заморозок ледком оковывал мокрые ветви деревьев.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурҫӗр фронтра ҫапӑҫнӑ анат енчи казаксем, Тури Дон полкӗсем сутӑнчӑкла хӑтланнӑшӑн хыпӑнса ӳксе, ҫапӑҫусӑр-мӗнсӗр каялла чакаҫҫӗ.

Удрученные изменой верхнедонских полков, без боя отступали бившиеся на Северном фронте низовские казаки.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хӗрлисемпе татах темиҫе хут куҫа-куҫан тӗл пулчӗ, казаксен пулисем хӗрлӗармеецсен ури айӗнчи ҫӗре тӑпӑлтара-тӑпӑлтара илнине, лешсем, тӗшӗрӗлсе ӳксе, ҫак пулӑхлӑ та хӑйсемшӗн ют ҫӗр ҫинче пурнӑҫӗсене хӑварнине курчӗ.

Еще несколько раз Григорий сходился лицом к лицу с красными, видел, как пули казаков вырывали из-под ног красноармейцев землю и те падали и оставляли жизнь на этой плодовитой и чужой им земле.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Евгений пӑлханса кайни вӑл хыпӑнса ӳксе пирус чӗртнинчен курӑнчӗ.

Торопливостью, с какой стал закуривать, Евгений выдал себя.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗвел пайӑркисем, Листницкин пенсне кӗленчи ҫине ӳксе, шрапнель пек тӗпренсе тӑкӑнаҫҫӗ.

У Листницкого в стеклах пенсне шрапнелью дробятся, преломляясь, солнечные лучи.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем, йӑлтӑркка сӑмсисене ҫӗре перӗнтерес пек тӑсӑлса ӳксе, асар-писеррӗн вӑйкӑнса ҫывхараҫҫӗ, сывлӑша ҫӑтӑ-ҫӑтӑ, чарӑлчӑк сӑмса шӑтӑкӗсемпе хартлатаҫҫӗ, таканламан чӗрнисемпе йӗпе ҫӗре лачӑртаттарса татти-сыпписӗр ыткӑнса пыраҫҫӗ.

Они стлались в бешеном намете, почти касаясь лоснящимися мордами земли, раздутые ноздри их с храпом хватали воздух, некованые копыта выбивали сырой гул.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем хушшинче — Христоня, Аникушка, Федот Бодовсков, Шамиль Мартынӗ, Иван Томилин, шерте пек вӑрӑм Борщовпа упа пек мӑран Захар Королев, Прохор Зыков, чикан урапи ҫинчен ӳксе юлнӑ Меркулов, Епифан Максаев, Егор Синилин тата вунӑ-вунпилӗк ҫын пӗр тантӑш ҫамрӑксем.

Среди них Христоня, Аникушка, Федот Бодовсков, Мартин Шамиль, Иван Томилин, жердястый Борщев и медвежковатый увалень Захар Королев, Прохор Зыков, цыганская родня Меркулов, Епифан Максаев, Егор Синилин и еще полтора десятка молодых ребят-одногодков.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Калмӑк Хветюкӗ тин анчах Кумылженскинчен таврӑннӑ, лаши ӳксе вилнӗ унӑн.

Федотка Калмык вернулся из Кумылженской, конь у него загубился.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кӗлте ҫӗрӗшнӗ-ҫке, ӳксе юлнӑскер.

— Так сноп же подгнивший, завалящий.

Ҫӗр улпучӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Те французсем вырӑссене асӑрханӑ, те ыт ахальтенех ҫул ҫине персе тӑма шутланӑ, анчах тӑшманӑн йӗтрисем шӑп сӑрт патне, Суворов ҫумнех ӳксе, фельдмаршал тавра тӑпра ҫӗкленӗ…

То ли французы заметили русских, то ли просто решили обстрелять дорогу, только ложатся неприятельские ядра у самого бугорочка, рядом с Суворовым, вздымают землю вокруг фельдмаршала.

Умра тата хыҫра // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Бунчук, ҫав тери сехӗрленсе ӳксе, унӑн питне сӑн кӗме, тӑнлавӗсем ҫутӑрах тӗспе сарӑхма пуҫланине асӑрхарӗ.

С безграничным ужасом заметил Бунчук, что лицо ее светлеет, становится прозрачней, желтей у висков.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑчӑ! — кӑшкӑрса ячӗ те хӗр, вӗткеленсе ӳксе, макӑрса ячӗ:

Жарко! — крикнула она и заметалась, заплакала:

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна ыталаса чуп турӗ; унтан, пӗтӗм ӑс-тӑна пырса ҫапнӑ хӑрушӑ намӑса ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр, чӑтма ҫук сехӗрленсе ӳксе, хӑй пултарайманнине сиссе илчӗ.

Бунчук целовал ее и с ужасом, с великим, захлестнувшим все его сознание, стыдом чувствовал, что он бессилен.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, кача пӳрнине чармакласа, пирускине аяккалла тытнӑ та, темскер — ахӑртнех, темле путӗш ӗҫ ҫинчен пулмалла — каласа парать; Анна каҫӑрӑлса ӳксе ахӑлтатать.

Он отводил папиросу, топыря мизинец, и что-то рассказывал — повидимому, смешное: откидываясь, сочно смеялась Анна.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ури вӗҫӗнче, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе, арӑмӗ татӑлса йӗрет.

У ног его билась упавшая на колени жена.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Улӑхра кумӑшӗ макӑрса кӑтартрӗ, хӑй еккипех ҫуна ҫинчен ӳксе юлчӗ.

Тут кум заплакал и добровольно упал с саней.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорие Миллеровӑран лартса тухнӑ Пантелей Прокофьевич, Ҫирӗк Варӗнче чарӑнса тӑмасӑрах Кашара ӳксе, унта ҫӗр каҫма шут тытрӗ.

Пантелей Прокофьевич, везший Григория из Миллерова, решил в Ольховом Рогу не останавливаться, а тянуть до Кашар и там заночевать.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах вӑл маларах ӗлкӗрчӗ: пӗтӗм пӗвӗпе сылтӑмалла ҫаврӑнчӗ те, кукленсе, хӗҫне туртса кӑларчӗ, унтан вӗҫнӗ пек малалла тӑсӑлса ӳксе, хӑрушла вӑйпа Чернецова пуҫран туртса касрӗ.

Но он опередил их; всем корпусом поворачиваясь вправо, приседая, вырвал из ножен шашку и, выпадом рванувшись вперед, со страшной силой рубнул Чернецова по голове.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шрапнель чернецовецсен таткаланса пӗтнӗ речӗсене ним шелсӗр шӑла-шӑла каять, татти-сыпписӗр снарядсем ӳксе ҫурӑлаҫҫӗ.

Крыла шрапнель измятые цепи чернецовцев, густо ложились снаряды.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех