Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑмӑр (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑмӑр кӑмрӑка 2010 ҫулта 100 млн тонна кӑларнӑ.

Добыча бурого угля в 2010 году составляет 100 млн тонн.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Яштака кӗлеткеллӗскер, кӗске кӗрӗк тӳмисене вӗҫертнӗ, хӑлхисене тӑратнӑ ҫӗлӗкне чалӑш лартнӑ, хӑмӑр куҫӗсем хӗсӗнме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсен ывӑлех пулмалла: сарлака ҫамки те, хура куҫ харшийӗ те, хӑмӑр куҫӗсем те, хулӑн сӑмси те ашшӗнни евӗрлех.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑмӑр ҫулҫисене тӑкман юмансем шурӑ юр ҫинче уяври пек мӑнаҫлӑн та капӑррӑн курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хрисан текеннин хӑмӑр куҫӗсем кулнӑ пек пӑхаҫҫӗ, янаххи варринче те, икӗ питҫӑмартийӗнче те хӗрарӑмӑнни пек путӑксем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑрӑн та ҫывӑрса лармалла мар та, хӑравҫӑсем нумай ҫав, — хӗре пуҫланӑ Ҫӗпритунӑн сӑмси таврашне хӗрлӗ сӑн ҫапрӗ, хӑмӑр куҫӗсем чӑл та чал вут сирпӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Мӗнле ҫавӑн чул пыла пӗрре ларса ҫисе ямалла», — тӗлӗнсе пӑхрӗҫ Кулюккан шӑтӑкран тухнӑ шӑши пек выляса тӑракан хӑмӑр куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чим-ха, — председателӗн хӑмӑр куҫӗсем йӑлкӑшса ҫиҫсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шурӑ пурҫӑн кӗпеллӗ, хӑмӑр галстуклӑ, хӑмӑр бостон костюм тӑхӑннӑ шукӑль каччӑ пырса ларнӑ Роза ҫумне, кӑмӑллӑн пуҫ тайса, ирӗк ыйтсах ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эх, ывӑлу-и унта, упӑшку-и, вылятӑр савӑнса, мана асӑнса! — хӑмӑр футляр ӑшне чикнӗ купӑса, пиеленӗ ача тыттарнӑ пек, ачашшӑн тыттарчӗ Кулюккана шапӑлти купӑсҫӑ — Хе-хе-хе!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Молотилка уласа ларнӑ тӗлте хӑмӑр тусан ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура куҫ харшиллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, тӳрӗ сӑмсаллӑ, тӑп-тӑп кӗлеткеллӗскер, пилӗкне ҫутӑ тӑхаллӑ ҫар пиҫиххийӗ туртса ҫыхнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулаш енчен хӑмӑр хӑма ҫапнӑскер, таврари ытти ҫуртсенчен уйрӑм ларнипе ҫеҫ палӑрса тӑрать темелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ кирлине ҫеҫ вулӑп, — куҫлӑх ҫийӗн пӑхрӗҫ ват хуҫан хӑмӑр куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тар шӑрши перекен хӑмӑр кӗпине ешӗл курӑк ҫине сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку тӗлте ун юхӑмӗ яланах хӑмӑр хӑйӑр тӗслӗ, пӑтранчӑк.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил хушши вӑта ҫӗрӗнче ларакан ватӑ хурӑн тӑрри каҫхи хӑмӑр тӳпе ӑшне кӗрсе пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫутӑ хӑмӑр тӗслӗ сӑрӑпа сӑрланӑ урай варринче — ҫавра питлӗ пысӑк сӗтел.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл юнашар утакан хусах ҫине кӑтра ҫӳҫӗнчен пуҫласа купӑсла хутлатнӑ атӑ кунчи таранах пӑхса анчӗ: комбайнпа ӗҫлет пулсан та, кӑвак кӗпи те, хура хӑмӑр шӑлаварӗ те таса, вӗсене паян ир ҫеҫ якатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех