Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑшпӗр хуласенче гарнизонпа хула милицийӗ ҫине кӑшт шанса тӑнӑ пулсан, сасартӑк вӑл хуласене тухса тарнӑ монахсен, жидсен, хӗрарӑмсен ушкӑнӗсем йышлӑн пырса тулаҫҫӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсене тӑватӑ ҫул каярах иккӗшне те пӗр ӗҫпе «Рабочи класа ирӗке кӑларас союз» пиркиех арестлесе, пӗр хуланах ссылкӑна янӑ пулин те (вӑл хулана хӑш-пӗр карта ҫинче шыраса тупма та ҫук: Вятка кӗпӗрнинчи Орлов ятлӑ хула), Курак та ун патне каймарӗ, Густылёв та ӑна хӑй патне чӗнмерӗ.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Халӗ ӗнтӗ шурӑ чуллӑ хулана ҫитиччен канлӗ ҫывӑрма пулать: шурӑ чуллӑ хула тесе — ӗлӗкренех Мускавра пурӑнакансем хӑйсен хулине ҫапла хисеплесе калаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Россошь хули ун йышне пӗртен пӗр хулапа муниципаллӑ хула тӑрӑхне йӗркелет.
Россошь // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 1%88%D1%8C
Ку ахаль хула мар, ку хулара илемлӗ те тутӑ телейлӗ ҫынсем, пасарта тӗркелешсе ҫӳреме юратса, хӑйсен кӑмӑлне мӗн кайнине пӗтӗмпех туянакансем пурӑнакан юмахри пуян ҫӗршыв хули пек курӑнать.
Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Казилин хулинчи халӑх гладиаторсем сасартӑк килсе ҫитнинчен хӑраса ӳкрӗ, Спартака хирӗҫ хула влаҫӗн представителӗсене ячӗ, хулана кӗме кансӗрлемерӗ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пирӗн хула та вырӑс хули пулнӑ, малашне те вырӑс хули пулать.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Хула ҫыннисене юратман вӑл, хулара, ӗҫлӗ паллашусемсӗр пуҫне, никампа та ҫыхӑну тытман; хула ӑна хӑйне те юратманнине, ӑна мӑнкӑмӑллӑ, хаяр тесе шутланине, анчах Алексее вӑл хулана илемлетме тӑрӑшнӑшӑн, вӑл тӗп урама чул сартарнӑшӑн, площаде ҫӑкасем лартса хитрелетнӗшӗн, Ока хӗрринче сад, бульвар тутарнӑшӑн пит те хисепленине пӗлнӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хула илессӳ килсен — ил ак ҫап-ҫара хулана, ишсе тӑкнӑ хулана.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл каланӑ: «Кучум пек вӑйлӑ патша тӗнчере те ҫук. Унӑн Сибирь хули тӗнчере чи пысӑк хула. Вӑл хулара халӑх, выльӑх-чӗрлӗх пӗлӗт ҫинчи ҫӑлтӑр пек йышлӑ. Кучум патшанӑн ҫарӗ хисепсӗр нумай, ӑна пӗтӗм тӗнчери патшасем пӗрле тытӑнсан та ҫӗнес ҫук», — тенӗ.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӑва хулин чапӗ пысӑк ялтан ытла мар та, халиччен ятлӑ хуласенче пулса курман ҫыншӑн вӑл ҫапах та хула пек-ха.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Раҫҫей Строительство министерстви Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указне тӗпе хурса шутласа палӑртакан хула хутлӑхӗн пахалӑх индексӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республика федерацин Атӑлҫи округӗнче тирпей-илем кӗртнӗ хуласен тӳпи енӗпе тӳрех виҫӗ ушкӑнра — пысӑк, вӑтам тата пӗчӗк хуласен йышӗнче — малти ретре тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Ун умӗнче ахаль хула мар, ҫеҫенхирсен тӗп хули выртать, ытти хуласенчен пачах уйрӑм хӑйне кура хула, хир пек сарлака урамлӑ, сарлака проспектлӑ; садсем ӑшӗнче шурӑ ҫуртсем лараҫҫӗ, хула тулашнелле кайнӑҫем садсем тата ҫӑрарах, йывӑҫсем ҫуртсене курӑнми пуличченех хупласа илеҫҫӗ те ҫеҫенхир тӗсӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ…
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Капитулянтсемех К. хулине депутаци янӑ, вӗсене ертсе каяканӗ Юрдан чорбаджи пулнӑ, вӗсем вара Бяла Черква халӑхӗ ячӗпе султана юрас тесе хула вӗсене хирӗҫ пулас ҫук, хулана хӳтлӗх пама ыйтатпӑр тесе пӗлтернӗ.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Бяла Черква хулине Клисурӑна ҫӗмӗрнӗ пек ан ишсе тӑкӑр тесе ӳкӗте кӗртме пит те йывӑр пулнӑ имӗш: хула вара Тосун-бей пин лирӑ пама пулнӑ, ҫавӑнпа ҫеҫ Тосун-бей хӑй ушкӑнне Бяла Черква хулине ҫӗмӗрсе тӑкасран ҫырлахтарса хӑварма пулнӑ, укҫине парсан, тӗрӗксем килӗсене кайма пултарнӑ; унтан тата хула хӑлӑхӗ пур хӗҫ-пӑшала та ҫӗҫӗ пекӗ таранччен тӗрӗксене памалла пулнӑ; ҫийӗнчен тата пур шанчӑксӑр ҫынсене те влаҫсен аллине памалла пулнӑ.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Амӑшӗ пӗшкӗнсе ларнӑ, ҫар пуҫӗн уҫса хунӑ пуян чатӑрӗ витӗр ӑна хула курӑннӑ; ҫав хулара вӑл, йывӑрланнине сиссе, малтанхи хут ыррӑн ҫӳҫенсе илнӗ, унтан тӳсме ҫук асапланса ачине ҫуратнӑ; ҫав ачи ӗнтӗ ватас-аркатас шухӑшпа ҫеҫ пурӑнать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Кунта ун мӑн аслашшӗсем сӗм авалхи чулсенчен ҫуртсем тунӑ, хула стенисене купаланӑ, ҫак ҫӗр айӗнче ун йӑх-тӗпӗнчи тӑванӗсен шӑммисем выртнӑ; амӑшӗн чӗри ҫав чулсемпе, ҫӗрпе, халап-юмахсемпе, юрӑсемпе тата ҫынсен шанчӑкӗсемпе татса татӑлми сыпӑнса тӑнӑ — хӑйӗн чи ҫывӑх тӗпренчӗкӗ пӗтме пуҫланӑшӑн чӗрипе татӑлса йӗнӗ: ун чӗри ӗнтӗ тараса пек пулнӑ, анчах ывӑлне юратнипе хулана юратнине виҫсе пӑхсан — вал хӑшӗнчен хӑшӗ ытларах тайнине ӑнланма пултарайман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хулана шыв паракан пур ҫырмасене те тӑшман вилӳтсем пӑрахса тултарнӑ, виноград сачӗсене ҫунтарса янӑ, хирсене таптаса пӗтернӗ, садсене касса тӑкнӑ — хула, йӗри-тавралӑх ҫаралса юлнипе, пур енчен те уҫҫӑнах курӑннӑ, тӑшман тупписемпе йывӑр пӑшалӗсем ун ҫине кашни кунах, чугунпа тӑхлан сапнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫав ешӗл-сӑрӑ тӗс витнӗ, ҫурма-ишӗлсе йӑтӑнса аннӑ пек ҫурт, хиртен хула еннелле хӑйӗн путса кӗнӗ куҫ пек ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ чӳречисемпе пӑхса ларатчӗ те, хула тулашне кӑларса ывӑтнӑ, шӑпа кӳрентернӗ, вилес патне ҫитнӗ мӗскӗн уксах-чӑлах пек туйӑнатчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Иван Матвеевич малтанхи кунне ӗҫе каймарӗ, ним канӑҫа пӗлмесӗр хула тӑрӑх кускаласа ҫӳрерӗ; хуларан таврӑнмассерен киле е пӗчӗк михӗ, е карҫинкке йӑтса таврӑнчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956