Шырав
Шырав ĕçĕ:
хастарӗсем (тĕпĕ: хастар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманкас тата Энтимӗркасси хастарӗсем хулӑн вӗрен туртса вӑй виҫрӗҫ, иккӗмӗшсем ҫӗнтерчӗҫ.
Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Уйрӑм хастарӗсем асӑннӑ купасенчи выртан-тӑрана тиесе яраҫҫӗ, хытӑ каяша уйӑрса пухнӑ ырӑ тӗслӗхсене пропагандӑлаҫҫӗ.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Уйрӑм хастарӗсем асӑннӑ купасенчи выртан-тӑрана тиесе яраҫҫӗ, хытӑ каяша уйӑрса пухнӑ ырӑ тӗслӗхсене пропагандӑлаҫҫӗ.
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Мускаври ӗҫ-пуҫпа паллашнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ юхӑмӑн вырӑнти хастарӗсем сӑмах илчӗҫ.
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Ҫулталӑкри чи илемлӗ уяв умӗн ӗҫлӗ калаҫу пуҫарчӗҫ Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн хастарӗсем.
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Малтанах виҫӗ ушкӑна пайланса Лепетер ялӗн хастарӗсем, анчахрах салтак атти хывнӑ ҫамрӑксем тата тӑван енре тӗпленсе ҫемье ҫавӑрнисем волейболла вылярӗҫ.
Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Штаб хастарӗсем общество пурнӑҫӗнче яланах малта, вӗсем патриот воспитанийӗпе ҫыхӑннӑ акцисенче - чи малти ретре.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Уява халалласа ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш Енри студотрядсен хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№