Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хастарӗсем (тĕпĕ: хастар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усӑнса аннӑ кӗпере, маларах пуҫаруллӑ бюджет программипе тунӑскере, ял хастарӗсем кӗске вӑхӑтра юсаса хума пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫавӑн пекех кадет класӗнче вӗренекенсем, юнарми членӗсем, шкулти шырав отрячӗн хастарӗсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн парадра утса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Парад мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/parad-manacl ... me-curatat

Ҫил вӗрнипе йӗри-тавра ыткӑнса вӗлкӗшекен ялавсем чун-чӗрере мӑнаҫлӑх ҫуратрӗҫ, вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗн хастарӗсем шӑратакан юрӑ-кӗвӗ ырӑлӑхпа канӑҫлӑх кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Чӑваш Республикин Правительствин пайташӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, общество хастарӗсем палӑк патне чечексем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Космонавтика паттӑрӗсене сума суса // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60739

Ял хастарӗсем тӑрӑшнипех клуб та ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Мускавра пурӑнакан чӑваш юхӑмӗн хастарӗсем черетлӗ ӗҫе сӑвӑ калама юратакансемпе ҫыхӑнтарнӑ — «Ялан янра, чӑваш чӗлхи!

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Ял хуҫалӑх хастарӗсем «Фермер шкулӗнче» хутшӑнусене аталантарма, патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗсем ҫинчен ытларах пӗлме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969

Мускаври «Халӑх фрончӗн» хастарӗсем Шупашкара килнӗ.

Активисты Народного фронта из Москвы приехали в Чебоксары.

Мускаври хастарсем Шупашкара тӗрӗслевпе килнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34860.html

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... ravlatp-r/

Малтанах пуҫтарӑннисем — Ульяновск облаҫӗнчен, Тутарстанран, Пушкӑртстанран килнӗ чӑваш юхӑмӗн хастарӗсем, Олег Николаевичӑн тӑванӗсем, ял ҫыннисем Таса Турӑ Амӑшӗн ҫуралнин ячӗллӗ чиркӳре Силуан иеромонах ирттернӗ кӗлӗре пулнӑ, шкул музейӗпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем шыранӑ.

Его искали активисты «Лизы Алерт» вместе с полицейскими.

Кӗрекаҫ каччин виллине тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34472.html

Ӑна «Лиза-Алерт» хастарӗсем тата полицейскисем шыраҫҫӗ.

Его ищут активисты «Лиза-Алерт», а также и полицейские.

Муркаш районӗнчи 19-ти каччӑна шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34455.html

Асӑну аллейинче Питӗрти чӑваш хастарӗсем ентешсене асӑнса стелла вырнаҫтарасшӑн.

На аллее памяти петербургские чувашские активисты хотят разместить памятную стеллу о земляках.

Чӑваш салтакӗсене асӑнса Питӗрте стелла вырнаҫтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34357.html

«Агрохмель» хастарӗсем каҫхи 10 сехетченех тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

Юнкун «ZOV Вурнары» хастарӗсем Артур Михайлов, Андрей Ефимов, Дмитрий Яковлев Ульяновск облаҫне ҫар ӗҫӗнче питӗ кирлӗ техникӑна - УАЗ машинӑна - ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Ӗҫ хастарӗсем фронта кирлӗ задачӑсене пурнӑҫлама пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Вӑрнарти 1-мӗш, Калининӑри, Ҫӗрпелти, Малти Ишекри, Хапӑсри, Ярмушкари, Туҫи Мӑратри шкулсенче, Калининӑри шкул-интернатра тата Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекенсемпе педагогсем, историпе краеведени музейӗн хастарӗсем, Ҫавалкас, Хирпуҫ, Ершепуҫ, Ярмушка ял поселенийӗсенче пурӑнакансем, Мӑньял Хапӑсри тата Шӗнер Ишекри культура ҫурчӗсен маттурӗсем уйрӑмах активлӑхпа палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Салтака тутӑр парнеле // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11523-sa ... -r-parnele

Пултаруллӑ учительсен «Лампа» клубӗн хастарӗсем унччен «Ҫулталӑкри учитель» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ.

Активисты творческого учительского клуба «Лампа» ранее участвовали в конкурсе «Учитель года».

Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем телевӑйӑра ӑмӑртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33713.html

Волонтер организацийӗсен хастарӗсем кашни ҫулах республикӑри, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери мероприятисене йӗркелесе ирттерме пулӑшаҫҫӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ акцисем ирттереҫҫӗ.

Ежегодно активисты волонтерских организаций сопровождают республиканские, всероссийские и международные мероприятия, проводят социально значимые акции.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Пуканкассинчи Хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсем, акӑ, ҫӑм нускисем ҫыхма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех