Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл канӑҫсӑр пулнӑ пек пӗрмаях сӑран картузне тыткаласа пырать, — ӑна куҫ ҫинеллех антарса лартать, тутипе мӑкӑртатать те мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ пек йӗри-тавра пӑхкалать; картузне ӗнси ҫинелле тӗртсе ярать, ҫамрӑкланса каять те, тем кӑмӑла каякан япала ҫинчен шухӑшласа, усси ҫинелле пӑхса йӑл кулать, унӑн ӗҫ нумай пулнине те, шыв ерипен ҫеҫ чакни ӑна пӑшӑрхантарнине те ӗненес килмест, — ун пуҫӗнче темле ӗҫ шухӑшӗсем мар пулмалла выляса тӑраҫҫӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун тӑрӑх чылайччен каллӗ-маллӗ утса ҫӳрекеленӗ вӑл, тырӑ ямалли пуркӑна, микроскоп витӗр пӑхнӑ пек, хӑрах куҫӗпе пӑхса илнӗ, влагомера тыткаласа пӑхнӑ, технически тараса ҫине пӳрнипе пуснӑ (ун пирки, тараса ҫӗмӗрлесрен хӑраса, лаборантка кӑшкӑрсах янӑ), вара тӳрех: — Ӗҫе урӑхлатса лайӑхлатӑр! — тенӗ.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Кӗнеки пачӑшкӑн пулнине пӗлсессӗн, вӗсем пурте пачӑшка романсем вуланинчен тӗлӗнсе те тарӑхса ӑна тата тепӗр хут тыткаласа пӑхрӗҫ, ҫапах та ҫавӑ вӗсене пӑртак лӑплантарчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пичӗ унӑн кайӑк пичӗ пекскер, вӑль-валь вылякан куҫлӑскер, пӗтӗмпе те вӑл, тӗкӗр умне лартакан фарфор кӗлетки пек хитрескер Салтаксем калатчӗҫ: «Унӑн сылтӑм аяккинче пӗр аяк пӗрчи ҫук, ҫавӑнпа та утнӑ чухне вӑл темле тӗлӗнмелле суллан калать», тетчӗҫ; анчах маншӑн ҫавӑ лайӑх пек туйӑнатчӗ, тата ӑна килкартишӗнчи ытти дамӑсенчен — офицер арӑмӗсенчен тӳрех уйӑрса илме пулатчӗ; лешсем, — хӑйсен хытӑ янтракан сасӑсем, чӑпар тумсем ҫӳлӗ турнюрсем пур пулин те, — темле тыткаласа киветнӗн туйӑнатчӗҫ, вӗсем тӗттӗм пӑлтӑрта, тӗрлӗрен кирлӗ мар япаласем хушшинче нумайччен манӑҫа кайса выртнӑ темеллеччӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ҫапла, эсир тӑрӑшнӑран ҫакӑн пек пулса тӑтӑм иккен? — терӗ вӑл мӑнаҫлӑн, хӑйне пысӑка хунӑ пек тыткаласа.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ҫаруран ачасем Лоторица шывӗ хӗрринче вӑлтасем тыткаласа ҫӳреҫҫӗ, вӗсен сӑн-пичӗ хӗвелпе кӑшт хӗрелме те ӗлкӗрнӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Урасем кӗлеткене аран-аран тыткаласа тӑраҫҫӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Заварухин чӳрече янахӗ ҫинчен анчӗ, тӳмине тыткаласа пӑхрӗ те калать:А Заварухин с подоконника встал, пуговицу потрогал и говорит.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Вӑл аллисемпе тыткаласа хӑпарма та пикеннӗ, анчах аллисенче вӑй ҫитмен, ача каллех татӑлса аннӑ.Пробовал подняться на руках, но руки оказались слабыми и не удержали — мальчишка снова сорвался.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Владимир Михайлович пирӗнпе пӗрле вӑрман тӑрӑх тата нумай ҫӳрерӗ, вӑл унта хӑйӗн килӗнчи пекех пулчӗ, кайӑксем, йывӑҫсем, чечексем, вӑрманти тискер кайӑксен йӑлисем, сунарҫӑсен паллисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах, чӗрӗ лӗпӗшсене тытнӑ пекех, чечексене тыткаласа пӑхрӗ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Семен Афанасьевич, — тет Плетнев, хӑйне ытла та ирӗккӗн тыткаласа.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Куна эпӗ малтанхи кунах асӑрханӑ ача ыйтнӑ иккен: астӑватӑп, вӑл хӑй тавра пухӑннӑ ачасене чӑн-чӑн хуҫа пек тыткаласа шур ҫӑкӑр валеҫсе ларатчӗ.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Виктор Сергеевич унпа пӗр каварлӑ пек пулса ывӑлне куҫ хӗсе-хӗсе пӑхкаласа илет, унӑн тиртен ҫӗлетнӗ ҫӑмламас тумтирне тыткаласа пӑхать, рюкзака япаласем чике-чике хурать:
Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗрмай тусӗсемпе пӑшӑлтатать вӑл, хӑйӗн тиртен ҫӗлетнӗ тумне час-час тыткаласа пӑхать: юлашкинчен ашшӗн бинокльне рюкзака пытарса хучӗ.
Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чӗлӗме пӗли-пӗлми тыткаласа, Кэукая вӑрттӑн куҫ хӗссе илчӗ те вӑл, пӗрре ӗмсе илнипех каҫса кайсах ӳсӗрме тытӑнчӗ.Неумело взяв трубку, Петя заговорщически подмигнул Кэукаю, затянулся и громко закашлялся.
Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Никам сисмен хушӑрах тахши Минакова хӗнесе тӑкнӑ, вӑл аллисемпе хӳмерен тыткаласа, урампа утса пырать, юнлӑ сурать хӑй, ӗсӗклесе йынӑшать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӗсем япаласене тыткаласа, хыпашлакаласа пӑхаҫҫӗ, пӳртрен йӑта-йӑта тухаҫҫӗ.
Сывӑ пул, Чӗмпӗр! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӗрне пӑхатӑн та — тимӗрпе тыттарнӑ пек, — Лелюков пӑхӑр кӑкшӑма тыткаласа пӑхрӗ, — ҫав йӳҫӗке пӗр икӗ-виҫӗ хут сыпать те куҫ умӗнче шӑранса пӗтет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аялалла, тӗмӗсемпе тымарсенчен тыткаласа антӑмӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Начинкин тӑна кӗрсе, стенаран тыткаласа пулемёт патне хӑпарса ҫитичченех персе тӑнӑ вӑл.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.