Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Тин кӑна этемле мар мӑнаҫланса, хӑйне тинӗс хумӗсене итлеттерекенӗ вырӑнне хунӑскерӗ, чи ҫӳллӗ тусене виҫепе виҫме шухӑшланӑскерӗ, ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, пурне те Туррӑн куҫкӗрет вӑйне кӑтартса ӑна ҫӗклевӗҫпе йӑтса пынӑ, 9. ӗнтӗ усал ҫыннӑн ӳт-пӗвӗнчен темӗн чухлӗ хурт йӑшӑлтатса тухнӑ, чирӗпе асапне пула чӗрӗ чухнех ӳчӗ таткаланса татӑла-татӑла ӳкнӗ; унран тӳсмелле мар ҫӗрӗк усал шӑршӑ пӗтӗм ҫарӗпе сарӑлнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль ҫылӑхӗ — Авенри тӳпем вырӑнсем — тӗп пулӗҫ; вӗсен чӳк вырӑнӗсем пулнӑ ҫӗрте йӗплӗ курӑкпа ҫумкурӑкӗ ӳссе ларӗ, вара вӗсем тусене: «хупласа илӗр пире» тейӗҫ, сӑртсене: «йӑтӑнса анӑр пирӗн ҫине!» тейӗҫ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Вӑрмансемпе тусене пӗтерме ҫӳлтен яракан вут-ҫулӑм та мӗн тумаллине тӑвать; кусем вара тӗсӗпе те, вӑй-хӑвачӗпе те вӗсем евӗрлӗ мар.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑй ҫу сӗрсе янӑ Кир патшана Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсене санӑн ҫӗнтермелле пултӑр тесе, Эпӗ сана сылтӑм алӑран тытса тӑрӑп, саншӑн алӑксем уҫӑлччӑр, хапхасем ан хупӑнччӑр тесе, патшасен пиҫиххийӗсене салтса илӗп; 2. Эпӗ санӑн умӑнта пырӑп, тусене тикӗслетӗп, пӑхӑр хапхасене ҫапса салатӑп, тимӗр сӑлӑпсене аркатӑп; 3. Эпӗ — сана ятран чӗнекен Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ — сана ҫакна пӗлтересшӗн, тӗттӗм вырӑнсенче упранакан хаклӑ мула, пытарнӑ пуянлӑха сана парӑп.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ Эпӗ санран ҫивӗч, ҫӗнӗ, шӑллӑ тӑпачӑ турӑм; эсӗ тусене ҫапса ватӑн, авӑртӑн, сӑртсене арпа пек тӑвӑн.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тинӗссене хӑйӗн ывӑҫӗпе ӑсса виҫекенӗ, пӗлӗтсене шичӗпе шитлесе тухаканӗ, ҫӗр тӑприне виҫев савӑтне кӗртекенӗ, тусене тараса ҫине, сӑртсене виҫев ҫатми ҫине хурса виҫекенӗ кам вӑл?
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗлӗтне тайӑлтар та — аяла ан; тусене сӗртӗн те — вӗсенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухӗ; 6. ҫиҫӗмне ҫиҫтер те — салатса яр вӗсене; уххусемпе пер те — ҫыхлантарса ӳкер вӗсене; 7. ҫӳлтен аллуна тӑс та — хӑтар мана, пысӑк шывсенчен, ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен ҫӑл мана: 8. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.
Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл ҫӗр ҫине пӑхать те — ҫӗр чӗтренет; тусене сӗртӗнет те — вӗсенчен тӗтӗм тухать.32. Призирает на землю, и она трясется; прикасается к горам, и дымятся.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ тусене ҫӳлтен шӑваратӑн, Санӑн ӗҫӳсенӗн ырӑлӑхӗпе ҫӗр тӑранать.13. Ты напояешь горы с высот Твоих, плодами дел Твоих насыщается земля.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑрмана вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ пек, тусене ҫулӑм вӗтеленӗ пек, 16. вӗсене Хӑвӑн тӑвӑлупа хӑвала, Хӑвӑн ҫавраҫилӳпе шуйхантар; 17. эй Ҫӳлхуҫа, вӗсен питне намӑспа хупла, вӗсем Санӑн ятна шыраччӑр!
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн ӗмӗлки тусене хупласа илчӗ, турачӗсем, сарӑлса, Турӑ кедрӗсене хупларӗҫ; 12. турачӗсене вӑл тинӗс хӗрринех, хунавӗсене юханшыв хӗрринех ҫитерчӗ.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл тусене куҫарса лартать те, вӗсене паллаймаҫҫӗ те: Вӑл вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе улшӑнтарать; 6. ҫӗре хӑй вырӑнӗнчен хускатать те, унӑн юписем чӗтренсе тӑраҫҫӗ; 7. хӗвеле калать те — хӗвел тухмасть, ҫӑлтӑрсем ҫине пичет пусать.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тапӑнса тухма каласассӑн та, ҫавна тӑваҫҫӗ вӗсем; вӗсене тӑшмансене хирӗҫ ярать пулсассӑн, вӗсем каяҫҫӗ, тусене, хӳмесене, пашнесене аркатаҫҫӗ, 5. вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те вилеҫҫӗ, анчах патша сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ; ҫӗнтерес пулсассӑн, туртса илнӗ тупӑша та, ыттине те пӗтӗмпех патшана килсе параҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ каланӑ: тух та ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне тӑр; акӑ Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнчен тусене кисретекен, ту чакӑлӗсене аркатакан вирлӗ те вӑйлӑ ҫил пырӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫилре мар; ҫил хыҫҫӑн ҫӗр чӗтренӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫӗр чӗтренинче мар; 12. ҫӗр чӗтренӗ хыҫҫӑн вут-ҫулӑм тухӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — вут-ҫулӑмра мар; вут-ҫулӑм сӳнсессӗн, лӑпкӑ ҫил вӗрӗ, [Турӑ — ҫавӑнта], тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Шыв ҫӗр ҫине шутсӑр нумай капланса тулнӑ; пӗтӗм тӳпе айӗнчи ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ; 20. вӗсен тӗлӗнчи шыв вунпилӗк чике чухлӗ хӑпарнӑ, ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.