Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

станицӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Станицӑра та хуҫа ҫук.

Да и в станице нет хозяина.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кочубей ячӗпе тӑракан колхоз председателӗ пулса Дарья Никитична Байкова ӗҫлет, станицӑра ӑна: Даша аппа тесе чӗннӗ.

Председателем колхоза имени Кочубея работала Дарья Никитишна Байкова, — в станице ее звали; тетя Даша.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вениаминпа Тихӑн та фронта кайрӗҫ, вӗсем кайнӑ хыҫҫӑн станицӑра татах та кичемрех, пушӑрах, шӑпрах пулса, юлчӗ.

Ушли Вениамин и Тихон, после них стало еще глуше, тише, скучнее.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пилӗк ҫул хушши пурнӑҫ ҫитменнипе тертленнӗ вӑл, ҫывӑхри хуторсенчи казаксене кашни сум укҫапах улталаса, хӗстерсе пурӑннӑ, унтан, сасартӑках темле майпа пуйса кайса, Шибай Серёжкинчен — Сергей Платонович пулса тӑнӑ, станицӑра вак-тӗвек тавар лавкки уҫнӑ, ухмаха ере пуҫланӑ пупӑн пуян тупраллӑ хӗрне качча илнӗ те пусма-тавар магазинӗ уҫнӑ.

Лет пять бедствовал, жулил и прижимал казаков окрестных хуторов на каждой копейке, а потом как-то сразу вырос из Сережки-шибая в Сергея Платоновича, открыл в станице галантерейную лавчушку, женился на дочке полусумасшедшего попа, взял немалое за ней приданое и открыл мануфактурный магазин.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тата ҫулталӑкра пӗр-икӗ хутчен, тавар патне каятӑп тесе, Воронежа кайса килнӗ, анчах та, тӗрӗссипе, вӑл унта тавар патне мар, станицӑра халлӗхе лӑпках-ха, казаксем нимӗнле усал ӗҫ те тума шутламаҫҫӗ, тесе пӗлтерме ҫӳренӗ.

И два раза в год ездил в Воронеж, будто за товаром, а на самом деле доносил, что в станице пока-де спокойно и казаки нового злодейства не умышляют.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсемпе пӗрле хӑйсен хуторӗнчен тата виҫӗ казак: Федот Бодовсков — ҫамрӑк та калмӑк евӗрлӗрех шатра питлӗ казак, Атамански полк лейб-гвардийӗн иккӗмӗш черетӗнче тӑракан Хрисанф Токин, станицӑра ӑна Христоня тесе чӗнеҫҫӗ, тата батареец Томилин Иван, Персиановкӑна янӑскер.

С ними еще трое казаков-хуторян: Федот Бодовсков — молодой калмыковатый и рябой казак, второочередник лейб-гвардии Атаманского полка Хрисанф Токин, по прозвищу Христоня, и батареец Томилин Иван, направлявшийся в Персиановку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пирӗн станицӑра ун пек врачсем ҫук…

— У нас в станице таких врачей нет…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лектора кайса итле, — ыран станицӑра лекци пулать — пурне те пӗлӗн.

— Пойди лектора послушай, — завтра в станице лекция состоится — обо всем узнаешь.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ пӗлетӗп: тунтикунран пуҫласа ултӑ станицӑра курссем уҫӑлаҫҫӗ — эпӗ ҫавӑншӑн савӑнатӑп.

А твердо знаю: с понедельника откроются курсы в шести станицах, — вот чему я радуюсь.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӑшӑнатӑн, канатӑн, вара эпир курссен ӗҫне шӑпах кашни станицӑра епле йӗркелесси ҫинчен калаҫӑпӑр.

Согреешься, отдохнешь, а потом мы поговорим, как нам лучше организовать работу курсов именно в каждой станице.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пирӗн станицӑра техникӑна вӗренес текенсем утмӑл ҫын таран пухӑннӑ, вӗсем хушшинче колхоз председателӗсем виҫҫӗн кӑна.

В нашей станице охотников изучать электричество набралось человек шестьдесят, а председателей колхозов среди них всего трое.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Старик курса, активра йышӑннӑ пек, пӗтӗм района валли Рощенскинче мар, кашни станицӑра уҫтарасшӑн.

Старик настаивает, чтобы курсы были открыты не в одной Рощенской для всего района, как это было решено на активе, а в каждой станице.

XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл тумланма юратать, тум илме укҫа шеллемест, станицӑра чи хӳхӗм тумланса ҫӳрекенсенчен пӗри.

Одеваться она любила, денег на наряды не жалела и в станице считалась первой модницей.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Родниковскине вӑл паян та кайман пулӗччӗ, анчах пысӑк ӗҫ пур: Татьяна Нецветова ӑна каҫхине станицӑра пулма хушрӗ, мӗншӗн тесен «Красный кавалерист» колхозри делегаци актив пухуне ир-ирех тухса каять.

Она ни за что бы не поехала в Родниковскую и сегодня, если бы не такой важный случай: Татьяна Нецветова предупредила ее, чтобы уже вечером она была в станице, так как делегация от «Красного кавалериста» выезжает на собрание актива рано утром.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Станицӑра пулсан, патак ҫине утланса урам тӑрӑх чупакан е хыҫалти ҫурӑкне те ҫӗлемен ҫитма йӗм тӑхӑнса ҫӳрекен ачаран, ӳссе ҫитсен кам пулатӑн, тесе юриех ыйтӑр-ха эсир, ҫав патак ҫинче чупакан кавалерист, пӗр шухӑшламасӑр «Шофер пулатӑп!» — тет.

Побывайте в станице и так, ради любопытства, спросите какого-нибудь скачущего по улице на хворостине мальца, того самого мальца, у которого еще не зашита разрезка в штанишках, кем он хочет быть, когда вырастет, и этот хворостяной кавалерист, не задумываясь, скажет: «Буду шофером!»

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Станицӑра Татьяна Николаевнӑна курсан кала: эпӗ сӑмах тухса калама хатӗрленетӗп.

— Увидишь в станице Татьяну Николаевну, передай ей, что выступление я подготовлю.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Гриша, — терӗ Настенька, куҫӗсемпе кӑна кулса, — каҫхине станицӑра пулатӑн-и?

— Гриша, — сказала она, лишь глазами улыбаясь, — вечером будешь в станице?

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак кунсенче станицӑра та пулмарӗ вӗт.

За эти дни дажеть в станице не побывал.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Станицӑра ҫапла та, анчах вӑл Мускавра вӗт-ха, — хыпӑнса ӳксе шутларӗ вӑл, вара ҫавӑнтах юбкӑпа кофточкӑна айккинелле хучӗ.

«С станице это к лицу, но это же в Москве», — суетливо подумала она, и тут же юбку и кофточку отложила в сторону.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унӑн темшӗн шурӑ юбкине тата батистран ҫӗленӗ кӗске ҫанӑллӑ кофточкине илес килчӗ, — станицӑра ҫак мӑшӑра темшӗн мухтаҫҫӗ: шурӑ тӗс (кӑна Ирина хӑй те аван пӗлет) ӑна питех те килӗшет.

Ей захотелось взять с собой белую юбку и батистовую с короткими рукавами кофточку — в станице эту парочку все хвалили: белый цвет (это Ирина и сама хорошо знала) ей был к лицу.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех