Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗпе (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пуҫӗпе ӗҫе путиччен вӑхӑта сая ярас мар тесен тӗплӗ план хатӗрлӗр.

Однако, прежде чем серьёзно погрузиться в работу, составьте конкретный план ваших действий, чтобы зря не растрачивать энергию.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ак ҫак тирекӗнни чухлӗ те ҫук-ҫке этем ӗмӗрӗ, — терӗ Кӗҫтук, чӳречерен ӳкекен ҫутӑра сарӑлса ларакан ҫамрӑк йывӑҫ ҫинелле пуҫӗпе сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗлтӗр, ҫуллахи Микул вӑхӑтӗнче, Матви Выл пасарӗнче ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те минренӗ пуҫӗпе Анаткасри пуян Кавруш ывӑлне, Варсуна, хӗр пама килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

… культ Лермонтова, — терӗ вӑл, Лермонтов портречӗ ҫинелле пуҫӗпе сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Унӑн ҫивӗтне сӳтсе хул пуҫҫийӗсем ҫинелле сапаласа ярсан, аллисене хӗреслӗ хуртарса лартсан, пуҫӗпе хулӗсем ҫине витӗр курӑнан ҫӳхе вуаль уртсан, вӑл, икӗ тумлам шыв евӗр, каснӑ лартнӑ Джоконда пулмалла», — хӗрӗнкӗ пуҫӗпе шухӑшларӗ художник.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ман алла вӑл ҫирӗппӗн тытса пӑчӑртарӗ те, ҫумри хӗр ҫинелле пуҫӗпе сӗлтсе, шӳтлӗ сӗмпе каларӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӗ паллашӑр, ӑна Петр Иванович Хоравзин теҫҫӗ, — пуҫӗпе сӗлтсе кӑтартрӗ вӑл ман еннелле.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл пуҫӗпе кил хушши еннелле сулса кӑтартрӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑй те чӑтса тӑраймарӗ, пуҫӗпе кӳлӗ еннелле сулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ара, ма выртатӑн ҫак, тӑр! — ятлаҫарах каларӗ Татьяна, ӑна ура пуҫӗпе хуллен тапрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр усламҫи чӑмӑрне сулса янӑччӗ кӑна, Ҫтаппан ӑна ура пуҫӗпе тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анне хӑй йӑлтах, ӳсӗр пуҫӗпе… —

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пур ыттисемпе мар, Сахарпа та канашласа пӑхма пӗлмен, делянкине пӑхма тесе кайнӑ та, лерисем ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ, вара, анкӑ-минкӗ пуҫӗпе, хӑй тӗллӗнех ҫапла килӗшсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл Сахар хӑйне мӗншӗн чӗнтернине тӳрех тавҫӑрчӗ, ун ҫине пӑхма хӑяймасӑр, пуҫӗпе сӗлтсе шӑппӑн сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ана пуҫӗпе е лашапа, е ҫуран ҫынсем ирте-ирте каяҫҫӗ, «Сахар Петровчӑ, турӑ пулӑштӑр! Вӑй патӑр!» — тесе, кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иӗкӗт пуҫӗпе сулчӗ те хӑвӑрт ҫаврӑнса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑмӑлӑр пулсан, вӑл Ленин сирӗн пек инкеке лекнӗ ҫынсене мӗнле пулӑшни ҫинчен нумай каласа пама пултарать, — юлташӗ еннелле пуҫӗпе сулса кӑтартрӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрле пулсан, вите патне кашкӑр йӑпшӑнса килнӗ, тислӗк купи ҫине улӑхса, пуҫӗпе алӑка тӗртсе уҫнӑ та — шала, сыснасем патне, сикнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, укҫине аллинчен тухса тарас пек кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса тытса, мунча пӳртекӳнчен тухма тӑчӗ, Мӑҫтук та пырасшӑннине курчӗ те пуҫӗпе сӗлтсе каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗлменнине вӗренмех тивет, — Казаков пуҫӗпе сулса ҫынсене Степанов ҫинелле кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех