Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киленсе (тĕпĕ: килен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек киленсе пӗтӗм кӳлепипе талпӑнса пӑхса тӑнӑ чух чӗнсе кӑларчӗ те ӑна Чечекпи ҫынсен картинчен.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киленсе ӗҫлерӗ вӑл уйра.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӑнах та! — терӗ хӗр ача малалла киленсе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑҫалхи ӗҫсем хыҫҫӑн чылай тытӑнса тӑма пултарать, — терӗ стрелецки голова чӳречерен тем анлӑш сарӑлса выртакан Ҫавал ҫине киленсе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑрӑхра сӑл шывӗ ӗҫнӗ евӗр, мӗнле киленсе калаҫнӑ пулӗччӗ вӑл халь вырӑсла, ҫакӑнта ӑнсӑртран пӗр-пӗр вырӑс килсе тухсассӑн!

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан элчӗн пыл пек юхакан сӑмахӗсене киленсе итлерӗ, анчах, темшӗн-ҫке, питех витӗмлӗн тухмарӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пысӑк пӗвере киленсе пурӑннӑ карас пулӑсем пирӗн ялпа сыв пуллашрӗҫ те Тарӑн ҫырмаран Хирлепе, Хирлепрен Ҫавала тухрӗҫ, халь ӗнтӗ вӗсем, паллах, таҫта Атӑлта ишсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Инҫетрен халь ҫеҫ вӗҫсе килнӗ, ирӗкре, хӑйӗн мӑшӑр тусӗпе пӗрле, ҫурхи илеме курса киленсе пурӑнас, чӗпписене пӑхса ӳстерес, хурт-кӑпшанкӑ пухни-ҫинипе этеме усӑ тӑвас кайӑка тытса тӑвӑр читлӗхе хупса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Кай та чуну каниччен, кӑмӑлу туличчен киленсе ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3 с.

Киленсе лараттӑм паян хӗвеллӗ паркра, савӑнаттӑм ҫывхарса килекен ҫур тивлечӗпе.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Мунчаран тухсан эпӗ ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнтӑм, уҫӑ сывлӑша тухнипе киленсе ҫырма тӑрӑх килелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ним курмасӑр-илтмесӗр тенӗ пек, хӑйпе хӑй киленсе палкать, палкать.

ничего не видя и не слыша, говорит, говорит, говорит…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтан ун куҫӗсем ним ҫинче те чарӑнса тӑмарӗҫ, ыраш пуссин илемӗпе ҫеҫ киленсе пычӗҫ, кайран вӑл ҫывӑхрах ҫӗмелсем йышлӑн ӳссе ларнине асӑрхарӗ, юлашкинчен ун куҫӗсем ура айӗнчи сап-сар хӑмӑл ҫине ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Йӗрӗнсе мар, вӗсем киленсе, пӗр-пӗринпе тупӑшса кӑшкӑраҫҫӗ, — терӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ытарма ҫук картинӑна киленсе пӑхса тӑрас терӗ пулас, ҫурӑм ҫинчи кутамккине вӗҫертрӗ те, ҫерем ҫине выртса канма хатӗрленнӗ пек, хӑйӗн умне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Васкаман ҫын вара вӑрман ҫулӗпе киленсе ҫеҫ пырать, вӑл ҫак вӑхӑтра пӗтӗм чунӗпе канать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах та, кашни иртсе каякан ҫын вӗсен ҫурчӗ енне киленсе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Сире комплимент нумай калӗҫ, эсир пурнӑҫпа киленсе пурӑнатӑр.

Вы будете купаться в комплиментах и наслаждаться жизнью.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакӑнпа киленсе юлӑр.

Просто наслаждайтесь вниманием.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Яланах ун юррисене вӗренсе юлма тӑрӑшаҫҫӗ, кайран пӗр-пӗрне «Янтуш кӗввисене» киленсе каласа кӑтартаҫҫӗ вара.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех