Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, ватӑ шкипер, хӑйӗн калавӗ-халапӗпе ҫав тери киленсе паллаштарать пулин те, манӑн сасӑ енне ҫаврӑнса хурлӑхлӑн асӑрхарӗ:
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак пӳлӗм е пӗчӗк зал, пӗртен пӗр люстрӑн шуранка тӗксӗм ҫутипе, — ку ӳпӗнтернӗ конус евӗр ҫакӑнса тӑракан янкӑр таса шарсен чӑн-чӑн ахах-мерчен пуххи, — мана хӑй ҫине куҫ илтерми пӑхтарать; эпӗ унӑн селӗм хӑтлӑхне киленсе сӑнатӑп, акӑ ман хыҫра тата мӗн те-тӗр ҫук-ши тесе ҫаврӑнса пӑхрӑм та куратӑп: Дюрок кресло ҫинчен ҫӗкленчӗ, аллине алӑк еннелле тӑсрӗ; унта алӑк йӗрӗ тӗлӗнче шурӑ кӗпеллӗ пиҫӗ хӗр чарӑнса тӑнӑ, сӑнӗ ҫунать, анчах лӑпкӑ, малалла тӳп-тӳррӗн, хӑюллӑн ярса пусрӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ксаверий пирки ҫав тери киленсе калаҫма пикенчӗҫ, тавлашу-кӑшкӑрашу вӗҫӗ те курӑнмасть.О Ксаверии начали говорить с таким увлечением, что спорам и восклицаниям не предвиделось конца.
XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Виҫ ҫӗр пин тӳлерӗм те — этем хӑйӗн евӗрлӗхӗпе калаҫнине киленсе итлерӗм.Я заплатил триста тысяч и имел удовольствие выслушать ужасный диалог человека со своим подобием.
XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Ҫук, кунта алӑк курмастӑп, — кӗтнипе киленсе хуравларӗ Дигэ.— Нет, я не вижу здесь двери, — ответила, забавляясь ожиданием, Дигэ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Типсе пӗркеленнӗ ырӑ няньӑн таса саппунӗнчен тытнӑ та пӗчӗк хӗр ача — кайӑксене ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсемпе сӑйлать, ашшӗпе амӑшӗ террасӑн ҫӳлти картлашки ҫинче тӑраҫҫӗ, таврари ҫутӑ, лайӑх пурнӑҫӑн тӑнӑҫлӑ юхӑмне киленсе сӑнаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Хаклӑ ҫак япалана (хӗрарӑмӑн ҫыру сӗтелне сӗтел-пукан тени килӗшӳсӗр) барон хӗрарӑмӑн ачаш куллипе киленсе, чӑтӑмсӑррӑн, савӑнса туянчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Следователь куҫӗсене хӗсрӗ, хӑйӗн пирки мӗн шухӑшланине ҫынсенчен ҫӳлерех хуракан япӑх артистла мӑн кӑмӑллӑн тата хӑйӗнпе киленсе кулӑпа ҫиҫкелерӗ те сассине урӑхлатрӗ:
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӗрлӗ Хӗрес сыватмӑшӗнче пуҫ мими чирленӗрен аптӑраса выртакан Тиррей ҫак ӗҫсене пӗтӗм кӑмӑлтан, киленсе пурнӑҫлать.Он делал все это охотно, увлеченно, лежа на койке больницы Красного Креста с воспалением мозга.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑна пӳлӗмӗн савӑнӑҫлӑ чӑпарлӑхне киленсе сӑнанӑ май Футроз кӗрсе тӑнине те илтмерӗ Давенант.Давенант засмотрелся на отрадную пестроту гостиной, не слыша, как вошел Футроз.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн публикӑран тахӑшӗ мана чӑн-чӑн хӑна ҫуртне ӑсатса ячӗ, капӑр-хӑтлӑ пӳлӗмпе киленсе унта ҫӗр каҫрӑм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Усал-кӑра ӑс хӑйне кӳрентернине шӑпа тавӑрасса яланах кӗтнӗ пекех — ҫак туйӑмсем Ганэлӗн ҫунакан пуҫне йӑпӑлтуллӑн кӗрсе вырнаҫрӗҫ; вӑл вӗсемпе киленсе айкашкаларӗ те каллех сӑнама пикенчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Ҫак сӑмахсене илтсе юлнӑ хӗрарӑм виҫӗ кун киленсе пурӑнчӗ, хӑй мӗн илтнине тӗрлӗ сасӑпа-сӗмпе, тӗплӗн ӑнлантара-ӑнлантара хыпарларӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Клиссонпа Бетси ҫав ирхине, хуҫланакан пуканлӑ ҫын ҫутӑ касса татнӑ сукмакпа утса иртнӗ чухне, ашкӑрса ӳснӗ йывӑҫ-курӑклӑ ытарайми илеме, кирпӗч стенаран явкаланса ҫитӗннӗ хӑвана ҫав тери киленсе тӗсерӗҫ.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Гарт, Вебер тата Консейль киленсе выляҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Вӑл вун тӑватӑ ҫул тултарсан, халиччен уҫса пӑхман нумай-нумай кӑткӑс киленӗҫе тишкерсе, Хоггей Роберта аса илчӗ те — киленсе кулма халӗ тинех май пур тесе пӗтӗмлетрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Рехетленнипе чӗтреме чарӑнаймасӑр вӗсем каллех ӗҫме пикенчӗҫ; халӗ — хыпаланмасӑр, пысӑках мар сыпкӑмпа, техӗмӗпе киленсе, сивӗ сӗткен апат пырне уҫӑлтарса куҫнипе хӗпӗртесе.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Нок хӑйӗн унчченхи тискер, йывӑр пурнӑҫӗ пирки уйлама пикенчӗ: вараланчӑк юрату, тӗрме, мӑнаҫлӑ ӑншӑртпа киленсе ҫынсене хирӗҫ тӑни, ӳчӗпе мар пулин те чунӗпе вӗсенчен яланлӑхах уйрӑлма тӗв туни; хуҫӑлнӑ пурнӑҫсен шанчӑклӑ, ҫепӗҫ ҫулташне ҫеҫ — ӗмӗте — юратни…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Валет аллинчи пирусне сӑмса патне илсе пычӗ, киленсе шӑршлакаларӗ, унтан каялла хучӗ те, хаш! сывласа, портсигарне шалти кӗсйине ярӑнтарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крапивин унӑн кӑкӑртан тухакан хулӑнрах илемлӗ сассине киленсе итлерӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.