Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киленсе (тĕпĕ: килен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫнӑ май хӑй халат кӗсйинчен пусма татӑкӗ кӑларать те сӗтел-пукана киленсе шӑлать, пусмине куҫӗ умнех тыта-тыта пӑхать: тусан нумай ларман-и?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑй пӗҫернӗ яшкана вӑл кирек хӑҫан та киленсе ҫиекенччӗ — хальхинче ирӗксӗртереххӗн, сӳрӗккӗн сыпкаларӗ, чейне кӑна ытти чухнехинчен нумайрах ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Автобус чӳречинчен пӑхкаласа кӗрхи кун илемӗпе киленсе пыракан Таранов канӑҫсӑррӑн йӑшӑлтатса илчӗ: пӑх-халӗ, «Пурнӑҫ курки» юрӑ хӗн курни ҫинчен унӑн статья ҫырмалла иккен, унӑн!

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗрин ӗҫлемелле, теприн кӗрхи анкарти илемӗпе киленсе тӑмалла-и?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Капмар пӳртпе Таранов нумаях киленсе тӑмарӗ — хапхан кӗҫӗн алӑкне хӑвӑртрах уҫма тимлерӗ, ҫав хушӑрах анаталла-тӑвалла вӑльть-вальть пӑхкаларӗ: урама ӑнсӑртран сиксе тухса кашниех ӑна: «Курӑрха, курӑр, Илья Семенович ывӑлӗ килнӗ!

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗррехинче хайхискер анкартинчи шап-шурӑ тутӑр пӗркеннӗ улмуҫҫисем айӗнче уҫӑ сывлӑшпа киленсе эрех ӗҫсе ларнӑ чух кӗтмен ҫӗртен ҫапла лаплаттарса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӳречерен пӑхса кӗрхи уяр кун илемӗпе киленсе пыракан Таранов сасартӑк кӑрт сикрӗ, канӑҫсӑррӑн йӑшӑлтатса илчӗ — малта, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче, хӑйӗн тӑван ялӗ курӑна пуҫлани чун-чӗрине пӑлхантарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпир, искусство ҫыннисем, хитре улӑх-вӑрман хушшинче ҫеҫ киленсе ҫӳремелли ҫынсем-и вара?

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сана питӗ вӑйлӑ кӳрентернӗ — эсӗ ытла та йӑваш чунлӑ ҫын пулнӑ, эсӗ хӑвӑн пархатарлӑ чунупа киленсе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӑваттӑра чухне эсӗ самаях рояльпе калаттӑн, пиллӗкре чухне Шуберт кӗввисемпе киленсе, тарӑн шухӑша каяттӑн тата Гамбургӑн «Асаилӳсемпе Скерцо» пьесине калаттӑн.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗсене чӗре туллин киленсе сӑнанӑран сӗтел патне редактор пырса тӑнине те сисмерӗм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӗттӗм каҫ шӑплӑхӗпе киленсе утакан Испуханова сасартӑк йытӑ хамлатни шарт сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Салтаксем чӑваш вӑрманӗпе киленсе ытараймасӑр йӗри-тавралла пӑхрӗҫ те пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паянхи кунпа киленсе, хӗвел ҫутипе савӑнса тата ҫынсене ырлӑх туса пурӑнма шут тытрӗ Надя.

Надя решила жить, радуясь сегодняшнему дню и солнцу, делая добро.

Пурнӑҫ тупсӑмӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/485

Эпӗ хӗвел ҫутипе киленсе пурӑнатӑп та сана каҫпа утма ҫутӑ пултӑр тесе тӑрӑшатӑп.

Я живу, радуясь солнечному свету, а вечером стараюсь, чтобы тебе было светло.

Пурнӑҫ тупсӑмӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/485

Сирӗн савӑк пит-куҫа курсан чун-чӗре савӑнать тата нумай ҫул пурӑнӑр ҫут тӗнче илемӗпе киленсе.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Пурнӑҫ лӑскаман ӑна, хӗвел ҫутипе киленсе ҫӗр сӗткенне туллин туртакан улмуҫҫи пекех ешерет вӑл ҫавӑнпа.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Тутар-пушкӑртран лайӑхрах, киленсе чей ӗҫме пӗлекен тата чей ӗҫтерме пӗлекен халӑх урӑх ҫук пуль.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шыва кӗрсе, чӑмпӑлт-чӑмпӑлт чӑмпӑлтатса, чуна уҫас, уҫӑлтарас, ҫу кунӗн сиплӗ ырлӑхӗпе рехетленсе, киленсе юлас тесе ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Культурӑпа кану паркӗнче киленсе, хама лӑш ярса ҫӳрерӗм, кунтах йӗркеленӗ шахматпа шашка турнирӗнче Чапайланса хастарлантӑм, юлашкинчен, сапӑрланса, сапӑр Атӑл ҫыранне те ҫитсе ҫаврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех