Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрисем халап ҫаптараҫҫӗ, тӑрсан-тӑрсан вӑйлӑ сасӑсемпе ахӑлтатса яраҫҫӗ, теприсем юрласа ҫаврӑнакан пикесене киленсе пӑхса тӑраҫҫӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хулана кӗреспе Ассоль унӑн анлӑ кӑшӑлӗнчен вӗҫсе сарӑлакан шавпа кӑштах киленсе тӑчӗ, анчах хула ӑна халӗ унчченхилле аптӑратса ӳкерсе, хӑратса пӑхӑнтараймарӗ, хӗртен чӗмсӗр хӑравҫӑ туса хураймарӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах ют ҫын вӑрман тӗлӗнтермӗшне ҫав тери киленсе тишкерет, ҫавӑнпах Ассоль ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитичченех пӑхса тухма ӗлкӗрчӗ, палламан ҫак арҫын евӗрлӗ ҫынсене хӑй халиччен пӗрре те курманнине тӗшмӗртрӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тоня ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑха пуҫларӗ ҫеҫ мар, ирӗклӗхпе киленсе тӑранаймарӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Арӑмӗпе киленсе ларакан ывӑлӗ амӑшӗн сассине илтсен ура ҫине тӑчӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Унтан вӑл пӗр вӑхӑт ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса киленсе тӑчӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
(Анчах Москалев, хӑйпе хӑй киленсе лараканскер, ҫар специалисчӗн хӑлхана хыракан суйине те пулин пӗртте асӑрхамасть.)(Но Москалев, увлеченный самим собой, не замечал этой скребущей ухо фальши военспеца.)
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӑван вырӑнсене киленсе сӑнанӑ май эпир хамӑра ҫил вӗрсе ывӑнтарса ярасран пӗр-пӗртнчен тытса тӑтӑмӑр.Любуясь видом родных мест, мы держались друг за друга, чтобы ветер не сдул нас.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Аван вӑл улах вырӑнта ҫутҫанталӑк илемӗпе киленсе ларма…
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах ҫакна вӑл питӗ тимлесе, майне пӗлсе тата пӗтӗм чунӗпе киленсе тӑвать.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ехусем хӑйсен кӑлтӑкӗсемпе тата тӑнсӑрлӑхӗпе киленсе пурӑнма пултарнӑ пулсан, мана вӗсен пӗтӗм йӑхӗпе килӗшсе пурӑнма авантарах пулнӑ пулӗччӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫамрӑк чухне эпӗ тӗрлӗ ҫулҫӳревҫӗсем ҫырнӑ кӗнекесем нумай киленсе вуларӑм.В юности я с огромным наслаждением прочел немало путешествий.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Совет членӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӗсемшӗн хуҫа манпа час-часах тӗл пулса калаҫни паллӑ пулнӑ, вӗсем вара хуҫа манпа ҫав териех киленсе калаҫать тесе шутланӑ.Им известно, что он часто разговаривает со мной и, повидимому, находит удовольствие в моем обществе.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ хамӑн сывлӑхӑм ҫирӗп, чун-чӗрем лӑпкӑ та кӑмӑллӑ пулнипе киленсе пурӑнтӑм.Я наслаждался прекрасным здоровьем и полным душевным спокойствием.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ку тымара ехусем ҫав тери тӑрӑшса шыраҫҫӗ, ӑна вара ҫав териех киленсе ӗмеҫҫӗ.Еху старательно разыскивают этот корень и с большим наслаждением его сосут.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫапла ӗнтӗ, сӑмах кунта ӗмӗр-ӗмӗрех ҫамрӑклӑх ырлӑхӗсемпе киленсе пурӑнасси ҫинчен мар, ватӑлнӑ кун-ҫулта яланах пулакан инкексенчен мӗнле майпа хӑтӑлса ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнса ирттересси ҫинчен пулать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ӗмӗр вилмелле мар ҫынсем савӑнӑҫлӑ та киленсе пурӑнассине эпӗ ҫав тери илемлӗ те ӗненмелле сӑмахсемпе кӑтартса патӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пуринчен ытларах эпӗ тирансемпе узурпаторсене тӗп тунӑ, пусмӑрлӑхра пурӑннӑ халӑхсене ирӗклӗхпе правӑсем туса панӑ ҫынсене киленсе куртӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакнашкал калаҫусене вӗсем пирӗн пӗчӗк ачасем усалсемпе тем те пӗр курнисем ҫинчен калакан хӑрушӑ калавсене пӗр сӑмахне сиктермесӗр ҫӑвар карса итленӗ пекех киленсе итлеҫҫӗ, кайран вара сехӗрленсе ӳкнипе ҫывӑрма та пултараймаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.