Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Иисус ӑна: тӑр, выртан вырӑнна ил те утса кай, тет.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ ӑна хам патӑмрах хӑварасшӑн пултӑм, вӑл мана — Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн тӗрмере лараканскере — сан вырӑнна пулӑшса тӑтӑр тесеттӗм, 14. анчах санран ыйтса пӗлмесӗр нимӗн те тӑвасшӑн пулмарӑм: ырӑ ӗҫе санӑн ирӗксӗр мар, ирӗклӗ тумалла пултӑр терӗм.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӗннӗ хӑнасем малти вырӑнсене суйласа ларнине курсассӑн, вӗсене Вӑл ытарӑш каласа панӑ: 8. сана пӗр-пӗр ҫын туя чӗнсен, эсӗ малти вырӑна кӗрсе ан лар: унӑн чӗннӗ хӑнисем хушшинче, тен, санран хисеплӗреххи пулӗ, 9. вара сана та, ӑна та чӗнекен хуҫа сан патна пырӗ те: «ху вырӑнна ҫакна ларт-ха» тейӗ; ун чухне санӑн намӑсланса чи кайри вырӑна кайса лармалла пулӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сире Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтермешкӗн, тенӗ те Вӑл унтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна каланӑ: сана калатӑп — тӑр та, вырӑнна илсе, килне кай, тенӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӗсем Ӑна каланӑ: Эсӗ, мухтавлӑ вырӑнна ларсассӑн, пире пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лармалла тусамччӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сире Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтермешкӗн, тенӗ те Вӑл, унтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: 11. сана калатӑп — тӑр та вырӑнна ил те кай, тет.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах? шалкӑм ҫапнӑ ҫынна: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е: «тӑр та вырӑнна ил те кай» теме-и?
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир пӗлӗр ҫакна: Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗкӗ пур, — вара шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: тӑр та, вырӑнна илсе, килне кай, тет.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫак парнене Хӑвӑн пӗтӗм халӑхушӑн — Израильшӗн — йышӑнсам, Хӑвӑн еткерне сыхласа хӑварсам, тасатсам ӑна; 27. пире, саланса кайнӑскерсене, пуҫтарсам, суя тӗнлисен пусмӑрӗнчисене ирӗке кӑларсам, мӑшкӑла юлнисене, хурлӑх куракансене хӗрхенсем — суя тӗнлисем Эсӗ пирӗн Турӑ иккенне пӗлччӗр; 28. пире мӑнаҫланса хӗсӗрлекенсемпе кӳрентерекенсене хытӑ айӑпла; 29. Моисей каланӑ пек, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнна вырӑнаҫтар».
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫавӑн пек халӗ те ҫакӑ эшкере пирӗн умӑмӑрта аркатса тӑк, вӗсем Санӑн сӑваплӑ вырӑнна мӑшкӑл кӑтартнине ыттисем те пӗлччӗр, вӗсене хӑйсен усаллӑхне кура айӑпла, тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Алӑк хыҫӗнче, алӑк янаххи хыҫӗнче те хӑвӑн паллусене лартатӑн; Манран пӑрӑнса кайнӑскер, эсӗ ҫарамасланатӑн та улӑхатӑн; вырӑнна сарса аслӑлататӑн, вара хӑв кампа выртма юрататӑн, ҫавӑнпа килӗшсе татӑлатӑн — вырӑн шыратӑн.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вилнӗ ҫынна эсӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗпе ӑна тамӑкран кӑларнӑ; 6. эсӗ патшасене вилӗм кӳнӗ, чаплӑ ҫынсене выртакан вырӑнӗ ҫинчех пӗтернӗ; 7. Синай тӑвӗ ҫинче эсӗ вӗсене питленине, Хорив тӑвӗ ҫинче тавӑру сучӗ ҫитессине илтнӗ; 8. вӗсене тавӑрмашкӑн эсӗ ҫу сӗрсе патшасем лартнӑ, хӑвӑн вырӑнна юлма пророксем суйланӑ; 9. вут-ҫулӑмлӑ ҫавраҫил сана вутлӑ утсем кӳлнӗ урапапа тӳпене ҫӗклесе илсе кайнӑ; 10. сан ҫинчен Турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: хӑй вӑхӑтӗнче эсӗ Турӑ ҫилли тулса ҫитиччен ӑна пусарма хатӗр пулӑн, ашшӗ кӑмӑлне ывӑлӗ енне ҫавӑрӑн, Иаков йӑхне ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратӑн, тенӗ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн сӑваплӑ хулуна — Иерусалима, Хӑвӑн канӑҫлӑ вырӑнна — хӗрхенсемччӗ.14. Умилосердись над городом святыни Твоей, над Иерусалимом, местом покоя Твоего.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗтӗм ӗҫне туса пӗтерсессӗн ху вырӑнна йышӑн: 3. хӑнасем ҫине пӑхса савӑнмалла пултӑр, пурне те лайӑх йӗркеленӗшӗн чыс курмалла пултӑр.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн канлӗхлӗ вырӑнна тӑр, Хӑвӑн хӑватлӑхун арчипех тӑр.8. Стань, Господи, на место покоя Твоего, - Ты и ковчег могущества Твоего.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ӗнтӗ Хӑвӑн канлӗ вырӑнна тӑр, Хӑвӑн хӑватлӑхун арчипе ялан ҫакӑнта пул.41. И ныне, Господи Боже, стань на место покоя Твоего, Ты и ковчег могущества Твоего.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Турӑ ӑна каланӑ: килнӗ ҫулупа пушхир урлӑ каялла кайса Дамаска ҫит; унта Азаила Сири патши пулма ҫу сӗр, 16. Ииуя, Намесси ывӑлне, Израиль патши пулма ҫу сӗр; Елисее — Сафат ывӑлне, Авел-Мехола ҫыннине — ху вырӑнна пророк пулма ҫу сӗр; 17. Азаил хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Ииуй вӗлерӗ, Ииуй хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Елисей вӗлерӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑмҫӑм! ах, сан вырӑнна манӑн вилес пулсанччӗ, Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑм!сын мой, сын мой Авессалом! о, кто дал бы мне умереть вместо тебя, Авессалом, сын мой, сын мой!
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ [сан вырӑнна] вӑл калаҫма пултарасса пӗлетӗп, акӑ вӑл сана хирӗҫ тухӗ те сана курсассӑн чунтанах савӑнса кайӗ; 15. эсӗ ӑна каласа тӑрӑн, унӑн чӗлхи-ҫӑварне [Манӑн] сӑмахсене калаттарӑн, Эпӗ вара санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа, унӑн чӗлхи-ҫӑварӗпе пулӑп, сирӗн мӗн тумаллине сире вӗрентсе тӑрӑп; 16. сан вырӑнна халӑхпа вӑл калаҫӗ; ҫапла вара вӑл санӑн чӗлхӳ пулӗ, эсӗ уншӑн Турӑ вырӑнне пулӑн; 17. ҫакӑ [ҫӗлен пулнӑ] туяна аллуна тыт: эсӗ унпа астутаракан паллӑсем тӑвӑн, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.