Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуп сăмах пирĕн базăра пур.
пуп (тĕпĕ: пуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ суялӑхӗ ҫеҫ вӑл… — терӗ пуп.

– Суета сует, – сказал священник.

V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Мӗн пуласси пулать ӗнтӗ, — тенӗ пуп майри.

– Что будет, то будет, – сказала попадья.

V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кураймастӑп пуп проповечӗсене, — шӑнасене тытма та, табак чӑмлама та юрамасть унта.

Я эти проповеди терпеть не могу, — мух не лови, не разговаривай.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тахҫантанпах кулӑш капкӑнӗнчен тухман типсем: «таса» икон тупса халӑха улталакан пуп, «аншарли» вӗретекен т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

«Нарспи» драмӑри Тӑхтаман сӑнарне ӑста калӑпланӑ хӑйпултаруллӑ артист Николай Петров та, Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑринчи» штурмпанфюрер Генрих Шварцпа «Муҫҫа Хӗветӗрӗ хӗр парать» комединчи Муҫҫа, «Нарспири» Михетер, «Ҫӗрпе хӗр» драмӑри Астахви пуп сӑнарӗсене вылянӑ ялти чи юратнӑ «артист» Самсон Васильевич Иванов та ҫӑва ҫинче ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Вӑт вара пуп ӑна Муллин хушамат парнеленӗ.

И тогда поп ему подарил фамилию Муллин.

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Теплерен пӗрре Ставри пуп та темле Бойчо хаджишӗн панихида туса ирттерчӗ; ҫамрӑксем ҫав панихидӑна йышлӑн пуҫтарӑннӑччӗ, пупӗ те вара кӗлӗ тунӑ чухне Бойчо «паломнике» мар, «асап чӑтнӑ» Бойчона тесе асӑнчӗ…

Поп Ставри отслужил по нем панихиду, совместив ее с панихидой по некоем Хаджи Бойчо, и вся местная молодежь явилась в церковь, к великому изумлению родни благочестивого покойника, немало удивленной и тем, что священник поминает на молитве не Бойчо-«паломника», а Бойчо-«мученика».

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ хӗрӗх асапҫӑ кунне ытларах хисеплетӗп, — тесе хучӗ Димчо пуп.

— Я больше уважаю день сорока мучеников, — заметил поп Димчо.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чимӗр-ха, эп пӗлтӗм: эсӗ халь Тодоркина Милкӑн хӗрелнӗ питне куратӑн, — терӗ Димчо пуп.

— Постойте, я угадал: ты сейчас видишь красные щеки Милки Тодоркиной, — сказал пои Димчо.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Фратю господин, ан ҫилленсем, — сӑмаха хутшӑнчӗ Димчо пуп, — касса чиккелешнӗ хушӑра юн тӑкмасӑр пулмасть ҫав ӗнтӗ!

— Господин Фратю, не сердись, — проговорил поп Димчо, — уж если рубить и колоть, так без крови не обойдешься!

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ Силистра-Йолӑшӑн та унта час-час килекенсен сывлахӗшӗн сыпатӑп! — терӗ Димчо пуп.

— Я пью за Силистра-Йолу и ее завсегдатаев! — провозгласил поп Димчо.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗҫкӗ халӑхӗ хушшинче Николай Недкович пур, вӑл пултаруллӑ каччӑ, вӗреннӗскер; вырӑс университетӗнче вӗренекен Кандов студент, кунта вӑл сывлӑхне сиплеме килнӗ, нумай вӗреннӗ, революциллӗ шухӑшлакан ҫын, социализм енне туртӑнаканскер; Фратю господин; Франгов учитель, вӗри пуҫлӑ ҫын теме кирлӗ; Попов — пӗтӗм чун хавалӗпе патриот; Димчо пуп патриот та, анчах ытла ӗҫме юратаканскер; тата Колчо-суккӑр.

Среди других пировали Николай Недкович, развитой и просвещенный юноша; Кандов, студент одного русского университета, приехавший сюда поправить здоровье, человек начитанный, крайне левых убеждений, увлекающийся социализмом; господин Фратю; учитель Франгов — горячая голова; Попов — восторженный патриот; поп Димчо, тоже патриот, но пьяница, и Колчо-слепец.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнпа Силистрӑра та, ун таврашӗнчи ялсенче те Бяла Черкваран пынӑ ҫынсем пайтах пурӑнаҫҫӗ; ҫак ҫӗнӗ ҫӗрте вӗсене «цивилизаци пионерӗсем» теҫҫӗ, вӗсем, чӑн та, ытти енӗсене шута илмесен, Силистра таврашне вунӑ пуп кӳчӗҫ, ҫирӗм икӗ учитель пачӗҫ.

Вот почему в Силистре и окружавших ее деревнях теперь проживало множество выходцев из Бяла-Черквы; в этих новых местах они стали «пионерами цивилизации», — помимо всего прочего, они дали этому краю человек десять священников и двадцать два учителя.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чим-ха, эп хамах; сӑвӑсене эс Ставри пуп «Эй ҫӳлти аттемӗр» вуланӑ пек вулатӑн та, кӑмӑла пӑсма пултарӑн.

Нет, дай я сам; ты читаешь стихи, как поп Ставри «Отче наш»; испортишь все впечатление.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ставри пуп та нимӗн тӑва пӗлмерӗ, чӗлхинчен вӗҫерӗнсе тухнӑ сӑмахӗшӗн хӑраса ӳкрӗ, ӑшӗнче вара: «Турӑ ан пӑрахтӑрах мана», — тесе кӗл турӗ.

Поп Ставри, тот был сам не свой от тревоги, старик теперь испугался собственных слов и про себя молился: «Помилуй мя, боже!»

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Турра мӗн юрӑхлӑ, ҫав пулать те, — асамлӑн каласа хучӗ Ставри пуп.

— Что богу угодно, тому и быть, — изрек поп Ставри.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирилпа Мефоди таса аттесем пулӑшчӑрах сана патша майри пулмашкӑн, — мӑкӑртатрӗ хӗпӗртенӗ Ставри пуп.

Святые Кирилл и Мефодий да помогут тебе стать царицей, — пробормотал растроганный поп Ставри.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӑна вӑл тӗрӗсех тунӑ-ха: ҫамрӑкла авлантӑн-и, ҫамрӑкла ҫӳҫне кастартӑн-и, вӑл ҫавӑн пек, — хирӗҫ пулчӗ Ставри пуп.

— Нет, он поступил правильно: женись молодым или постригись молодым, — возразил поп Ставри.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ахӑр самана! — мӑкӑртатрӗ Ставри пуп.

— Анафема! — пробормотал поп Ставри.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Нечо советник аллинчи шутламалли япалине ҫӳлелле ывӑтрӗ те кулса ячӗ, ҫамрӑк учитель ытти хӑнасен енне тинкерсе пӑхса илчӗ, Ставри пуп вара ҫапла каласа хучӗ:

Советник Нечо подбросил свои четки и рассмеялся, молодой учитель многозначительно переглянулся с другими гостями, а поп Ставри пробормотал:

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех