Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйсен йывӑҫ йӗрӗхӗсене йӑтса ҫӳрекенсем, ҫӑлма пултарайман турра пуҫҫапакансем — пӗр ӑссӑр.Невежды те, которые носят деревянного своего идола и молятся богу, который не спасает.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй утравсем, Манӑн умра шӑп пулӑр, халӑхсем хӑйсен вӑйне ҫӗнетчӗр; вӗсем ҫывӑхарччӑр та калаччӑр: «пӗрле сута тӑрар» тетчӗр.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӑхсене хӑйсен туррисем Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ-и? пӗр турри те пулин хӑй ҫӗрне ҫӑлайрӗ-и?Спасли ли боги народов, каждый свою землю, от руки царя Ассирийского?
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рабсак каланӑ вара: ку сӑмахсене манӑн хуҫамӑм санӑн хуҫуна та сана ҫеҫ калама хушнӑ тетӗн-им? Ҫук, эпӗ хӳме ҫинче ларакансене те калатӑп, акӑ вӗсем сирӗнпе пӗрле хӑйсен каяшне ҫиме пуҫлӗҫ, хӑйсен шӑкне ӗҫме пуҫлӗҫ, тенӗ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пусмӑрпа хӗн-хур ҫӗрӗ тӑрӑх, ама арӑслансемпе аҫа арӑслансен ҫӗрӗ тӑрӑх, аспидпа вӗҫекен ҫӗлен ӗрчекен ҫӗр тӑрӑх кӑнтӑралла каякан выльӑхсем ҫинче — йывӑр ҫӗклемсем: вӗсем хӑйсене усӑ кӳме пултарайман халӑх валли ашаксен ҫурӑмӗ ҫинче хӑйсен пуянлӑхне, тӗвесен курпунӗ ҫинче хӑйсен хаклӑ мулне илсе каяҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑйсен ӗҫӗсене сӗмлӗхре тӑвакансене, «кам курӗ-ха пире? кам пӗлӗ-ха пире?» теекенсене, хӑйсен шухӑшне Ҫӳлхуҫаран пытармашкӑн тарӑн ҫӗре пытанма ӗмӗтленекенсене хуйхӑ ҫитӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне хӑйсен шанӑҫӗ пулнӑ Эфиопишӗн, хӑйсем мухтанӑ Египетшӑн сехӗрленӗҫ те намӑсланӗҫ.5. Тогда ужаснутся и устыдятся из-за Ефиопии, надежды своей, и из-за Египта, которым хвалились.
Ис 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Аморрейсемпе гевитсем Израиль ывӑлӗсенчен тарнӑ чухне [хӑйсен хулисене] пӑрахса хӑварнӑ пек, ҫавӑ кун эсир хӑвӑр хулӑрсене пӑрахса хӑваратӑр, вара ҫав хуласене тустарса-ҫаратса тухӗҫ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ашшӗн усал ӗҫӗсемшӗн унӑн ывӑлӗсене вӗлерме хатӗрленӗр — ан ҫӗкленейччӗр вӗсем, ҫӗре ҫавӑрса ан илччӗр, тӗнчене хӑйсен хулисене лартса ан тултарччӑр.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унӑн вӑхӑчӗ ҫывӑх, унӑн кунӗсем вӑрах кӗттермӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Иакова хӗрхенӗ, Израиле каллех кӑмӑл курӗ; вӗсене хӑйсен ҫӗрнех вырӑнаҫтарӗ, вара ют ҫӗр ҫыннисем вӗсемпе пӗрлешӗҫ, Иаков килӗ ҫумне ҫыпӑҫӑнӗҫ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Вавилона — патшалӑхсен илемне, халдейсен мӑнаҫлӑхне — Содомпа Гоморрӑна пӗтернӗ пек пӗтерӗ, 20. унта нихӑҫан та пурӑнма вырӑнаҫмӗҫ, йӑхран йӑхах пурӑнакан пулмӗ унта; Арави ҫынни унта хӑйӗн чатӑрне караймӗ, кӗтӳҫӗсем те унта хӑйсен кӗтӗвӗпе канаймӗҫ.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Чухӑнсене тӳрӗ сутран пӑрса ямашкӑн, Ман халӑхӑм хушшинчи мӗскӗнсен ирӗклӗхне-тивӗҫлӗхне туртса илмешкӗн, тӑлӑх арӑмсене хӑйсен тупӑшӗ тумашкӑн, тӑлӑх ачасене ҫаратмашкӑн тӗрӗс мар саккун йышӑнакансене, хаяр йӗрке ҫыракансене хуйхӑ ҫитӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем ӗнтӗ — хӑрушӑ пусмӑра лекнӗскерсем, выҫӑхса ҫитнӗскерсем — пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ; выҫӑпа касӑлнӑскерсем тарӑхӗҫ, хӑйсен патшипе хӑйсен Туррине хурлӗҫ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл ҫапла каларӗ: кай та кала ҫав халӑха: илтме илтӗр те — ӑнланса илеймӗр, куҫӑрпа пӑхса тӑрӑр та — кураймӑр: 10. ӗнтӗ ҫак халӑхӑн чӗрийӗ хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене хупнӑ, куҫӗсемпе те курмаҫҫӗ, хӑлхисемпе те илтмеҫҫӗ, чӗрисемпе те ӑнкараймаҫҫӗ, хӑйсен ҫулне улӑштараймаҫҫӗ — сывалма пултараймаҫҫӗ, терӗ.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Йӗркесӗрлӗхе хӑйсен енне ултав вӗренӗпе туртакансене, ҫылӑха урапа чӗнӗпе туртакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем мӗнлереххи вӗсен пичӗ-куҫӗнченех курӑнать, хӑйсен ҫылӑхӗсене вӗсем уҫҫӑнах, Содом ҫыннисем пекех, каласа параҫҫӗ, пытарса тӑмаҫҫӗ: вӗсен чунне хуйхӑ ҫитӗ! вӗсем хӑйсене хӑйсемех усал тӑваҫҫӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗнтӗ унӑн ҫӗрӗ кӗмӗлпе-ылтӑнпа тулса ларчӗ, пурлӑхӗн шучӗ те ҫук; унӑн ҫӗрӗ ут-урхамахпа тулса ларчӗ, ҫар урапийӗсен шучӗ те ҫук; 8. унӑн ҫӗрӗ йӗрӗхсемпе тулса ларчӗ: вӗсем хӑйсен алли тунӑскерне, хӑйсен пӳрни ӑсталанӑскерне пуҫҫапаҫҫӗ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл халӑхсен тавӑҫне татса парӗ, нумай ӑрӑва хунтӑласа тӳрре кӑларӗ; вара хӑйсен хӗҫӗнчен сухапуҫӗ, сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ: пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл — сылтӑм алӑри куҫлӑ ҫӗрӗ пек; 14. Иоседек ывӑлӗ Иисус та ҫавӑн евӗрлех: Ҫӳлхуҫанӑн ӗмӗрлӗх мухтавӗ ячӗпе вӗсем иккӗшӗ хӑйсен пурӑнӑҫӗнче Ҫурт туса лартнӑ, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давидсӑр, Езекиясӑр, Иосиясӑр пуҫне пурте ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗ: 6. пурте Ҫӳлти Турӑ саккунне пӑрахнӑ; Иудея вара патшаран татӑлнӑ, 7. мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен мӑйракине ыттисене панӑ, хӑйсен чапне ют халӑха панӑ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.