Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялӗнче (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче пурӑнакан О.С.Тимрякова патне, пӗлнӗ пекех, чей ӗҫнӗ вӑхӑтра пырса кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Римма Ефимова Элӗк районӗнчи Крымсарайкӑ ял тӑрӑхӗнчи Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Раиса Сарпи Петӗр Хусанкайпа Митта Ваҫлейӗ вӗсен ялӗнче, тӑван килӗнче пулнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Хӑйӗн вӑйӗпех Сыпайкасси ялӗнче кил-ҫурт ҫавӑрать.

Своими силами строит дом в Собаккасы.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Томлай ялӗнче вырнаҫнӑ шкулти виҫҫӗмӗш класри ачасене вӗрентме тытӑнать.

Начинает учить детей в начальных классах школы, находящейся в деревне Томлай.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Иван Федотов Шупашкар районӗнчи Кипеккасси ялӗнче 1916 ҫулхи май уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хӑтлӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Иван Федотович родился в Кибеккасы Чебоксарского района 25-го мая 1916 года в семье зажиточного крестьянина.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Мӗншӗн тесен вӑл эпӗ пурӑнакан Кипеккасси ялӗнче кун ҫути курнӑ.

Потому что он родился в той же деревне, где я живу - в Кибеккасы.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ӳречекасси ялӗнче Олегпа Елена Соловьевсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Чурачӑкра нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ пулин те ҫулталӑкри чи ӑшӑ тапхӑрта вӗсем ытларах — кил хуҫин тӑван ялӗнче Елюккассинче.

Хотя и проживают в многоквартирном доме в Чурачиках, в самые теплые дни года они - в родной деревне хозяина Елюккасах.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Унта ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ Энӗшпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кайран хӑйсен кун-ҫулне вут-ҫулӑмпа кӗрешессипе ҫыхӑнтарнӑ ентешсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

В этой работе юный краевед рассказала об уроженцах Шоркистры, земляках, которые посвятили свою жизнь борьбе с огнем.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Аслӑ Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Вячеслав Александрович Павлов ҫак кунсенче хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвать.

Ныне живущий в Чебоксарах уроженец Новочурина, Вячеслав Александрович Павлов, на днях отмечает свой юбилей.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Вӗсенчен пӗрремӗшӗ шӑпах кунти Йӑлкӑш ялӗнче пурӑнакансене савӑнтарнӑ.

Первый из них обрадовал жителей, живущих именно в Илгыш.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Республика Пуҫлӑхӗ Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Глава республики принял участие в открытии нового здания фельдшерско-акушерского пункта в деревне Илгышево.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Эхталь ялӗнче ҫав кун пӗрисем каҫ пулнӑ-пулманах пахча алӑкӗн сӑлӑпӗсене хучӗҫ.

В этот день в деревне Эхталь одни закрыли с первыми сумерками на засовы калитки огородов.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче 250 ытла ҫурт, кунта 1200-е яхӑн ҫын пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Авалхи йӑла-йӗркесене чӗртес тесе ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Киштек ялӗнче чӑваш фольклор ушкӑнӗсен Ҫимӗк уявӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Виталий Мердеев, Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, 7-мӗш класранах спорт вӑййисене хутшӑнса хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсене туптанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырминче ҫуралса ӳснӗскер, халӗ 87 ҫулта ӗнтӗ, Чӑваш Пӑрнай ялӗнче (Элкел районӗ) хӗрӗ патӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Канаш районӗнчи Маяк ялӗнче пурӑнакан Александр Владимиров фермер тӑлӑх ӳснӗ, хура-шур нумай тӳснӗ.

Фермер из деревни Маяк Канашского района Александр Владимиров рос сиротой, испытал много невзгод.

«Хресчен пулма чунпа пиҫсе ҫитмелле» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫӗнӗ Шупашкарта «Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат» тулли мар яваплӑ обществӑн тимӗр-бетон хатӗрӗсем туса кӑларакан завочӗ, Шупашкарпа хула ҫывӑхӗнче пурӑнакансене ӗҫмелли таса шыв парса тӑракан «Заовражная» станци тӗпне тасатакан сооружени, Вӑрнар районӗнчи Малтикас ялӗнче поселокри аш-какай комбиначӗн 1000 ӗне вырнаҫмалӑх комплексӗ, ытти предприяти хута кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех