Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрле пулччӑр, Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава курччӑр.

Которых Ты дал Мне, хочу, чтобы там, где Я, и они были со Мною, да видят славу Мою, которую Ты дал Мне, потому что возлюбил Меня прежде основания мира.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Эпир пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр тесе, Эсӗ Мана панӑ мухтава вӗсене патӑм.

22. И славу, которую Ты дал Мне, Я дал им: да будут едино, как Мы едино.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ; 7. Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санран килнине халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ: 8. Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ.

6. Я открыл имя Твое человекам, которых Ты дал Мне от мира; они были Твои, и Ты дал их Мне, и они сохранили слово Твое; 7. Ныне уразумели они, что все, что Ты дал Мне, от Тебя есть, 8. ибо слова, которые Ты дал Мне, Я передал им, и они приняли, и уразумели истинно, что Я исшел от Тебя, и уверовали, что Ты послал Меня.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эсӗ пур этеме те Ун аллине панӑ, Хӑв панисене Вӑл пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ патӑр, тенӗ.

2 Сказал: так как Ты дал Ему власть над всякою плотью, да всему, что Ты дал Ему, даст Он жизнь вечную.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Канӑҫлӑх парса хӑваратӑп сире, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп, Эпӗ тӗнче панӑ пек памастӑп сире.

27. Мир оставляю вам, мир Мой даю вам; не так, как мир дает, Я даю вам.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ.

И, обмакнув кусок, подал Иуде Симонову Искариоту.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненнӗ; 46. хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа панӑ.

45. Тогда многие из Иудеев, пришедших к Марии и видевших, что сотворил Иисус, уверовали в Него. 46. А некоторые из них пошли к фарисеям и сказали им, что сделал Иисус.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: эпир те каяр та Унпа пӗрле вилер, тенӗ.

16. Тогда Фома, иначе называемый Близнец, сказал ученикам: пойдем и мы умрем с ним.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; 26. эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар; 27. Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, 28. Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; 29. вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.

25. Иисус отвечал им: Я сказал вам, и не верите; дела, которые творю Я во имя Отца Моего, они свидетельствуют о Мне. 26. Но вы не верите, ибо вы не из овец Моих, как Я сказал вам. 27. Овцы Мои слушаются голоса Моего, и Я знаю их; и они идут за Мною. 28. И Я даю им жизнь вечную, и не погибнут вовек; и никто не похитит их из руки Моей. 29. Отец Мой, Который дал Мне их, больше всех; и никто не может похитить их из руки Отца Моего.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Иисус вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ, анчах та вӗсем Вӑл мӗн каланине ӑнланман.

6. Сию притчу сказал им Иисус; но они не поняли, что такое Он говорил им.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Пирӗн аттесем пушхирте манна ҫинӗ, ҫакӑн ҫинчен: «ҫимешкӗн вӗсене тӳперен ҫӑкӑр панӑ» тесе ҫырнӑ, тенӗ.

31. Отцы наши ели манну в пустыне, как написано: хлеб с неба дал им есть.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫав хушӑра Ҫӳлхуҫа пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑн ҫывӑхне Тивериадӑран урӑх кимӗсем ҫитнӗ.

23. Между тем пришли из Тивериады другие лодки близко к тому месту, где ели хлеб по благословении Господнем.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Иисус ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та унтан хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара ларакан халӑха валеҫсе панӑ; пуллипе те ҫаплах тунӑ, кам мӗн чухлӗ илес тенӗ, ҫавӑн чухлӗ панӑ.

11. Иисус, взяв хлебы и воздав благодарение, роздал ученикам, а ученики возлежавшим, также и рыбы, сколько кто хотел.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ман ҫинчен Иоанран ытларах пӗлтерекенни пур: Мана Аттем тума панӑ ӗҫсем, ҫак Эпӗ тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех, Мана Аттем яни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

36. Я же имею свидетельство больше Иоаннова: ибо дела, которые Отец дал Мне совершить, самые дела сии, Мною творимые, свидетельствуют о Мне, что Отец послал Меня.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӑл — Этем Ывӑлӗ, ҫавӑнпа та Ӑна сут тума та ирӗк панӑ.

27. И дал Ему власть производить и суд, потому что Он есть Сын Человеческий.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22-23. Ашшӗ никама та сут тумасть, Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе сут тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ.

22. Ибо Отец и не судит никого, но весь суд отдал Сыну, 23. дабы все чтили Сына, как чтут Отца.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ашшӗ вилнисене чӗртсе тӑратса пурӑнӑҫ панӑ пек, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать.

21. Ибо, как Отец воскрешает мертвых и оживляет, так и Сын оживляет, кого хочет.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫапла Вӑл Самарири Сихарь теекен хулана ҫитет: ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ ҫӗр ҫывӑхӗнчех пулнӑ.

5. Итак приходит Он в город Самарийский, называемый Сихарь, близ участка земли, данного Иаковом сыну своему Иосифу.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пурне те Унӑн аллине панӑ.

35. Отец любит Сына и все дал в руку Его.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ.

16. Ибо так возлюбил Бог мир, что отдал Сына Своего Единородного, дабы всякий верующий в Него, не погиб, но имел жизнь вечную.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех