Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккен сăмах пирĕн базăра пур.
иккен (тĕпĕ: иккен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Ҫавӑн чухне Адони-Везек каланӑ: аллисемпе урисен пуҫ пӳрнисене касса татнӑ ҫитмӗл патша ман сӗтелӗм айӗнче апат [тӗпренчӗкӗ] пуҫтаратчӗ; хам мӗнле турӑм, Турӑ мана ҫавнах кӑтартрӗ иккен, тенӗ.

7. Тогда сказал Адони-Везек: семьдесят царей с отсеченными на руках и на ногах их большими пальцами собирали [крохи] под столом моим; как делал я, так и мне воздал Бог.

Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Моисей Аарона каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр: «Хам патӑма ҫывӑхаракансем урлӑ сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, пӗтӗм халӑх умӗнче мухтава тухӑп» тесе каланӑ чухне акӑ мӗн ҫинчен каланӑ иккен, тенӗ.

3. И сказал Моисей Аарону: вот о чем говорил Господь, когда сказал: в приближающихся ко Мне освящусь и пред всем народом прославлюсь.

Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Моисей хӑраса ӳкнӗ те: ку ӗҫ ҫинчен пӗлеҫҫӗ иккен, тенӗ.

Моисей испугался и сказал: верно, узнали об этом деле.

Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Вӑл ӑна палласа илнӗ те каланӑ: ку манӑн ывӑлӑм тумтирӗ; ӑна тискер кайӑк ҫисе янӑ; чӑнах та, Иосифа тӑпаласа тӑкнӑ иккен, тенӗ.

33. Он узнал ее и сказал: это одежда сына моего; хищный зверь съел его; верно, растерзан Иосиф.

Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Респондентсен 95,3% ыйтусене хуравланӑ май «нимӗнле условире те наркотик тутанмӑп» тесе хуравланӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӑмах май, наркотиксем тӗлӗшпе «таса» районсем республикӑра 8 кӑна иккен: Комсомольски, Елчӗк, Патӑрьел, Тӑвай районӗсем тата ыттисем.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Прегабалин» текен эмеле пӗлтӗр 1 пин ытла чӗркем сутнӑ иккен — ҫулталӑк маларахринчен 3 хут /!/ ытларах.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пирӗн хайхи пурӑнма кирлӗ виҫе темшӗн Тутарстанринчен пысӑкрах иккен.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Енре, тӗлӗнмелле те, страхланӑ ҫынсен шучӗ республикӑра пурӑнакансен йышӗнчен пысӑкрах иккен.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чиновниксен йышне чакарасси вара уксахлать иккен.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пушкӑртстанри чӑвашсем манман иккен — тӑтӑшах ҫыратчӗҫ, шӑнкӑравлатчӗҫ, хӑйсем патне гастрольпе пыма ыйтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӗсене Володьӑн унчченхи арӑмӗ Ольга Краснова лӑпкӑ пурӑнма памасть иккен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫук иккен, выльӑхӑн ячӗпе тӗсӗ кӑна мар, кӑмӑлӗ те расна.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Унӑн редакторӗ Валентина Минеева ҫыру ячӗ: манӑн корреспонденци питӗ килӗшнӗ иккен, ӑна эфирта хамах вулаттарасшӑн, Шупашкара йыхравлать.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Февраль, январь уйӑхӗсенче тӳленисене шута илмен иккен.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ашшӗ-амӑшӗ ытларах ывӑл-хӗрне Кӳкеҫ лицейне вӗрентме ярасси вӗрентӳ пахалӑхӗпе – чылайӑшӗ ахӑртнех ҫапла шухӑшланӑ – ҫыхӑнман иккен.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чун кӑмӑлланӑ киленӗҫне Светлана Тявина хӗрне Ольӑна пилленӗ, вӑл та килӗштерсех ҫыхать, кинӗсем те кӑсӑкланма пуҫланӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Нарӑс варринеллеччӗ пулас — ҫул юсакансем унта ҫитнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Анчах Шупашкарта вӑхӑтлӑх тени, пӑхатӑп та, темиҫе кунлӑх тенипе пӗр килет иккен.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Унпа продукцири ҫу хисепне вунӑ минутранах пӗлме пултаратӑн иккен.

С ним за десять минут можно узнать количество жира в продукции.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех