Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытать (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малкин аллисемпе пилӗкне тытать те тӳрех кӑшкӑрса тӑкать ҫакна:

А Малкин как заиржет, в бока руками взялся.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑртӑш старик хӑйӗн ашапатман хӗресӗпе сӑхсӑхса илет, — унта пурте вӗсем ҫӗн тӗне ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, — площадьрех ҫӗлӗкне хывса тытать.

Линек этот еретическим своим крестом перекрестился, они там все по новой вере живут, — шапку еще на плацу снял.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тытать те ак вӑл винтовка — пуҫлать пире кӑхлаттарма!

Он возьмет винтовку и будет бить нас.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фомин хӑйне пурте унран хӑйӗнчен килекен хуҫа пек тытать.

Фомин чувствовал себя хозяином положения.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурҫӗр фронтра лару-тӑру ытла та йывӑрланса ҫитнине кура Краснов хӑй Каргинскине кайма, Каргинскинчен Фомина хирӗҫ тӳрремӗнех карательсен «тимӗр тыллине» кӑларса яма тата, чи кирли, мораль тӗлӗшпе йӑмшакланнӑ казаксен хавхине хӑпартма шут тытать.

Положение на Северном фронте стало чревато такими осложнениями, что Краснов решил сам выехать в Каргинскую, чтобы оттуда непосредственно направить «карающую десницу» против Фомина и, главное, поднять дух деморализованных казаков.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Усӑк хӑлхаллӑ, ӗҫке ернӗ перхелей сӑнлӑ Мамонтов генералӑн тин кӑна хыртарнӑ питҫӑмартийӗсем тӗссӗр кӑваккӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ытти чухне яланах юлахай пулнӑскер, хальхинче вӑл хӑйне типтерлӗ те кӗрнеклӗ тытать, ытти офицерсем хушшинче перрон тӑрӑх каҫӑрӑлса утса ҫӳрет.

Вислоусый, пропойского вида генерал Мамонтов, обычно неряшливый, но на этот раз подтянутый, блистающий сизым глянцем свежевыбритых щек, ходил по перрону, окруженный офицерами.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон Сарӗ Таганрог округне 500 ҫул ытла хӑй аллинче тытать, уншӑн Таганрог округӗ каярахпа Дон Ҫарӗ пулса кайнӑ Тмутараканин пӗр пайӗ пулса тӑрать.

Войско Донское владеет Таганрогским округом более 500 лет и для которого Таганрогский округ является частью Тмутаракани, от которой и стало Войско Донское.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Упӑшки ун хӗрлисемпе кайнӑ-мӗн, ҫавӑнпа та кил хуҫи хӑйне питӗ йӑпӑлти те йӑваш ҫын пек тытать.

Муж ее ушел с красными, поэтому хозяин был угодлив, смирен.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Подтелков шуҫса ӳкме пуҫланӑ Кривошлыкова хулӗнчен ярса тытать.

Подтелков поддерживает поскользнувшегося Кривошлыкова.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӑмран ҫыхса тунӑ хӗрхӗлтӗм чӑлхи типшӗм те илемлӗ урине ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тытать, хӑйне шӑп вӑхӑтлӑ аттисем урисенче ҫыпӑҫтарса хунӑ пек тӑпӑл-тӑпӑл тӑраҫҫӗ; пермечеллӗ кӗрен юбкине хытӑ туртса ҫыхнӑ, тӗрлесе капӑрлатнӑ саппунӗ чӑлт шурӑ тӗсӗпе куҫа йӑмӑхтарать.

Сухую, красивую ногу ее туго охватывал фиолетовый шерстяной чулок, аккуратный чирик сидел на ноге, как вточенный; малиновая сборчатая юбка была туго затянута, безукоризненной белизной блистала расшитая завеска.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑл службӑра пирӗн, — ӗнентересшӗн пулнӑ пек каларӗ хӗрӗ (хӑйне вӑл хӑюллӑрах тытать), пуҫне усса.

— Он у нас на службе, — убеждающе, склоняя голову, сказала девочка (она была побойчей).

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Фасон тытать, — терӗ кулса Анфиса, — аттене юрасшӑн.

— Фасонит, — сказала Анфиса, — бате угождает.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗн вӑл хӑйӗн планӗсене секретра тытать?

— А что ж это он свои планы под секретом держит?

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Большевиксен вӑхӑтӗнче влаҫа кам тытать тетӗн?

Ведь при большевиках кто будет у власти?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлташӗ, хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ ватӑ осетин, хӑйне чӑтма ҫук лӑпкӑ тытать.

Товарищ его, пожилой рыжий осетин, хранил ледяное спокойствие.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каппайчӑк тӑшман, ултавлӑ та сутӑнчӑк ӗҫсем туса пирӗн патра хӑйне чӑн-чӑн хуҫа пек тытать.

Надменный враг посредством подкупа и предательства распоряжается у нас, как у себя дома.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑнпа калатӑп та: ак пӗр-пӗр Грязнов е мӗнле те пулин Мелехов тытать те тарать фронтран, кӗтӳрен таракан пӑру пек; ун хыҫҫӑн полк, полк хыҫҫӑн ҫар тарса пӗтет…

К тому и гутарю, что вскорости какой-нибудь Грязнов али Мелехов бзыкнет с фронта, а за ним полк, а за полком армия…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шухӑшӗсем те ун хӑйне евӗр айван та ансат: хырӑм выҫӑ — хӑть юлташӗн пултӑр, — вӑрлама юрать, вӑрламалла та (выҫӑ чух чӑн та вӑл кирек камӑнне те намӑс-симӗсе пӗлмесӗр ҫаратса илчӗ); атти татӑлса тухнӑ — тытать те хывса илет тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӑнне; мӗн те пулин айӑп турӑн, каҫарттармалла — Митька каҫарттарать вара — разведкӑна ҫӳрет, хытӑ пӑвнипе сывлайми пулнӑ — ни вилӗ, ни чӗрӗ нимӗҫ часовойӗсене постран сӗтӗре-сӗтӗре пырать, хӑй кӑмӑл тунипеле чи хӑрушӑ операцисене тухса каять.

Так же примитивно просты и несложны были его мысли: голоден — можно и должно украсть, хотя бы и у товарища, и крал, когда был голоден; износились сапоги — проще простого разуть пленного немца; проштрафился, надо искупить вину — и Митька искупал: ходил в разведку, приносил снятых им полузадушенных немецких часовых, охотником шел на рискованнейшие предприятия.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуҫи ӑна шӑп ҫав вӑхӑтра пырса тытать.

Хозяин поймал его с поличным.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Генерал йӑл кулса Сергее хулӗнчен тытать — ҫук, машина кирлӗ мар!

Генерал улыбается и берет Сергея под руку и говорит шоферу: «Нет, нам не нужна машина!

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех