Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килнӗ (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫӗр ҫине килнӗ кашни ҫын телей пирки ӗмӗтленет.

Каждый человек появившись на белый свет мечтает о счастье.

Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ун хыҫҫӑн сцена ҫине район ертӳҫисем - В.Ванеркепе А.Шакин, килнӗ хӑнасем - ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ А.Самойлова, РФ субъекчӗсен патшалӑх влаҫӑн органӗсен ӗҫне йӗркелеме пулӑшакан пайӑн начальникӗ Н.Иванов, Тӑвай ен ентешлӗх ертӳҫи А.Иванов тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Тӗрлӗ ялсенчен килнӗ пултаруллӑ коллективсем, кашни ушкӑнӑн - хӑйӗн тумӗ-юмӗ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Паянхи рынок тӗрлӗ ҫӗртен илсе килнӗ пахча ҫимӗҫпе тулса ларнӑ пулин те, вӗсен пахалӑхӗ ҫапах иккӗленӳ ҫуратать.

Хотя сегодня рынок и завален овощами из разных мест, их качество все-таки вызывает сомнения.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

1973 ҫулхи ҫуркунне Николай Егорович салтак ячӗ тухнисене пуҫтаракан Канашри республика пунктне ҫамрӑксене илме килнӗ.

Весной 1973 года Николай Егорович приехал за молодежью в Канашский республиканский призывной пункт.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Хӑй «Аркадьевна» пулнине палӑртас килнӗ Машӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Амӑшне иккӗре-виҫҫӗре чухнех ҫухатнӑскерӗн темӗн те курма тӳр килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ӑна та малтанах каникулта канма илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Михайловсем унӑн вилтӑприне шыраса тупнӑ, унта ачисене илсе кайса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Пурнӑҫра темӗн те курма тӳр килнӗ пулсан та ытла чарусӑрланмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Акӑ Чӗмпӗр хулинчи пӗр ҫемьен интернетра курнӑ хатӗрлӗ пулас килнӗ.

Вот одной семье из Ульяновска захотелось иметь увиденную в интернете вещь.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ача садӗнче те ӗҫлеме тӳр килнӗ, учительте те сахал мар тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

1980 ҫулта библиотекӑна Людмила Шикарева килнӗ.

В 1980 году в библиотеку пришла Людмила Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ача-пӑча пулин те Кӳршӗри ват ҫынсенчен Фронтран килнӗ хыпарсем Пирки ыйтма васкатпӑр.

Хотя мы еще дети У соседских стариков Бежим узнавать Фронтовые вести.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тӑвансен вилтӑприне тирпейлеме, карталанисене сӑрлама та, виле пытарма кайма та тӳр килнӗ.

Приходилось ходить и для приведения в порядок могил родных, и для покраски ограждений, и на похороны.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Вырӑнти ХФХ ертӳҫи О.П.Яковлев та айккинче юлмарӗ‚ ҫак хуҫалӑхри Е.А.Михайлов тракторист та илсе килнӗ гравие тикӗслеме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Слакпуҫ ялӗ май уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Казахстанран килнӗ 16 художника йышӑннӑ.

26-28 мая село Слакбаш принял 16 художников приехавших с Башкирии, Татарстана, Казахстана.

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Мероприятие килнӗ филологи наукисен кандидачӗ, профессор, вӗренӳ кӗнекисен авторӗ Виталий Никитин-Станьял, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов, районтан, ытти шкулсенчен килнӗ сумлӑ хӑнасем уява пысӑк хак пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче пурӑнакан Валериан Акимов Ольӑпа курнӑҫассишӗнех ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хулана ларса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

«Черет хӑвӑртах шӑвать, вӑхӑт нумай иртмест. Ҫынсем малтанхи сасӑлава хутшӑнни пӗлтерӗшлине ӑнланни савӑнтарать», — чунне уҫрӗ 64-мӗш шкулти участока мӑшӑрӗпе килнӗ Андрей Кириллов.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех