Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав каҫхине Кӗҫӗн Кӑрмӑк хуторӗ ҫывӑхӗнче хӗрлӗармеецсен полкӗ хӑмасемпе пӗренесенчен ҫапса майлаштарнӑ сулӑсемпе Дон урлӑ каҫрӗ.

В эту ночь около хутора Малого Громчонка полк красноармейцев переправился через Дон на сбитых из досок и бревен плотах.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗҫӗн ывӑлӗ лайӑх мар тунӑ пулин те, Аниҫҫе ӑна ятламарӗ, чӑтаймасӑр кулса ҫеҫ ячӗ.

И хотя то, что сделал младший сын, было нехорошо и надо бы выговорить ему за это, Анисья не вытерпела и рассмеялась.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӳрече янаххине ачан шӑнса кайнӑ хӗрлӗ пӳрнисем хӑвӑрт ҫатӑртаттарса ярса тытрӗҫ, унтан хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне куҫӗсем ҫинех пусса лартнӑ пуҫ курӑнчӗ, тепӗр самантран Дымшаковӑн кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн тӗк тӑма пӗлмен, пысӑк, шурӑ куҫӗсемпе Корней ҫине пӗртте мӑчлаттармасӑр, шӑтарас пек пӑхрӗ.

По подоконнику зашарили быстрые, цепкие и красные от холода детские руки, потом показалась голова с нахлобученной на самые глаза шапкой-ушанкой, и через мгновение Дымшаков-младший уже в упор, пе мигая, смотрел на Корнея диковатыми глазами с яркими белками.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах Корней никама та ятламан, арӑмӗн аллинчен пӗр стакан чей илнӗ те кӗҫӗн ывӑлӗ ӑҫти ҫинчен ыйтнӑ.

Но Корней не стал никого распекать, принял из рук жены стакан чая, поинтересовался, гдо младший сын.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени: аттесем киличчен кӗҫӗн йӑмӑка Васенӑна пӗччен пӑрахса хӑварма пултараймастӑп, терӗ, анчах Иннокентий ӑна хӑйне евӗр ӑнланчӗ — ун Иннокентий патне ахаль, никама систермесӗр куҫса каяс килмест, ун чӑн-чӑн шавлӑ туй тӑвас, ҫав туя мӗн пур тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗнес килет пулас, халӗ вӑл хӑйсен пӗтӗм ҫемйи Черемшанкӑна таврӑнасса кӗтет ҫеҫ ӗнтӗ.

Ксения говорила, что не может до приезда родителей оставить младшую сестру Васену одну, однако Иннокентий понял ее по-своему — она, видимо, не хотела входить в его жизнь буднично, незаметно, без настоящей шумной свадьбы и участия в этом торжестве всех родных и близких и просто ждала, когда вернется в Черемшанку вся ее семья.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Облаҫри хаҫат корреспонденчӗ Яранцевсен хваттерӗнче пулнӑ пулас, вӑл пурин ҫинчен те кӗҫӗн ывӑлӗ — Роман сӑмахӗсем тӑрӑх тӗплӗн ҫырса кӑтӑртнӑ.

Корреспондент областной газеты, видно, побывал на квартире Яранцевых и бойко рассказывал обо всем со слов младшего сына — Романа.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ вӑл хӑйӗн кил-ҫуртӗнче хӑй хуҫа, мӗн те пулин кӑмӑлне каймасан, кӗҫӗн ывӑлне те, кинне те ятласа илме пултарать, хулара вара никама та хӑтӑрса илеймӗн!

В своей родной избе она пока полновластная хозяйка, и если что не по ней, то пошумит и на Тихона и на невестку, а в городе и построжиться будет не на кого!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Арӑмӗ пысӑк ҫыхӑ ҫумне тӗршӗнсе, ӗсӗклесех йӗрсе янӑ, унӑн кӑвакарнӑ тутисем темскер пӑшӑлтатнӑ, ашшӗ кӑвакарнӑ пуҫне чӗтрентернӗ, кӗҫӗн хӗрӗ Васенӑ ҫеҫ, пур енчен те япаласемпе хӗстерсе лартнӑскер, ҫула тухассипе савӑннӑ та айккинелле вӑльт-вальт ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ.

Заголосила жена, припав к пухлому узлу, затряс седой головой отец, шепча что-то побелевшими губами, и лишь младшая дочка Васеиа, стиснутая со всех сторон вещами, довольная предстоящим отъездом, весело поглядывала по сторонам.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Егоров пирӗн кӗҫӗн йӑмӑкӑн хреснашшӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Аттен маларах авланма май пулман, мӗншӗн тесен кӗҫӗн йӑмӑкӗпе шӑллӗне ура ҫине тӑратмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Ашшӗ тата икӗ аслӑ пиччӗшӗпе аппӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, кӗҫӗн йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене аттен пӑхма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

— Вӑл манран 3 ҫул аслӑ, кӗҫӗн классенче Яманкассинчи пуҫламӑш шкула пӗрле ҫӳреттӗмӗр.

— Он был старше меня на 3 года, в младших классах вместе в начальную школу в Яманово ходили.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Петро кӗҫӗн чинран ӳснӗ офицер иккенне атаман уттинченех уйӑрса илчӗ.

Атаман еще по походке узнал в Петре офицера — выходца из нижних чинов.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тен, хӑть, кил-ҫурта тирпейлеме пулӑшӗ! — кӑшкӑрчӗ хыҫалтан кӗҫӗн кинӗ, йӑл кулнӑ май, сахӑр пек шурӑ шӑлӗсене тикӗслетсе.

Все помог бы курень прибрать! — крикнула вслед младшая сноха, выравнивая в улыбке сахарную блесну зубов.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кун Кӗҫӗн ҫар канашӗ Новочеркасскран Константиновски станицӑна куҫма хатӗрленсе тӑнӑ.

В этот день Малый войсковой круг собирался эвакуироваться в станицу Константиновскую.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак пухӑва Кӗҫӗн Канаш тесе ят параҫҫӗ.

Круг именовался Малым.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пирвайхи ҫул юппинчех вӑл Кӗҫӗн Кремечке хуторне каякан ҫул ҫине аташса кӗчӗ те ҫав ҫулпа кайрӗ.

На первом же свилке она сбилась на дорогу к хутору Малый Громченок, пошла по ней.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл сотньӑри кӗҫӗн офицерсемпе хӑйне ҫывӑхрах казаксенчен ҫав ҫӗнӗ хыпара ытти казаксем мӗнле кӗтсе илнине пӗлесшӗн пулчӗ.

Он через младших офицеров сотен и близких к нему казаков пытался узнать, как относятся к этому казаки.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Октябрӗн З-мӗшӗнче сотня илӗм-тилӗмлех Кӗҫӗн Порек ялне пырса кӗчӗ.

Ранним утром 3 октября сотня вошла в деревню Малые Порек.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр виҫӗ кунтан вӗсем наступление кӗмелли район ҫывӑхӗнчи Аслӑ Порекпа Кӗҫӗн Порек ялӗсене ҫитсе чарӑнаҫҫӗ.

Через три дня остановились неподалеку от района наступления — в деревнях Большие и Малые Порек.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех