Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулран ҫулах вӑл ачасем ҫуратнӑ, ҫав кӑкӑр ӗмекенскерсене ирӗлсе кайнӑ кивпиттисемпе те кивелсе ҫитнӗ кӗрӗк татӑкӗпе пиелесе усранӑ.

Из года в год рожала она детей, заворачивая сосунков в истлевшие пеленки да в поношенный овчинный лоскут.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ачасем кӑшкӑрашнисене итлесе тӑтӑм-тӑтӑм та, хамӑн ывӑл ачана аса илтӗм, ну, чӗрем хӗстерсех ыратма пуҫларӗ вара…

Наслухался я детского крику, своего парнишку вспомянул, ну и защемило…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурнӑҫа туса ҫитерсен, ҫав ачасем ун чухне кулак ачисем пулмӗҫ вара.

А когда построим, эти дети уже не будут кулацкими детьми.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килсе кӗтӗн те, пуҫларӑн кӑшкӑрашма: «Ӗҫлеместӗп… ачасем… хӗрхенетӗп…»

Пришел и ну давай орать: «Не буду работать… дети… жалость…»

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хыҫран ача-пӑчасем ҫыхланнӑччӗ, анчах Любишкин ҫатан карта хушшинчен пӗр ҫапӑ кӑларса илсен, ӑна-кӑна чухлама пӗлекен ачасем хӑйсемех хӑпса юлчӗҫ.

Детвора было увязалась следом, но Любишкин вытянул из плетня хворостину, и догадливые ребята отстали.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун туррин бронзӑллӑ варӗнче ҫичӗ уйрӑм пулнӑ: пӗри ҫӑнӑх валли, тепри кӑвакарчӑнсемшӗн, виҫҫӗмӗш сурӑхсемшӗн, тӑваттӑмӗш такасем валли, пиллӗкмӗш пӑрусемшӗн, улттӑмӗш вӑкӑрсемшӗн, ҫиччӗмӗш вара, амӑшӗсем илсе килсе паракан чӗре ачасем валли уйӑрнӑскер, патша чарнине пула тахҫантанпах пушӑ тӑнӑ.

В бронзовом чреве его бога было семь отделений: одно для муки, другое для голубей, третье для овец, четвертое для баранов, пятое для телят, шестое для быков, седьмое же, предназначенное для живых младенцев, приносимых их матерями, давно пустовало по запрещению царя.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ачасем пулчӗҫ…

Детишки есть…

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей, ҫил ҫуласа тасатнӑ виле шӑмми евӗр шурса кайнӑскер, хӑяккӑнрах тӑрса, хӗҫҫине старик ӗнси ҫине сулса ярас тесе ҫӗкленӗччӗ кӑна, — ун ури умне ӳлесе, ҫухӑрашса та макӑрса манкаллӑ вӗтӗр-шакӑр ачасем кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

Андрей, белый, как облизанная ветрами мертвая кость, избочившись, уже занес шашку над стариковской шеей, но тут-то и посыпались ему под ноги с ревом, с визгом, с плачем разнокалиберные сопливые ребятишки.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурте пӗрле пулать: ачасем те, арӑмсем те, кашӑк-чашӑксем те.

Все будет общее: дети, жены, чашки, ложки.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кукӑр ураллӑ ачасем час-часах тӗл пулаҫҫӗ.

Это очень часто - кривые ноги у детей.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Таса тумланнӑ, сывӑ ачасем, урисем вӗсен тӳрӗ, илемлӗ.

Чисто одетые, здоровые дети, на прямых и стройных ногах.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ачасем ҫиҫсе пыраҫҫӗ, вӗсем кулни, кӑшкӑрашни янӑраса юлать.

Сверкают дети, звучит их смех и крики.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Вӗсене хӑйсене те кӑмӑла каять ҫак ҫиҫсе тӑракан ҫутӑ, анчах хӑйсен туйӑмне палӑртма вӗсем пӗчӗк ачасем мар ӗнтӗ — пысӑк ҫынсем, ҫавӑнпа та вӗсем ҫӳхе тутисене пурте пӗр евӗрлӗ чӑп тытнӑ та, куҫӗсене хӗссе, нимӗнпе тӗлӗнтерме ҫук ҫынсем пек, куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ.

Им самим тоже нравится этот блеск, но они слишком серьезны для того, чтобы выражать свои ощущения, поэтому они однообразно сжали тонкие губы и, прищурив глаза, смотрят исподлобья, как люди, которых ничем не удивишь.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ачасем, ҫӑварӗсене карса, чӗнмесӗр утаҫҫӗ; ҫутӑ йӑмӑхтарса суккӑрлатнӑ куҫӗсемпе вӗсем йӗри-тавралла ҫав тери тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Дети идут, молчаливо раскрыв рты, и ослепленными глазами смотрят вокруг напряженно и серьезно.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ачасем ашкӑннипе аптраса ҫитнӗ ватӑ педагог вӗсене юриех, ача-пӑчана вылямалли япаласемпе илӗртсе те пулин, итлеме, лӑпкӑ пулма вӗрентес тесе туса лартнӑ, тейӗн.

Расчетливая работа старого педагога, которого беспокоят детские шалости, и он желает даже игрушками воспитывать в детях покорность и смирение.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Кӑвакарнӑ ҫӑкӑр хытти тупсан, ачасем, уншӑн хирӗҫсе, тавлашса каяҫҫӗ; пӗри те тепри хӑвӑртрах хыпса-ҫӑтса ярасшӑн пулса, вӗсем, йытӑ ҫурисем пек, пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ.

Когда они находят корку загнившего хлеба, она возбуждает среди них дикую вражду; охваченные желанием проглотить ее, они дерутся, как маленькие собачонки.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Кӗрпе чыхса тултарнӑ михӗ пекех ҫынсемпе тулнӑ урамсенче, панель умӗнче ларакан ҫӳп-ҫап коробкисенче, ачасем хыпаланса ҫӗрнӗ пахча-ҫимӗҫсем шыраҫҫӗ, тупсан ҫавӑнтах, куҫа ҫиекен тусанпа пӑчӑ ҫывлӑшрах, пӑнтӑхӗ-мӗнӗпех хыпса-ҫӑтса яраҫҫӗ.

В этих улицах, набитых людьми, точно мешки крупой, дети жадно ищут в коробках с мусором, стоящих у панелей, загнившие овощи и пожирают их вместе с плесенью тут же, в едкой пыли и духоте.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Урам канавӗсенче ачасем кӗшӗлтетеҫҫӗ.

Канавы улиц кишат детьми.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Аялта, «сывлӑш ҫулӗн» тимӗр карлӑкӗсем айӗнче, урамри тусанпа пылчӑк ӑшӗнче, ача-пӑча кӗшӗлтетет, — чӑн та, пӗтӗм тӗнчери ачасем пекех кулаҫҫӗ те, кӑшкӑраҫҫӗ те вӗсем, анчах сассисем, ҫӳлти шӑв-шав хупланипе, тинӗсе ӳкнӗ ҫумӑр тумламӗ пекех, кӗрлеве путса ҫухалаҫҫӗ.

Внизу, под железной сетью «воздушной дороги», в пыли и грязи мостовых, безмолвно возятся дети, — безмолвно, хотя они смеются и кричат, как дети всего мира, — но голоса их тонут в грохоте над ними, точно капли дождя в море.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Ачасем ҫӳхе турпасӗсене, балкон карлӑкӗ витӗр урама ан ӳкчӗр тесе, пӗчӗк аллисемпе тытаҫҫӗ, — вӗсем те хӑйсен ӗҫне чӑрмантарнӑ сӑлтав ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

Дети хватают маленькими лапами тонкие щепы, чтобы они не упали на улицу сквозь отверстия в решетке балкона, и тоже не смотрят на причину, помешавшую их задаче.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех