Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Чи малтан Ӑслӑлӑх пулнӑ, ӑна ӑнкарасси ӗмӗртенпех пырать.4. Прежде всего произошла Премудрость, и разумение мудрости - от века.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ку сахал-ха, ют ҫӗр ҫыннисене тӑшманла йышӑннӑшӑн вӗсемшӗн тата сут пулӗ; 15. кусем вара малтан уяври пекех хавасланса йышӑннӑ, кайран хӑйсемпе пӗр тан шутланакан ҫынсене чӑтма ҫук йывӑр ӗҫлеттерсе пусмӑрлама тытӑннӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем малтан та пулман, ӗмӗрӗпех те пулмӗҫ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем, хӑйсене хаса парса лешӗсене ырӑлӑх кӳнине илтсессӗн, ҫакна Ҫӳлхуҫа тунине ӑнласа илнӗ: 15. малтан Ӑна йышӑнман пулсассӑн, хӑртнӑ-мӑшкӑлланӑ пулсассӑн, йӗркепӗрӗн пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн, хӑйсем шывсӑр антӑхнине тӳрӗ ҫынсенчен урӑхла тӳссессӗн, Унран тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ вӗсем.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ мана Хӑвӑн халӑхун патши пулма, Хӑвӑн ывӑлусемпе хӗрӳсен тӳри пулма суйласа илтӗн; 8. Эсӗ мана Хӑвӑн сӑваплӑ тӑву ҫинче Турӑ Ҫурчӗ лартма, Ху пурӑнакан хулара парне вырӑнӗ лартма каларӑн, ӑна Ху чӑн малтан тунӑ сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗ евӗрлӗ тума хушрӑн.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫуралсассӑн эпӗ те пурте сывлан сывлӑшпах сывлама пуҫланӑ, ҫак ҫӗр ҫинех ҫуралнӑ, ыттисем пекех чи малтан макӑрса сасӑ панӑ, 4. мана та кипкепе пиелесе, кӑкӑр парса ӳстернӗ; 5. пӗр патша та урӑхла ҫуралман: 6. пурӑнӑҫа пурте пӗр пекех килеҫҫӗ, пӗр пекех каяҫҫӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ, ҫапах та этем Турӑ тӑвакан ӗҫсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ӑнланса ҫитереймест.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла эпӗ Иерусалимра халиччен хамран малтан пурӑннӑ пур ҫынран та аслӑрах та чаплӑрах пулса тӑтӑм; ӑслӑлӑхӑм та хампа пӗрлехчӗ.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пысӑк ӗҫсем турӑм эпӗ: хам валли ҫуртсем туса лартрӑм, иҫӗм пахчисем чӗртрӗм, 5. йывӑҫ пахчисемпе катасем лартса тухрӑм, унта паха ҫимӗҫлӗ тӗрлӗрен йывӑҫ ӗрчетрӗм; 6. катари йывӑҫсене шӑварма кӳлӗсем тутартӑм; 7. арҫын тарҫӑсемпе хӗрарӑм тарҫӑсем туянтӑм, манӑн хамӑн килӗмре ҫуралнӑ тарҫӑсем те пурччӗ; манӑн шултӑра выльӑхпа вак выльӑхӗ те Иерусалимра хамран малтан пурӑннисенчен пуринчен те нумайрахчӗ; 8. патшасенчен, тӗрлӗ ҫӗршывран эпӗ ылтӑн-кӗмӗл, чаплӑ мул пуҫтартӑм; арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем пурччӗ манӑн, ар киленӗҫӗ — темӗн чухлӗ ҫум-арӑм — пурччӗ манӑн.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малтан кил тулашӗнчи ӗҫӳсене, хирти ӗҫӳсене вӗҫле, кайран пӳрт ӑшчиккине тирпейле.27. Соверши дела твои вне дома, окончи их на поле твоем, и потом устрояй и дом твой.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Малтан васкаса ярса илнӗ еткерлӗх кайран пиллӗх илеймӗ.21. Наследство, поспешно захваченное вначале, не благословится впоследствии.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тавӑҫра ӗҫе малтан пуҫараканӗ тӗрӗс пек, анчах унпа тупӑшаканни килет те, ӗҫ урӑхла курӑнать.17. Первый в тяжбе своей прав, но приходит соперник его и исследует его.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫана хӑвӑн пурлӑхунтан, малтан илнӗ пур тупӑшунтан парне кӳрсе хисепле — 10. вара санӑн кӗлетӳсем туптулли тулӗҫ, юхтаркӑчусем ҫӗнӗ эрехпе тулса тӑкӑнса ларӗҫ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ мана хыҫалтан та, малтан та хупӑрласа тӑратӑн, аллуна ман ҫинче тытса тӑратӑн.5. Сзади и спереди Ты объемлешь меня, и полагаешь на мне руку Твою.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 4. пӗр Хӑй анчах пысӑк хӑватсем Тӑвакана аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 5. Вӑл тӳпене ӑслӑлӑхӗпе пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 6. ҫӗре шывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 7. аслӑ ҫутӑсем пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 8. куна тытса тӑма хӗвеле пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 9. каҫа тытса тӑма уйӑхпа ҫӑлтӑрсене пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 10. Египетра малтан ҫуралнисене пӗтерсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 11. Израиле вӗсен хушшинчен илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 12. хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 13. Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 14. Израиле ун урлӑ каҫарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 15. фараона ҫарӗ-мӗнӗпех Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 16. Хӑйӗн халӑхне пушхирпе ертсе пынӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 17. аслӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 18. хӑватлӑ патшасене вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 19. Аморрей патшине Сигона вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 20. Васан патшине Ога вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 21. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 22. еткерлӗхе Израиле, Хӑйӗн чурине, панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 23. эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 24. пире хамӑр тӑшмансенчен хӑтарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 25. пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.
Пс 135 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл Египетра чи малтан ҫуралнисене ҫыннинчен пуҫласа выльӑхӗ таранччен вӗлерсе тухнӑ, 9. эй Египет, Вӑл санӑн ҫӗрӳ ҫинче фараона та, унӑн пур чурине те хӑватсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, 10. халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӑйлӑ патшасене пӗтернӗ: 11. Аморрей патшине Сигона, Васан патшине Ога, Ханаан ҫӗрӗнчи пур патшалӑха та пӗтернӗ; 12. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе, еткерлӗхе Хӑйӗн халӑхне Израиле панӑ.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсен ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене, вӗсен вӑйӗн пуҫламӑшне, пурне те хирсе тухнӑ.36. И поразил всякого первенца в земле их, начатки всей силы их.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. [Эй Ҫӳлхуҫа,] Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ; 27. вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ, Эсӗ вӗсене тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ; 28. Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.