Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем тутисене тӑсса ним сӑмахсӑр тухса кайрӗҫ, ҫивӗтӗсене касрӗҫ-касрӗҫех хӑйсем.

Они ничего больше не сказали, надулись и ушли, но косы все же остригли.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Пӗррехинче кӗтмен ҫӗртен ман пата хам вӗрентекен ачасем вирхӗнсе ҫитрӗҫ.

Однажды ко мне явились мои ученики.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ачасем вылямах кунта ҫитес ҫук-ха.

Дети сюда играть не прибегают.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Тен, ҫын какайне ҫисе курман ачасем те пур пулӗ?

Может, есть еще дети, не евшие людей?

XIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ахальтен мар ӗнтӗ пӗчӗк ачасем те ман ҫине кураймасӑр пӑхаҫҫӗ.

Вот почему даже дети смотрят на меня со злобой.

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ачасем тата?

Но дети?

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Тара пачӗҫ вара ачасем.

но они убежали.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ман умра кӗпӗрленсе тӑракан ачасем те хӑйсем хушшинче ман пиркиех калаҫаҫҫӗ.

Ребятишки, шедшие толпой впереди, тоже говорили обо мне.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Эпир пӗчӗк ачасем мар, арӑмне хӑваласа янӑ унашкал савӑнӑҫ шыракан ҫын ӑҫта кайса ҫӳренине пӗлетпӗр —

Мы не маленькие и знаем, где обычно бывает человек, выгнавший жену, ищущий развлечений в смене женщин…

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ачасем! — кӑшкӑратӑп хам.

«Ребяты! — шумлю.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӑмӑл урапа ачасем тӗлне ҫитсен, вӑл Щукаре: «Тӑрат-ха», — терӗ те куҫӗпе тӗллесе, пӗр ҫара уран пыракан ҫичӗ ҫулсене ҫитнӗ шурӑ пуҫлӑ ачана чӗнсе илчӗ:

Когда дрожки поравнялись с ребятами, он попросил Щукаря: «Останови» — и, прицелившись взглядом, выбрал парнишку лет семи, босого, белоголового:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, кӑмӑлне питех палӑртмасӑр йӑл кулса, ачасем ҫине пӑхать.

Давыдов смотрел на ребят со сдержанной улыбкой.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун хыҫҫӑн вӗтӗр-шакӑр ачасем кӗшӗлтетсе чупаҫҫӗ, вӗсем ҫил арманӗ патне ҫитсен тин тӑрса юлаҫҫӗ.

До ветряка ему сопутствовали ребятишки, потом отстали.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чатӑр умӗнче, ашшӗ ури йӗри-тавра, чанасем пекех хуп-хура та шавлӑ ачасем ҫуйӑхашаҫҫӗ; чикан майрисем шӑри-шари ҫухӑрсах ахӑрашаҫҫӗ.

Около шатра и между ног цыгана, шумливые и черные, как галки, орали цыганята; взвизгивали и хохотали цыганки.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамӑн ачасем пулман та, халӗ вара ҫынсен ачисене пӑхса ларас-и?

Своих детей не имела, да чтоб теперь с чужими нянчиться?

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Черетлӗ мӑчавӑр паллӑ панӑ хыҫҫӑн арҫын ачасем вӑштӑринех тухса ҫухалнӑ.

По знаку очередного жреца мальчики удалились.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Шурӑ тумлӑ арҫын ачасем кӗмӗл ывӑссемпе аш, ҫӑкӑр, типӗтнӗ улма-ҫырла та тутлӑ пелуз эрехӗ валеҫсе ҫӳренӗ.

Мальчики в белых одеждах разносили на серебряных подносах мясо, хлеб, сухие плоды и сладкое пелузское вино.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Арҫын ачасем шыва аллисемпе сирпӗттернӗ, ӑна хӑйсен пичӗсем ҫине ывҫи-ывҫипе сапнӑ, утне хыттӑн пусса шӑлнӑ пулсан, хӗрачасем вара ҫав вӑхӑтрах йӑлт хӗрарӑм ҫӑвӑннӑ чухнехи евӗр хӑтланнӑ.

И в то время когда мальчики смело брызгались в воде руками и бросали себе ее горстями в лицо, крепко вытирая кожу, девочки поступали так, как всегда делают женщины при умывании.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Анчах ачасем ҫывӑхӗнче тӑхӑнма юрамасть ӑна, мӗншӗн тесен вӑл хӑй таврашӗнче юрату туйӑмне хускатать.

Но при детях не следует его носить, потому что он будит вокруг себя любовные страсти.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ман тӗле, тен, ачасем валли мӗн те пулин тупӑнӗ…

Мне, может, детишкам бы чего…

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех