Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗрре сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗрре (тĕпĕ: пӗрре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ эсир те пӗрре кӑна мар аманнӑ, киле урасӑр таврӑннӑ...

Вот и Вы не раз были ранены, домой вернулись без ноги...

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Анна Якушкина хӑй чӑваш пулнипе мӑнаҫланни куҫкӗрет: вӗренӳ отличникӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» юрӑ конкурсӗнче хула шайӗнче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.

У Анны Якушкина горда, что она чувашка, и результаты на лицо: отличница учебы не единожды становилась победительницей конкурса "Чувашский соловей".

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Больницӑсенче ӗҫленӗ хушӑра пуртта пӗрре лартса вутӑ ҫурма та хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫав вӑхӑтрах амбулаторире кунне вун-вун ҫынна пулӑшма ӗлкӗрнӗ, каярах патронаж сестринче те ӗҫленӗ Евдокия Петровна.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

«Пӗрре ҫапла шӑллӑмӑн улттӑри ачи чупса кӗчӗ те, «Альтюк аппа паян качча каять!» - тесе шавлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Анчах та кун пекки пӗрре кӑна пулнӑ.

Но такое было только один раз.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

- Хама паллӑ ҫыннӑн мӑшӑрӗ пек кӑна пӗрре те туяс килмест.

- Я не хочу, чтобы меня воспринимали только как жену известного человека.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Эпир уйӑхра пӗрре тӗл пулнӑ тен.

Я жил в Сочи, Вика - в Краснодаре, у родителей.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

- Тӗрӗссипе, Дастин Хоффмана пурнӑҫра пӗрре те курманччӗ.

- По правде, до этого я не встречался Дастином Хоффманом.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Теплерен пӗрре Ставри пуп та темле Бойчо хаджишӗн панихида туса ирттерчӗ; ҫамрӑксем ҫав панихидӑна йышлӑн пуҫтарӑннӑччӗ, пупӗ те вара кӗлӗ тунӑ чухне Бойчо «паломнике» мар, «асап чӑтнӑ» Бойчона тесе асӑнчӗ…

Поп Ставри отслужил по нем панихиду, совместив ее с панихидой по некоем Хаджи Бойчо, и вся местная молодежь явилась в церковь, к великому изумлению родни благочестивого покойника, немало удивленной и тем, что священник поминает на молитве не Бойчо-«паломника», а Бойчо-«мученика».

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мелник хӑнипе Огнянов пӗрне-пӗри пӗрре пӑхсах палласа илчӗҫ, иккӗшӗ те харӑс тенӗ пек кӑшкӑрса ячӗҫ:

Гость мельника и Огнянов, взглянув друг на друга, оба враз вскрикнули:

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл флейтӑпа калама ӑста, хӑйӗн флейтипе ҫӳресе пӗтӗм Болгарие каснӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ пит ҫивчӗ те япшар, шӳтлеме юратать, ҫакӑн пек уҫӑ кӑмӑллисен ушкӑнне ҫитмесӗр пӗрре те сиктерсе хӑвармасть.

Он прекрасно играл на флейте, с которой бродил по всей Болгарии, был остроумным рассказчиком, шутником и непременным участником всех веселых сборищ.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ровоама хаджие Огнянов пирки ҫакӑн пек ирсӗр элек сармашкӑн пӗртен пӗр сӑлтав пулӑшрӗ, Огнянов ун патне пӗрре те килсе курса хисеп кӑтартмарӗ, ҫапла килсе курманни хӗр-манаха хисеплемен пек, тӑрӑхланӑ пек пулса тӑчӗ, хӗр-манах ӑна каҫарми тӑшман вырӑнне хура пуҫларӗ.

Главной, а может быть, и единственной причиной, побудившей Хаджи Ровоаму распространить столь гнусные слухи об Огнянове, послужило то обстоятельство, что он не почтил её своим посещением; этим он нанес кровное оскорбление ее честолюбию и нажил в ее лице опасного врага.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хурахсене вӗсене пӗрре пӑхсах пӗлме пулать, — асӑрхаттарчӗ Соколов.

Тех можно сразу узнать — по роже, — заметил доктор.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗрисем вӗсенчен ӗҫеҫҫӗ те ҫиеҫҫӗ, теприсем сӑлтавсӑр асса-тусса, урса-хӑтӑрса та хӑтланмаҫҫӗ: пӗрре те интереслӗ ҫынсем мар!

Одни из них едят и пьют; другие не бесятся без причины; какие неинтересные люди!

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Катерина Васильевна ҫаплах хавхаланса пурӑнать, хавхаланни чакмасть унӑн, вӑл ӗнтӗ пӗрре те пӗтмест, ун кӑмӑлне лайӑхлатса, ҫутатса тӑрать.

Одушевление Катерины Васильевны продолжалось не ослабевая, а только переходя в постоянное, уж обычное настроение духа, бодрое и живое, светлое.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Бьюмонта вӑл питӗ ҫунатланса каласа пачӗ — унччен ашшӗне те каласа панӑччӗ-ха, анчах хӑй ирхине мӗн курни ҫинчен пӗрре каласа панипе кӑна лӑпланмарӗ, вӗҫӗмсӗрех кала-кала кӑтартрӗ; ҫапла, халӗ кӑмӑлӗ тулчӗ ӗнтӗ унӑн: чӑн-чӑн ӗҫ тупӑнчӗ!

Она с энтузиазмом рассказывала Бьюмонту, — а ведь уж рассказывала отцу, но от одного раза не унялась, — о том, что видела поутру, и не было конца ее рассказу; да, теперь ее сердце было полно: живое дело найдено!

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ху пӗрре вӗрентсе илнӗренпе ку ӗҫре эпӗ айӑплӑ мар ӗнтӗ.

— Уж в этом-то я не повинен с тех пор, как ты меня так проучила.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мӗншӗн чухӑн ҫынсенчен чухӑнлӑх пӗрре те юлмасть-ха тата?

И отчего эта неотступность бедности от бедных?

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫӗр майран та пӗрре ҫеҫ юлать — хӗр хӑйӗн сывлӑхне ҫав ӗҫре пӗтермӗ, майсенчен ҫурри тата ҫакӑ — вӑл питӗ хӑвӑрт вилсе кайӗ; кунта пин майран пӗри ӑна хирӗҫ пырать.

Теперь из ста шансов только один, что она не погубит в этом деле своего здоровья, более половины шансов, что она погибнет быстро; а тут из тысячи шансов один будет против нее.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эппин, эсир вӗсене пӗрре кӑна илтмен ӗнтӗ.

Значит, мои слова не были для вас новостью.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех