Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: III

Пай: Мӗн тумалла? –> Пиллӗкмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.12.01 17:30

Пуплевӗш: 123; Сӑмах: 1405

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кирсанов практик пулман, анчах консилиумсене ҫӳрессинчен пӑрӑнма та шутламан. Ҫав вӑхӑтра вара, — хӑй профессора тухсан ҫулталӑкран тата Вера Павловнӑпа венчете кӗриччен пӗр ҫул маларах, Петербургри пысӑк тухтӑрсем ӑна консилиумсене питӗ нумай чӗнме пуҫланӑ. Ку япала икӗ сӑлтавран килнӗ. Пӗри тӗнчере Клод Бернар чӑнах та пулни тата вӑл Парижра пурӑнни пулнӑ. Пӗр пысӑк тухтӑр, наука ӗҫӗпе — тем сӑлтавпа ӗнтӗ — Парижа кайса килнӗскер, Клод Бернара, чӗрӗ, чӑн-чӑн Клод Бернара хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ; ӑна хайӗн чинӗ, орденӗсем тата хӑй сыватакан чаплӑ ҫын ҫинчен каласа кӑтартнӑ, — Клод Бернар вара, ӑна пӗр ҫур сехет хушши пек итленӗ те ҫапла каланӑ: «Медицина ҫитӗнӗвӗсене вӗренме Парижа эсир кӑлӑхах килнӗ, ҫакна тума сирӗн Петербургран тухмалла та пулман»; пысӑк тухтӑр ҫакна аттестат вырӑннех йышӑннӑ, Петербурга таврӑнсан вара Клод Бернар хушаматне талӑкра вунӑ хутран кая мар асӑннӑ, пилӗк хутран кая мар тата: «манӑн тусӑм-ученый» е «манӑн наукӑри чаплӑ юлташӑм» тесе хуша-хуша хунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Кирсанова консилиумсене мӗнле чӗнмелле пулман-ха ӗнтӗ? Чӗнмесен юраман. Тепӗр сӑлтавӗ вара пушшех те пысӑкрах пулнӑ: пысӑк тухтӑрсем пурте Кирсанов практикӑра ӗҫлекенсен ӗҫне туртса илменнине тата вӑл ӑна сӗнсен те йышӑнманнине курса тӑнӑ. Практикӑра ӗҫлекен пысӑк тухтӑрсем ҫапла туни паллӑ ӗнтӗ: чирлӗ ҫын, ун шучӗпе, вилӗм патне ҫывхарма тытӑнсан тата, усал шӑпана пула, ӑна урӑх ҫӗре шывсемпе сиплеме ӑсатма та, ют патшалӑха яма та май пулмасан, вӗсем ӑна урӑх медика пама тӑрӑшаҫҫӗ, — пысӑк тухтӑр кунта ӑна хӑйне те укҫа пама хатӗр ҫакӑншӑн, илтӗр ҫеҫ. Кирсанов ҫакӑн пек айккинелле пӑрӑнма хӑтланакан пысӑк тухтӑрсем ыйтсан та чирлӗ ҫынна сыватассине хӑй ҫине илме сайра хутра ҫеҫ килӗшнӗ, — ялан тенӗ пек практикӑра ӗҫлекен хӑйӗн тусӗсене пама каланӑ, хӑйне вара наука енчен интереслӗ ҫынсене ҫеҫ илкеленӗ. Клод Бернара та паллӑ тата практиксен ӗҫне те туртса илмен ҫавӑн пек тухтӑра консилиумсене мӗнле чӗнмесӗр тӑрӑн-ха?

Полозов-миллионер патӗнче медикра ҫав вӑхӑтри чи пысӑк тухтӑрсенчен пӗри тӑнӑ, Катерина Васильевна йывӑр чирлесе ӳксен вара консилиумсене вӑрах та пысӑк тухтӑрсем ҫеҫ тунӑ. Юлашкинчен чир пушшех те йывӑра кайнӑ, пысӑк тухтӑрсем вара Кирсанова чӗнсе илме шутланӑ. Чӑнах та, ҫав пысӑк тухтӑрсем ним тума аптраса ҫитнӗ: ҫыннӑн нимле чир те ҫук, хӑй вара хӑвӑрт халсӑрланса пырать. Чирне тупмалла-ҫке-ха; пӑхса тӑракан ҫапла шутлать: atrofia nervorum «нервсен питанийӗ пӗтни»; тӗнчере ҫакӑн пек чир пулнипе пулманнине эпӗ пӗлместӗп, пурах пулсан вара ҫынна ун пек чиртен юсама май ҫукки маншӑн паллах. Анчах юсама май ҫуккине кура-тӑркачах юсамалла пулсан, ан тив, Кирсанов е ун тусӗсенчен — пуҫтах ача-пӑчасенчен — хӑшӗ те пулин сиплетӗр.

Ҫапла вара ҫӗнӗ консилиум пухӑнать. Кирсанова чӗнеҫҫӗ. Пӑхаҫҫӗ чирлӗ хӗре, тӗпчеҫҫӗ; хӗр ыйтусем ҫине ҫийӗнчех те лӑпкӑн тавӑрса пырать; анчах Кирсанов вӑл калаҫма пуҫласанах, ыйтусем пама пӑрахать, ӑна пысӑк тухтӑрсем мӗнле тӗпченине ҫеҫ пӑхса тӑрать; лешсем, ывӑнса ҫитсен тата хӗре те асаплантарса пӗтерсен, Кирсановран ҫапла ыйтаҫҫӗ: «Эсир мӗнле шутлатӑр, Александр Матвеич?» «Чирлӗ ҫынна ҫителӗклӗ пӑхаймарӑм-ха, — тет Кирсанов. — Эпӗ кунта юлатӑп. Ку интереслӗ япала вӑл. Тепӗр хут консилиум пухмалла пулсан, Карл Федорыча калӑп эпӗ», — Карл Федорыч — хӗре пӑхса тӑракан врач вӑл, ҫакна илтсен хӑйӗн atrofia nervorum текен чирӗнчен хӑтӑлассине сиссе ҫиҫсе ҫеҫ тӑма пуҫлать хайхи.

Лешсем тухса кайсан, Кирсанов чирлӗ хӗр умне ларать. Лешӗ тӑрӑхланӑн кулса илет.

— Эпир пӗрне-пӗри палламаннишӗн ҫеҫ кӳренмелле, — пуҫлать Кирсанов, — медика хӑйне ҫынсем ӗненни кирлӗ; мана, тен, ҫакна тума май та килӗ-ха. Вӗсем сирӗн чире ӑнланмаҫҫӗ, кунта ытти япаласене тавҫӑрса илме пултарни кирлӗ. Кӑкӑрӑра итлесе пӑхни, сире эмелсем ӗҫтерни — пачах та кирлӗ мар вӗсем. Пӗр япала ҫеҫ кирлӗ: сирӗн пурнӑҫӑра пӗлни. Халӗ мӗн те пулин тума май пуррипе ҫукки ҫинчен пӗрле шухӑшласа пӑхӑпӑр. Ҫак ӗҫре мана пулӑшӑр-ши эсир?

Чирлӗ хӗр чӗнмен.

— Эсир манпа калаҫас теместӗр апла? Чирлӗ хӗр чӗнмен.

— Сирӗн, тен, мана кӑларса та ярас килет пулӗ. Эпӗ сиртен вунӑ минут ҫеҫ ыйтатӑп. Тата вунӑ минутран эпӗ кунта пулни сирӗншӗн усӑллӑ мар пек туйӑнсан, эпӗ тухса кайма та пултаратӑп. Хӑвӑрӑн салху шухӑш-туйӑмсемсӗр пуҫне урӑх нимле чир те ҫукки паллӑ-и сире? Ҫак япала малалла та ҫаплах пырсан, тата ик-виҫӗ эрнерен, е тата иртерех те сире ҫӑлма май пачах пулмассине пӗлетӗр-и эсир? Тен, эсир икӗ эрне пурӑнаймӑр та? Халӗ сирӗн чахотка ҫук-ха, анчах вӑл часах, питӗ часах пулма пултарать, сирӗн ҫулӑрта, ҫакӑн пек условисенче вара вӑл питӗ хӑвӑрт аталанса пырать, темиҫе кунтах пӗтерсе хума пултарать.

Чирлӗ хӗр чӗнмен.

— Эсир ответлеместӗр. Сире ман сӑмахсем тивмерӗҫ эппин. Эппин, эсир вӗсене пӗрре кӑна илтмен ӗнтӗ. Ҫапла чӗнмесӗр выртса, эсир мана: «ҫапла», тетӗр. Ман вырӑнта: кашниех мӗн тума пултарассине пӗлетӗр-и эсир? Вӑл: сирӗн аҫӑрпа калаҫма кайӗччӗ. Тен, эпӗ унпа калаҫни сире ҫӑлса та хӑварӗччӗ, анчах ҫак япала сире кирлӗ мар пулсан, эпӗ ӑна тумастӑп. Мӗншӗн? Эпӗ ҫакна пӗлсе тӑратӑп: ҫын хӑй килӗшмест-тӗк, ун кӑмӑлне хирӗҫ пырса уншӑн ним тума та юрамасть; ирӗклӗх пуринчен те ҫӳлерех тӑрать, пурнӑҫран та ҫӳлерех. Ҫавӑнпа та, эсир мана хӑвӑрӑн ҫак чирӗр мӗнле сӑлтава пула пуҫланса кайнине пӗлтерес теместӗр-тӗк — эпӗ пӗлмӗп. Эсир: вилес килет; тетӗр пулсан — эпӗ сиртен ҫак кӑмӑл мӗнле сӑлтава пула килнине ҫеҫ ӑнлантарса пама ыйтӑп; вӑл пысӑк пулмасан та, манӑн пурпӗрех сире кансӗрлеме ирӗк ҫук; сӑлтав пысӑк пулсан вара, манӑн сире пулӑшмалла, тата эпӗ пулӑшма хатӗр те. Эпӗ сире наркӑмӑш пама пултаратӑп. Ҫапла калаҫса татӑлар та, эсир мана хӑвӑрӑн чир мӗнле сӑлтава пула пуҫланса кайнине каласа кӑтартӑр. Чирлӗ хӗр чӗнмен.

— Сирӗн ответлес килмест иккен. Эпӗ текех ыйтусем пама пултараймастӑп. Анчах эпӗ сиртен хам ҫинчен хамӑра пӗрне-пӗри ӗненессине ӳстерме пултаракан пӗр, япала каласа кӑтартма ирӗк ыйтма пултарӑп-ши? Юрать-и? Тавах сире. Хуть мӗнле пулсан та, эсир асапланатӑрах вӗт? Эпӗ те ҫаплах. Эпӗ пӗр хӗрарӑма вилес пек юрататӑп, вӑл вара эпӗ ӑна юратнине пӗлмест те, нихҫан та пӗлмелле те мар. Шеллетӗр-и эсир мана?

Чирлӗ хӗр чӗнмен, анчах салхуллӑн йӑл кулса илнӗ. — Чӗнместӗр, анчах манӑн ҫак сӑмахсене эсир малтан калаҫнисенчен ытларах асӑрханине пытарма пултараймарӑр. Ҫакӑ та ҫителӗклӗ: сире те, мана та пӗр сӑлтавах кулянтарать. Сирӗн вилес килет-и? Эпӗ ҫакна лайӑх ӑнланатӑп. Анчах чахоткӑпа вилесси — вӑрах та йывӑр. Урӑх ним ӗҫре те пулӑшаймастӑп пулсан, эпӗ сире вилме пулӑшма пултаратӑп, — наркӑмӑш пама хатӗрри ҫинчен каларӑм ӗнтӗ: лайӑх, пӗр асаплантармасӑр, хӑвӑрт вӗлерекен, лайӑх наркӑмӑш парӑп. Халӗ, ҫапла калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, мана сирӗн пурнӑҫӑр чӑнах та ҫапла йывӑрланса ҫитнине чухласа илме май парӑр-ши ӗнтӗ?

— Эсир улталамӑр-и? — тенӗ чирлӗ хӗр.

— Мана куҫран тимлӗрех пӑхӑр-ха, — вара эпӗ улталамассине хӑвӑрах курӑр.

Чирлӗ хӗр вӑхӑтлӑха иккӗленсе тӑнӑ.

— Ҫук, ҫапах та эпӗ сире питӗ сахал пӗлетӗп.

— Ман вырӑнта урӑххи пулсан, сире тертлентерекен туйӑм вал лайӑх, тенӗ пулӗччӗ ӗнтӗ. Эпӗ апла каламастӑп-ха. Сирӗн аҫӑр пӗлет-и ун ҫинчен? Асра тытса тӑма ыйтатӑп: эсир хушмасӑр эпӗ унпа калаҫас ҫук.

— Пӗлмест.

— Вӑл сире юратать-и?

— Юратать.

— Эпӗ халӗ сире мӗн калассине пӗлетӗр-и эсир? Вӑл сире юратать, терӗр; вӑл начар мар ҫын пулнине пӗлетӗп ӗнтӗ. Анчах мӗншӗн-ха эсир ӑна хӑвӑр туйӑма уҫса пани кӑлӑхах пулӗ, вӑл килӗшмӗ, тесе шухӑшлатӑр-ха? Ӗҫе тума эсир юратакан ҫын чухӑн пулни ҫеҫ чарса тӑрать пулсан, ҫакӑ сире аҫӑра хӑвӑр майлӑ ҫавӑрма хӑтланса пӑхма чармӗччӗ — эпӗ ҫапла шутлатӑп. Эппин, эсир: сирӗн аҫӑр ун ҫинчен начар шухӑшлать, тесе тӑратӑр, — аҫӑр умӗнче ҫапла ним шарламасӑр пурӑнни урӑх нимле сӑлтавран та килмест. Ҫапла-и? Чирлӗ хӗр чӗнмен.

— Эпӗ йӑнӑшмастӑп пулмалла. Халӗ мӗн шухӑшлатӑп-ха эпӗ? Сирӗн аҫӑр — пурӑнса курнӑ ҫын, ҫынсене пӗлет; эсир вара сахал пурӑннӑ-ха; мӗнле те пулин ҫын ӑна киревсӗр пек, сире лайӑх пек туйӑнать пулсан, кунта вӑл мар, эсир йӑнӑшатӑр пулмалла. Хӑвӑрах куратӑр, эпӗ ҫапла шутлама тивӗҫ. Сире мӗншӗн ҫакӑн пек лайӑх мар япаласем калама тивнине пӗлетӗр-и? Пӗлтерем эппин. Эсир мана ҫав сӑмахсемшӗн ҫилленме, юратмасӑр тӑма пултаратӑр, анчах ҫапах та хӑвара хӑвӑр: вӑл мӗн шухӑшлать, ҫавна калать, икӗпитленмест, мана улталасшӑн та мар, тейӗр. Вара мана ӗненме пуҫлӑр. Эпӗ сирӗнпе пӗр суймасӑр-тумасӑр калаҫатӑп, ҫапла вӗт?

Хӗр калас-и е калас мар-и тесе иккӗленсе тӑнӑ.

— Эсир темле, ӑнланмалла мар ҫын, тухтӑр, — тенӗ вӑл юлашкинчен.

— Ҫук, темле ҫын та мар, суеҫӗ евӗр те мар. Эпӗ тӳрӗрен хам шухӑшланӑ пек каларӑм. Анчах кусем вӗсем ман шухӑшсем кӑна-ха. Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп та пулӗ. Ҫакна пӗлме май парӑрччӗ мана. Хӑвӑра килӗшекен ҫын ятне калӑр-ха мана. Вара эпӗ, — анчах эсир хушсан ҫеҫ, ун ҫинчен сирӗн аҫӑрпа калаҫса пӑхӑп.

— Мӗн калӑр эсир ӑна?

— Вӑл ӑна аван пӗлет-и?

— Пӗлет.

— Апла пулсан, эпӗ ӑна сирӗн туя тума килӗшме калӑп, анчах ҫакӑн пек условипе: туя хӑҫан тӑвассине халь мар, тата ик-виҫ уйӑхран палӑртмалла — аҫӑр тӗрӗс тунипе туманни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пултӑр сирӗн.

— Вӑл килӗшес ҫук.

— Килӗшетех пулмалла. Килӗшмест пулсан вара, эпӗ сире паҫӑр каланӑ пек пулӑшӑп.

Кирсанов ҫапла вӑрахчен калаҫса ларнӑ. Юлашкинчен вара чирлӗ хӗр ӑна хӑй юратакан каччӑн ятне каланӑ тата ашшӗпе калаҫса пӑхма ирӗк панӑ. Анчах старикпе калаҫса татӑласси пушшех те йывӑр пулнӑ. Хӗрӗн сывлӑхӗ пӗтсех пыни шанчӑксӑр юратуран килнине пӗлсен, Полозов питӗ тӗлӗнсе кайнӑ, хӗрӗ юратса пӑрахнӑ ҫыннӑн ятне пӗлсен вара татах та ытларах тӗлӗннӗ. «Ӑна качча тухиччен вилтӗрех эппин. Ун вилӗмӗ уншӑн хӑйшӗн те, маншӑн та пӗчӗкрех хуйхӑ пулӗ», — тенӗ вӑл ҫирӗппӗн. Ӗҫ пит йывӑра кайнӑ, ҫитменнине тата Кирсанов, Полозов ӑнлантарса панине илтсен, тӗрӗслӗх хӗрӗ енче мар, чӑнах та старик енче пулнине курнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех